Çурхи шыв-шур сассипе тулнă çак уйăха чăваш çынни ака уйăхĕ тесе ахальтен каламан: хĕл ыйхинчен вăраннă тĕнче çур акине хатĕрленет. Чи ответлă тапхăр тесе хаклать те ăна çĕр ĕçченĕ – ирне-каçне пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса ака-сухана хатĕрленет.
Хирте хальлĕхе хулăн выртакан юр куç умĕнчех пусăрăнса пырать. Кун тăршшĕ 13 сехетрен иртнĕ май çĕр ĕçченĕ черетлĕ çур акиччен вăхăт нумай юлманнине те лайăх ăнланать. Вăхăт уттине тата çут çанталăка тăтăш сăнаса тăракан хресчен паян çурхи ака-сухана хатĕрленес ĕçе кÿлĕнчĕ ĕнтĕ. Умра – çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр. Çавăнпа хăйĕн ĕçне пĕлсе паян вăл тăрăшсах çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха паян çак ĕç-хĕл пирĕн муниципалитет округĕнче? Ку ыйту çине тулли хурав шыраса иртнĕ кĕçнерникун, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче, муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче хамăр енри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен, инженерĕсемпе агрономĕсен тата республикăран килнĕ тĕрлĕ отрасльшĕн яваплă специалистсен çур аки умĕнхи йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Тĕл пулăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Мясников уçрĕ тата ертсе пычĕ. «Кун тăршшĕ вăрăмланнă май, кайăксем кăнтăртан таврăнни, çанталăк ăшăтни, çĕр юртан тасални кунсерен çур аки çывхарнине систерет. Уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттересси çĕр ĕçченĕн кун йĕркинче паян тĕп вырăнта тăрать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи халĕ хресченшĕн çук та. Çавăнпа паян пĕрлешÿллĕ кооперативсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çур акине хатĕрленессипе кашни ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмалла», –терĕАндрей Валерьевич. Пирĕн округри ял хуçалăх производствинче пĕтĕмпе 20 ял хуçалăх предприятийĕ тата 73 хресчен-фермер хуçалăхĕпе индивидуаллă предприниматель ĕçлет. Кашниех выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн, тырă-пулăпа выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ туса илессишĕн тăрăшать. Умри уй-хир ĕçĕсен планĕпе пухăннисене малтанах кĕскен Андрей Валерьевич паллаштарчĕ. Каласа хăвармалла, кăçал округри çĕр ĕçченĕ ака технологине пăхăнса 23 пин гектар çинче тырă-пулă туса илес ĕмĕтлĕ. Вăл шутра çуртрисем пĕтĕмпе 12400 гектар йышăнмалла: тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем – 9000 гектар, çĕр улми – 300 гектар, пахча çимĕç – 140 гектар, техника культурисем – 500 гектар, кукуруза – 1380 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем – 500 гектар. Ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕкех мар пулсан та, хуçалăхсем ăна кĕске вăхăтра туса ирттерме хатĕр. Ăна кура уй-хир ĕçченĕ яваплăха та малти вырăнта тытать. Çакă çур акине хатĕрленме пуçланă малтанхи кунсенченех аван курăнать. Çур акине хатĕрленесси кĕске вăхăтра пурнăçламалли ĕç мар. Çакна ăнланакан çĕр ĕçченĕ çурхи ака-сухана хатĕрленессипе кĕркуннех тăрăшма пуçлать. Ку вăхăтра кĕрхи культурăсем ытлă-çитлĕ акса хăварни, çĕртме сухи çителĕклĕ пурнăçлани ыранхи куна пăхса ĕçленипе, пулас тухăç никĕсне хывса хăварнипе танлашать. Малашлăха шанса пăхакан çĕр ĕçченĕ кĕркунне ĕçрен пушаннă ял хуçалăх техникине тирпейлĕ управа лартассине те яланах тĕп вырăнта тытать. Ку ыйтупа муниципалитет округĕнче çулленех смотр-конкурс ирттересси пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ырă йăлара. Иртнĕ кĕркунне те вăл çул айккинче юлмарĕ. Хуçалăхсем хушшинче техникăна управа лартассипе ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетни агрономсемпе инженерсен семинар-канашлăвĕнчи чыслав пайĕ пулчĕ. Кунта çĕнтерÿçĕ дипломне тата хаклă парнене Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ тивĕçрĕ (сăн ÿкерчĕкре – Суворов яч. хис. Хуçалăх ертÿçине Алексей Воробьева Андрей Мясников саламлать). Иккĕмĕш вырăнта Андреев яч. хис. тата Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хкçалăхсем. Виççĕмĕш вырăнта – Игорь Скворцовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ. «Агропромышленность комплексĕ валли кадрсем хатĕрлесси» федераци проектне пурнăçлама хутшăнса Муркашри вăтам шкулта агрокласс уçнăшăн Муркаш муниципалитет округĕн Тав çырăвĕпе Суворов яч. хис. Хуçалăх ертÿçине Алексей Воробьева, Ильич яч. хис. хуçалăх председательне Игорь Николаева, «Оринино» хуçалăх председательне Алексей Прокопьева, «Свобода» хуçалăх ертÿçине Леонид Петрова, «Герой» тата Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсен председателĕсене Ростислав Тимофеевпа Виталий Семенова Тав çырăвĕпе чысларĕç. Пур çĕрте те ĕлкĕрекен хуçалăх ертÿçисене ятран асăннă хыççăн Андрей Мясников пухăннисене кĕр аки лаптăкĕсемпе те паллаштарчĕ. Вĕсене çуркунне вăхăтра апатлантарса хăварни пысăк тухăçпа çыхăннине палăртрĕ. Иртнĕ çул пирĕн округри тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 5127 гектар кĕртри акнă. Ку ĕçе ытларах пурнăçланисем: Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис., «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем. Андрей Валерьевич округри хуçалăхсем çур акире те мĕн пурнăçланине малалла аталантарасса шаннине пĕлтерчĕ. Çĕрпе тухăçлă усă курасси пĕрлехи тĕллев пулни пирки каларĕ. Çак тĕллевпе паянхи кун пур хуçалăх та ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлессипе тăрăшать. «Пурсăмăр та пĕр çыхăра пулсан çеç эпир умра тăракан задачăсене туллин пурнăçлама пултарăпăр. Ăна валли пирĕн майсем пур», – терĕ вăл çур акине хатĕрленнĕ вăхăтра пур ĕç те пĕлтерĕшлине палăртса. Хресчен умĕнче тăракан çурхи ĕç планĕсем вара пысăк. Кун пирки округăн ял хуçалăхпе экологи пайăн ертÿçи Татьяна Павлова ăнлантарса пачĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çурхи кунăн кашни сехечĕ пĕлтерĕшлĕ пулни, унпа туллин усă курма тăрăшмалли, çĕрсене вăхăтра учета илесси тата патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курасси çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин «Россельхозцентр» филиалăн округри пайĕн тĕп агрономĕ Александр Павлов ытларах вăрлăх пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ: паха вăрлăхран çеç пысăк тухăç кĕтме пулать. Ку вăл – хуçалăхсен малашлăх çулĕ. Республикăри Патшалăх техника надзор инспекцийĕн пирĕн округри тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Николаев ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлесси тата ĕç вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх çинчен каласа пачĕ. Муркаш муниципалитет округĕнчи пушар хăрушсăрлăх надзорĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Иван Иванов пушар тухаслăх çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ тата çур акире вут-кăвартан епле асăрханмалли пирки уçăмлă ăнлантарса пачĕ. «Пушар хăрушсăрлăх правилисене пурсăмăр та пĕр турткаланмасăр пурнăçласан çеç инкексем пирĕнтен пăрăнса иртĕç. Ăна валли пурин те тимлĕ пулмалла», – терĕ вăл çур акири пушар хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарнă май. Конференцире патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси, çĕрпе тĕллевлĕ ĕçлесси, мелиораци ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртесси, ÿсен-тăран чирĕсемпе тата сăтăрçисемпе вăхăтра кĕрешесси пирки те анлă калаçу пулчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
