Кирек хăш ĕçре те ăна пурнăçлакан, унăн пахалăхĕшĕн тăрăшакан тĕп вырăнта тăрать. Кун пек паха ĕçченсем Муркашри тĕп больницăра та пĕччен-иккĕнь мар. Вĕсем кунсерен яваплăха туйса вăй хуни сыватмăшăн ĕç ÿсĕмĕнчен те курăнать: çынсем кунти сывлăх хуралçисем патне ăшă кăмăлпа, тулли шанчăкпа килеççĕ. Çак туртăмра кашни тухтăрăн, вăтам тата кĕçĕн медперсоналăн, больницăри техника ĕçченĕн тÿпи пур.
Паян манăн эсир сăн ÿкерчĕкре куракан кунти хастар ĕçченсенчен пĕринпе Марта Димитриевăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Калинина) паллаштарма кăмăл пур. Вăл кунта пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ шăл тухтăрĕ-хирург пулса вăй хурать. Паянхи калаçу шăпах ун пирки пулĕ те. 1989 çулхи çурла уйăхĕнче Мулкачкассинчи Владимир Калининпа Милютакассинчи Валентина Филиппова çемье çавăраççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн Калининсен ăраттине пепкесем хутшăнма пуçлаççĕ. 1990 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче хĕр çуралать, ăна Марта ят параççĕ. Тепĕр çулталăк çурăран çемьене ывăл – Евгений – хушăнать. Çамрăк амăшĕ çак çулсенчех Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухать. Алла диплом илнĕ çамрăк специалист çийĕнчех Орининти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме пуçлать. Валентина Валериановна паянхи кун та асăннă шкулта ÿссе çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентессишĕн тăрăшать. Çак юрату унăн ырă тĕслĕхĕнчен те курăнать. Вăл, волонтер пулнă май, Мулкачкассинче пурăнакансемпе пĕрле Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшассипе тăрăшать, çак ĕçе ыттисене те явăçтарать. Пĕр-пĕрне килĕштерекен, ĕçлеме юратакан мăшăр хĕрпе ывăлне те ачаран ĕçе юратма, çынсене хисеплеме воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çавăнпа та ку ăратăра кашни сыпăкри ĕçчен хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçленипе, аслă ăрурисен яваплăхне малалла ырăпа тăснине палăртса хăваратăп. Калининсен несĕлĕнчи Марта Орининти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра яланах маттуррисен йышĕнче пулнă: лайăх вĕреннĕ, районти предмет олимпиадисене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Вĕренÿпе пĕрлех спортра та яланах ырă енчен палăрнă. Çапла вара ăна тăтăшах волейбол е баскетбол вăййисенче тата йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма май килнĕ. Çак вăхăтрах культмассăллă ĕçсенчен те пăрăнса юлман вăл. Туслă çемьери хĕрпе каччă ĕçпе те туслă ÿснĕ. Вĕсем вĕренмелле е спорт тренировкисене каймалла тесе ĕç çине алă сулман. Вĕсене ял çыннисем, тус-тантăшĕсем яланах ашшĕ-амăшне е аслăрах ăрурисене килти хушма хуçалăхра пулăшнине курнă. Çак ĕçсенчен вĕсем кĕçĕн çулсенчех ютшăнман. Шкул çулĕсем çитсен, ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне, асламăшĕпе пĕрле сахал мар пахчара тăрăшнă, пахча çимĕç туса илесси çăмăллăн килменнине те ачаллах ăша хывнă. Çемьере выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă пулнăран кашнин çинех хăйне евĕр тимлĕх уйăрма тивнĕ. Килти хушма хуçалăхра ĕнепе сурăх, сысна, нутрипе кролик, хур-кăвакалпа чăх-чĕп усрани тата ĕрчетни çемье бюджетне аталантармалли çул пулнине мĕн пĕчĕкрен ăнланнă. Хамăрăн кĕске калаçура Марта кил хуçалăхри ĕç хăйне вĕренме чăрмантарманнине пĕлтерчĕ. «Пачах урăхла, ĕçри кăтартусем малашлăха пăхтаратчĕç, тăрăшуллăрах вĕренме ыйтатчĕç, çынсене пулăшма хавхалантаратчĕç, малашлăх çула суйлама пулăшатчĕç», – кăмăллăн калаçрĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă шăл тухтăрĕ. Пурнăç вăл хăех çул уçса пырать. Калининсен йăхĕнчен тухнă çамрăк ăру та аслисен ырă йăли-йĕркине манăçа кăлармасть. Валентинăпа Владимир Калининсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ Марта хăйĕн малашлăхне ялпах çыхăнтарать. Пĕр ялти Димитрий Димитриевпа 2010 çулта çемье çавăрса вĕсем малашлăх ĕмĕтпе ялтах пурăнма пуçлаççĕ. Пĕрле пĕрлех çав. Çамрăк хĕрарăм 2012 çулта стоматологи специальноçĕпе аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплома алла илет. Умра – ĕç пурнăçĕн аслă ани. Çамрăк специалист тăван енех суйласа илет: шăл тухтăрĕ Москакассинчи врач амбулаторийĕнче ĕçлеме пуçлать. Унăн пулăшăвне кĕтнисем сахал мар пулнă. Çапла вара çамрăк шăл тухтăрĕ патне ватти-вĕтти те пырать. Сывалма килнисем хушшинче Мари Республикинчен килекенсем те час-часах пулаççĕ. Çамрăк шăл тухтăрĕ хăйĕн патне пынă кашни çынпах кăмăллă та тарават, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çак пулăшупа ун патне пыракансем яланах кăмăллă юлаççĕ, тав тăваççĕ. Ĕçри ăсталăха ÿстерес тĕллевпе Марта Владимировна 2014-2015 çулсенче интернатура пĕтерсе професси ĕçĕн вăрттăнлăхне ытларах алла илет. Çакăн хыççăн вăл Муркаш район больницинче стоматолог тухтăр ĕçне кÿлĕнет.
– Малтанхи çулсенче шăл пломбине лартассипе тăрăшрăм пулсан, халĕ шăл кăларассипе ĕçлетĕп. Çынсем хăйсен сывлăхне пăхаççĕ пулсан, манăн вĕсене пулăшасси тĕп вырăнта тăрать, – хăйĕн ĕçĕпе паллаштарса калаçать виçĕ хĕр ача амăшĕ. Ĕçри ăнăçу çемьери килĕшÿрен, килти лару-тăруран, мăшăр вăхăтра пулăшса пынинчен те килет. Çакна асра тытса малашлăхпа пурăнаççĕ Калининсем. Пĕрле вăй хурса хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне те, чăххи-чĕппине те сахал мар тытаççĕ. Ĕçĕ çителĕклех пулнăран кунта манăн-санăн пайласси тахçанах çук. Вĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те вăй çитнĕ таран тимлесех ĕçлеççĕ. Кашниех хăйĕн ĕç фрончĕ ăçтине пĕлеççĕ. Марта Владимировна кил-çурт таврашĕнче чечексем лартса ÿстерме кăмăлланипе ял хушшинче палăрса тăрать, хĕрĕсене те çак ĕçе ачаран хăнăхтарать. «Аслисен ырăĕ cĕсене манмасăр ăна ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентесси ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ тесе шутлатăп. Çакна шута хурса мăшăрăмпа килти хушма хуçалăхри ĕçсене йĕркелесе пыма тăрăшатпăр та. Ĕç ăнсан – пĕрле савăнатпăр», – кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи арăмĕ пахчаналла тинкерсе черетлĕ çур аки кунсерен çывхарнине систерсе. Пысăк опытлă шăл тухтăрĕ патне çÿрекенсем Муркаш тăрăхĕнче сахаллăн мар. Иртнĕ кунсенче вĕсен йышĕнче эпĕ те пултăм, ыратакан шăла юсасан е кăларсан меллĕрех пулнипе кăсăклантăм. Вăл тĕплĕ тĕрĕслев хыççăн мана ансат хурав пачĕ: «Кăлармаллине кăларăпăр, ыттине юсăпăр, кăларнисем вырăнне шăл лартассине те пăхăпăр». Вăхăт нумай та иртмерĕ, шăл тухтăрĕ патĕнчен хама хумхантаракан ыйтусем çине тулли хурав илсе тухрăм. Шăл кабинетĕнче туслă коллектив тăрăшать. Çак уйрăма пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ Алина Григорьева терапевт-стоматолог ертсе пырать. Кунта сипленме килекенсем хушшинче ватти те, вĕтти те пур. Кашнийĕннех чирлеме пуçланă шăлĕсене палăртса тасатаççĕ, сиплеççĕ. Ку тĕлĕшпе коллективра Галина Федоровăпа Елена Николаева тата Ольга Кожевникова стоматолог-терапевтсем хастар. Вĕсемпе пĕрлех Светлана Ярухина, Алина Иванова, Альбина Григорьева медсестрасем те пĕрлехи ĕçе ÿсĕмлĕ тăвассишĕн вăй хураççĕ. Шăл техникин лабораторийĕнче чылай çул вăй хуракан Вера Музыковăпа Алина Игнатьева шăл техникĕсем пысăк опытлă Александр Ярухин ортопед йĕркелесе пынипе шăл кашти çине коронка е илĕнекен протез лайăх пахалăхпа пурнăçласа параççĕ. Хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн сахал мар ăшă сăмаха тивĕçнĕ вĕсем. Шăл тухтăрĕсем патĕнчен кунта килнисем ăшă кăмăлпа, ырă малашлăхпа киле таврăнаççĕ. Çакă мар-и-ха шăл тухтăрĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлани? Кунта хирĕçле хурав пулма та пултараймасть.
Александр ШАРИКОВ.
Август 2026 |
