Мирлĕ пурнăç – пурте кĕтекен ырлăх. Çакна паян Украинăри ятарлă çар операцийĕ пире тăтăшах аса илтерсе тăрать. Унти çăпăçусенче паттăрлăх кăтартакансене, малашлăхшăн пуç хуракансене эпир хамăр Тăван çĕршыва, мирлĕ пурнăçа хÿтĕлекенсем тесе хаклатпăр. Çавăнпа фронтовиксене пулăшма юлашки çулсенче пĕтĕм Раççей хутшăнать. Ку тĕллевпе чылай çĕрте маскировка костюмĕсемпе сеткисене çыхаççĕ, теприсем салтаксене техника туянса параççĕ, виççĕмĕшсем ăшă кăмăллă çырусем çыраççĕ т. ыт. те. Пĕрле пулсан çеç Çĕнтерÿ пирĕн алăра пулассине кашниех ăнланатпăр. Çавăншăн паян пурте хăй мĕн тума пултарнине яваплăха туйса туллин пурнăçлама тăрăшать.
Çĕршыв хÿтĕлевçисене вăй çитнĕ чухлĕ пулăшакан кашни çынна манăн пысăк тав сăмахĕ калас килет, мĕншĕн тесен шăпах пĕчĕк ĕçсенчен пысăк Çĕнтерÿ калăпланать. Çак пĕтĕмĕшле ĕçре Кашмаш шкулĕ те хăйне майлă çирĕп вырăн йышăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăр пионерсем пек кунта вĕренекенсем те паян учительсем ертсе пынипе куллен пĕрлехи Çĕнтерÿшĕн пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Кашмаш шкулĕнче аслă ăрури вĕрентекенсем шкул ачисене пурнăç чăнлăхне ачаран пуçа хывма вĕрентеççĕ. Паянхи кун вăл Украинăри ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă. Çакна хамăр калаçура шкулта технологи предметне вĕрентекен Виталий Александров та пытармарĕ. Пачах та урăхла, Виталий Варфоломеевич шкул ачисем мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, ăна сыхлама, май килнĕ чухне ăна пулăшма вĕренме тăрăшнине каларĕ. Пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче юн юхтарнă вăхăтра асăннă шкулта вĕренекенсем те алă усса лармаççĕ. Пĕлÿ тĕнчипе çирĕппĕн утнă май уроксенчен пушансанах вĕсем, технолог-вĕрентекен ертсе пынипе, пĕрремĕш çул мар хăйсем ăсталанă станокпа фронт валли маскировка сеткисем çыхма лентăсем хатĕрлеççĕ.
– Маскировка сеткисене ял çыннисем ĕçрен пушаннă вăхăтра çыхаççĕ. Вĕсене валли хăюсене эпир хатĕрлесе паратпăр. Телевизорпа пирĕн салтаксем çапăçу хирĕнче маскировка сеткисемпе усă курнине куратпăр та пирĕн пĕчĕк ĕç те Çĕнтерÿшĕн пулнине туятпăр. Пирĕн станок çинчи 26 çĕçĕ пĕр вăхăтрах ултă сантиметр сарлакăш 27 хăю чĕрки хатĕрлеме май парать. Вĕсене çителĕклĕ хатĕрлеме пире ĕç калăпăшĕпе тăтăшах Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина тивĕçтерсе пырать. Ачасем хăйсем умне лартнă тĕллеве ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса уроксем хыççăн пурнăçлаççĕ: пĕрисем хăюсем касаççĕ, иккĕмĕшсем вĕсене янтă чĕркесене хатĕрлесе хураççĕ, виççĕмĕшсем хатĕр лентăсен тĕркисене ял çынисем валли янтăлаççĕ. Ачасен ĕç шавĕ уроксем хыççăн чылай вăхăта пырать. Хăйсене шаннă ĕçе шкулта вĕренекенсем хирĕçлемеççĕ, тăрăшса та юратса пурнăçлаççĕ, – терĕ ачасен ĕçĕпе кăмăллă пулнине кăтартса технологи предметне вĕрентекен Виталий Александров.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
