Паянхи ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тĕрлĕ отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени, çĕнĕ технологисене механизаци пулăшăвĕпе çул пани, ĕçре перекет туйăмне мала тăратни хуçалăхсен экономикине тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшать. Апла пулин те ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕнче уйрăм ĕçченсем тĕп вырăнта тăнине пытарма çук. Вĕсем пĕр чĕлхерен пурăннă-ĕçленĕ чух хуçалăхсен ÿсĕмĕсем те иккĕлентермеççĕ. Кăна хамăр округри Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă тата Нина Костина ертсе пыракан «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра та курма пулать. Производствăри чи ăнăçлă технологисене алла илсе вăй хураççĕ тейĕн кунта вăй хуракансемпе паллашса калаçсан, вĕсен ĕçне курса хак парсан.
«Сундырь-Хлеб» ООО хăйĕн историне 1965 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче çырма пуçланă. Пĕрремĕш кунранах çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ коллектив çĕнĕлĕхсене çул парса темиçе çултах ĕç хăватне палăрмаллах ÿстернĕ. Тăрăшулăхне кура мăнсĕнтĕрсен ячĕ хамăр тăрăхра çеç мар, унăн тулашĕнче те инçете сарăлать. Унтанпа вăхăчĕ самай иртрĕ, анчах çăкăр завочĕ хăйĕн пĕлтерĕшне, ĕç хăватне çухатмарĕ. Малта пыракан технологисене тăтăш алла илсе, туса кăларакан продукци хисепне пысăклатса, унăн пахалăхне ÿстерсе тата аталану çулĕн çĕнĕ карчĕсене çĕнсе пычĕ.
– Пирĕн бизнес – тăван округ аталанăвне, хамăр тăрăхра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн. Çак ĕмĕтпе эпир куллен ĕçе çÿретпĕр, çĕнĕлĕхсене алла илсе пыратпăр, – теççĕ паян асăннă коллективра вăй хуракан пысăк квалификациллĕ ĕçченсем. Иртнĕ çулсенче Мăн Сĕнтĕрти «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество Муркаш тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те хастар та мал туртăмлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçрĕ. Таçта пулсан та сентре çинче мăнсĕнтĕрсен продукцийĕ хăвăрттăн сутăннине куратпăр. Туянакансем ăна ялан кĕтеççĕ, ун пирки ырă сăмах калаççĕ. Çакă вара çăкăр завочĕн коллективне пĕр вырăнта лартмасть: тăтăшах шыравра вĕсем, çĕннине алла илессипе округра та, республикăра та малтисен ретĕнче. Халĕ каланине курса-пĕлсе тăнăран асăннă обществăн ĕç пÿлĕмĕсенчен те яланах çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухатăн. Пĕрешкел условисенчех мăнсĕнтĕрсем мал туртăмлă ĕçлеме мехел çитернипе савăнатăн. Иртнĕ çул коллектившăн производствăна ăнăçлă аталантарнă черетлĕ çулталăк пулчĕ. Тĕллевсем пурнăçланни завод ĕçченĕсем пĕр çын пек çичĕ хут тар юхтарса ĕçленипе пулнă. Çапла вара кунта оборудование çĕнетессипе, ĕç йĕркелĕвне лайăхлатассипе, продукци пахалăхне ÿстерессипе çĕнĕ чикĕсене парăнтарнă. Çак ĕçсене пурнăçласа тата производство технологине паянхи кун ыйтнă пек аталантарса пыракан предприятин ассортимент виçи – вуншар тĕслĕ продукци.
– Эпир кунсерен çавăн чухлĕ продукци кăларатпăр тенине пĕлтермест вăл. Пирĕн ĕç потенциалĕ çавăн пек. Хамăр ĕç тытăмне рынок ыйтнă пек йĕркелесе пырса паян эпир ытларах заказсемпе ĕçлетпĕр: кам мĕн тата епле виçепе ыйтать – çавна вăхăтра туса парассине тĕпе хуратпăр. Ку вăл – пирĕн мал туртăмлă ĕç тĕллевĕ. Çакна шута хурса эпир паян çăкăр-булка та, пĕремĕк-печени те, пылак шыв та кăларатпăр. Пĕтĕмпе 60 ытла тĕслĕ продукци, – терĕ общество директорĕ Нина Марксовна хăйсен продукцине ыйтакансем нумай пулнине палăртса. Цехсем тăрăх иртетпĕр. Кашни тĕлтех ĕçченсем юратса вăй хуни сисĕнет. Акă пирĕн умра чĕрĕк ĕмĕре яхăн кондитерта ĕçлекен (юлашки çулсенче – цех бригадирĕ) Людмила Галкинăпа ĕç ĕмĕрне Мăн Сĕнтĕр райпоне халалланă Галина Цветкова кондитер (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Малалли сăмахăм Галина Геннадьевна пирки. Галя Апчарта тăватă ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Асли пулнă май ашшĕ-амăшне тата кĕçĕннисене пулăшма вăл ачаллах ĕçпе туслашнă. Ашшĕ – Геннадий Иванович – ĕç ĕмĕрне «Хлебороб» хуçалăх механизаторĕнче ирттернĕ. Ăна тăтăшах акара та сухара, утă çулнă çĕрте, вырмара, ял çыннисен пахчисене сухаланă чухне тĕл пулма май пулнă. Мăшăрĕ те – Раиса Семеновна – ĕç тиркекен хĕрарăм пулман. Ачисен малашлăхĕшĕн нумай вăхăт Апчарти ĕне ферминче дояркăра, хуçалăхри сурăх ферминче вăй хунă, пушă вăхăтра килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ, пахча çимĕç ÿстернĕ. Гальăн ĕç юратăвĕ те ачаран ашшĕ-амăшне кура йĕркеленсе пынă. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан вĕренсе тухсан иккĕмĕш сыпăкри Раиса аппăшĕ пулăшнипе хĕрупраç 1979 çул пуçламăшĕнче Мăн Сĕнтĕр райповĕн обществăлла апатлану предприятине ĕçе вырнаçать. Ĕçлес кăмăлĕ пысăккине пĕрле ĕçлекенсем асăрхаççĕ. Ăна кура общепит дирекцийĕ çамрăк хĕре Вăрнара повар-кондитера вĕренме ярать. Унтан 4 разрядлă повар дипломĕпе таврăннă çамрăк специалиста çийĕнчех повар-кондитер пулса ĕçлеме обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕç тупса параççĕ.
– Хам юратнă ĕç вырăнĕ пулчĕ ку маншăн. Ирхине 6 сехете ĕçе çитмеллеччĕ. Пĕрре те кая юлман, пĕр сехет утаттăмччĕ килтен. 1983 çулта çемье çавăрсан Шупуçĕнчен çуран утма пуçларăм. Ĕç пăрахмасăрах мăшăрпа 2 ывăлпа хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Аннепе хуняма пысăк тĕкĕ пачĕç çав вăхăтра. Вĕсен тăрăшулăхне курах ачасем те тĕрĕс çул суйласа илчĕç: Таня «Элара» заводра инженер-конструктор пулса вăй хурать, Коля – полицинче, Денис – строитель. Кашни хăйĕн çулне тупрĕ темелле, вĕсем пире 4 мăнук парнелерĕç. Паян вĕсене те пурнăç çулĕ çине тухма тĕкĕ пултăр тесе куллен ĕçе утатăп. Вăй пур чухне кăшт ĕçлес кăмăл та пур çав, – калаçать Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшакан хĕрарăм. Тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерме асăннă ĕç коллективĕ 60 ытла тĕслĕ продукци кăларать. Кунта хатĕрлекен продукци паянхи куна хамăр округри магазинсемсĕр пуçне Çармăс Республикинчи – 9, Шупашкарти 5 суту-илÿ вырăнне каять. Сĕнтĕрсем хатĕрлекен «Каравай» (Уяв çăкăрĕ) – вырăнти бренд. Ăна та, кунта кăларакан 30 ытла тĕслĕ пылак шыва та тавар туянакан кĕтсех тăрать. Калаçу ку тĕле çитсен пирĕн сăмах хăех ĕç династийĕ çине кĕрсе кайрĕ. Кун пирки сăмах хускатсан Галина Геннадьевна куçне шăлса илчĕ. Калаçăва тăсрăмăр та – ăна валли сăлтавĕ те пур иккен. Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçĕнче вăй хунă пулсан, хуньстарикĕ – Николай Егорович – 18 çул çăкăр заводне ертсе пынă. Мăшăрĕ – Зоя Васильевна – нумай çул сутуçăра, «Сундырский» хуçалăхра вăй хунă. Упăшки Юрий Николаевич çăкăр заводĕнче 38 çул ĕçленĕ. Çак хушăра вăл слесарьтен пуçласа тĕп инженера çити ÿснĕ. Династи тенĕрен, Николай Егоровичăн пĕтĕм çемйи (мăшăрĕпе ывăлĕ тата 3 хĕрĕ) хăйсен ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Мăн Сĕнтĕр райпоне халалланă.
– Паян династи тăсăмĕ эпĕ çеç юлтăм. Общепитпа çăкăр заводĕнчи ĕç стажĕ пĕтĕмпе 47 çула çитрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне колхоза удобрени сапма, утă тавăрса пуçтарма çÿренисене шутласан, пĕрлехи стаж 50 çултан та иртет. Райпо пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе заводри оборудование çĕнетсе çитертĕмĕр, ĕçлекен коллектива пĕр кăшăла пуçтартăмăр – халĕ тăрăшса ĕçлемелле çеç, – терĕ ĕç ветеранĕ çăкăр завочĕн директорĕ Нина Костина çине ăшшăн тинкерсе. Хамăр сăмахăмăра манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм хăйне евĕр вĕçлерĕ. Кукашшĕ – Семен Лебедев
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен урасăр таврăннă. Вăл вĕрентсе каланисене çăкăр пĕçерекен ăста хĕрарăм мана та каларĕ: «Ваттисене хисепле, çулпа тÿрĕ çÿре. Ахальлĕн вăрманта çухалса каятăн, шурлăхра путатăн, хĕллехи сукмакра юр ăшне кĕрсе ÿкетĕн». Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕмĕн сăмахĕнчен вăл ашшĕпе амăшĕ эрех ĕçсе пĕр-пĕринпе вăрçса пурăнманнине те ăнлантăм. Вĕсем хăйсене тыткалани паян та унăн куçĕ умĕнчех-мĕн. «Хлебороб» колхозăн хастар механизаторĕ пулнă ашшĕне пĕр çулхине ĕçри ÿсĕмсемшĕн районтан телевизор парнелени те пирĕн калаçура çиеле тухрĕ. «Ăна пăхма урамĕпех пуçтарăнатчĕç вара», – мана тинкерсе ăшă йăл кулăпа вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Галина Геннадьевна. Асанне-кукамай куллен ĕçе çÿресе хăйне паян та çамрăк туять, шÿтлеме те маçтăр. Турă пулăштăрччĕ çакăн пек ĕçченсене çамрăксемшĕн малашне те ырă тĕслĕх пулма. Вĕсем – Муркаш çĕрĕн пуянлăхĕ!
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
