Çиччĕ виçсе ыранхи кунпа пурăннă аслă асат- тесемпе асаннесемех çулла – çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă. Малашлăха шанса пурăнакансем çак ырă вĕрентĕве паян та кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Вĕсем патĕнче пулса курсан, ĕç вĕресе тăнипе çывăхарах паллашсан, çак чăнлăх ума тулли хăватпа тухать.
– Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине эпир çулленех хамăр ĕçре курса пыратпăр. Çавăнпа та иртнĕ хĕл кунĕсенчех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе алă усса лармарăмăр. Çур аки умĕнхи пĕрлехи тăрăшулăх та паян хуçалăхри уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхне тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшать. Тĕп вырăнта – çур акине тухиччен юлнă вăхăтпа туллин усă курасси. Çакна хăйсене шанса панă техникăна уй-хире кăларма хатĕрлекен кашни механизатор асра тытать. Пĕрлехи ĕç тăрăшулăхĕ ыррине шантарать, – куçне машинăпа трактор паркĕ çинчен илмесĕр калаçать Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Игорь Николаев. Ваçкасси тăрăхĕнчи асăннă хуçалăхра çĕр пичĕ юртан тасалма пуçланă кунранах çĕр ĕçченĕ çур акине хатĕрленессине малти вырăна кăларнă. Тăрăшулăха кура кулленхи ĕçĕн ÿсĕмĕ куç умĕнче. Кашни техника единицин хуçи пур, ĕç планĕ те паллă. Умри тĕллевсене вăхăтра пурнăçласси – çĕр ĕçченĕ умĕнчи тĕп тĕллев. Хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Çĕр ĕç технологине пăхăнса çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кунта пурĕ 750 гектара майлă акмалла. Кунсăр пуçне 150 гектар çинчи кĕрхи тулăна апатлантарса хăварасси те – кая юлмасăр пурнăçламалли ĕç. Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх, çакна валли кооперативра пысăк чăрмав пулмалла мар. Хĕл каçа вăрлăх та, минераллă удобрени те, сĕрмелли- çунтармалли материал та çителĕклĕ янтăланă. Паян ял хуçалăх техникине юсавлисен шутне лартассипе ĕçсем анлăн пыраççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе асăннă хуçалăхра кăçал 300 гектар урпа, 400 гектар çурхи тулă тата 50 гектар пĕр çул ÿсекен курăк акса хăвармалла. Çак ĕçе пурнăçлама вăрлăх çителĕклĕ. Минераллă удобрени те, сĕрмелли-çунтармалли материал туянма та килĕшÿсем туса хунă. Паян механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă техникăна ĕçе хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсем ăна техника тĕрĕслевне тăратĕç. Паянхи куна асăннă ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕç вăйĕпе туллин усă курса çурхи ака-сухана хатĕрленни куç умне пулчĕ. Хуçалăхра кăçал кĕркунне кĕлетсем тулли пуласси паянхи ĕç-хĕлпе çыхăннине кашни механизаторпа юсавçă ăнланать. «Тулли кĕлет – хуçалăх тĕрекĕн пĕрремĕш палли», –чăн-чăн хресченле хурав пачĕç ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлекен механизаторсем. Хуçалăхра тулли хăватпа ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсе ака ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси – уй-хир ĕçченĕн умри тĕллевĕ. Çурхи хĕвел ăшши хресчене паян кашни сехетпе туллин усă курма ыйтать. Ваçкассинче çакна ăнланса вăй хуни курăнчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
