Пуш уйăхĕ яланах çанталăк вылявĕпе палăрса тăрать: анчах çил-тăман вĕçтерет, тепре пăхнă çĕре хĕвел ăшшинче çивиттирен тумла тумлать. Кураксем йывăçсем çинче хуçаланни те, тăван енне таврăннăскерсем юр çийĕн пĕр хăрамасăр утса çÿрени те çуркунне кунсерен вăй илнине систерет. Çанталăк çур еннелле сулăннине пăхмасăрах сивĕ кунсем юнашарри пирки те ял çыннин манмалла мар.
Паян пуриншĕн те – килте-и е производство объектĕнче – çурхи ейÿрен асăрханасси тĕп вырăнта тăмалла. Çак тапхăр уйрăмах тĕрлĕ çурт-йĕршĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе çак тапхăрта вĕсем ишĕлес, шыв сарăлнипе шыва каяс хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та паян пурин те çурт-йĕр çивиттине пусакан юра тасатассипе ĕçлемелле. Нумайăшĕ ку ĕçе маларахах пуçларĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та чылай хуçалăх фермисенче сарай тата ытти хуралтă çивиттийĕсене юртан тасатма та ĕлкĕрнĕ. Хальлĕхе ĕлкĕрейменнисен ку ĕçе ырана хăвармалла мар. Çурхи шыв-шур çырмана ансан, унти пĕвесемпе плотинасемшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсене татса каясран сыхласси территори пайĕсемпе вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен пĕрлехи ĕçĕ пулмалла тесе шутлатăп. Кăçалхи хулăн юр ирĕлнĕ май пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе яваплă специалисчĕсен сĕрмелли-çунтармалли материал тата минераллă удобренипе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех, кунти лару-тăрупа та тăтăшах паллашса тăмалла. Вăхăт çитнине кура пур вырăнта та автоçулсем хĕррине шыв пухăнассинчен асăрханмалла. Çак тĕллевпе шыв юххисене вăхăтра уçассине кун йĕркинчех тытмалла. Асăннă асăрхаттарусене вăхăтра пурнăçласан çеç çурхи шыв-шур инкек кÿмесĕр иртсе каясса шанма пулать. Паян пĕрлешÿллĕ кооперативсен выльăх-чĕрлĕх фермисенче те çурхи шывран асăрханассипе çанă тавăрса ĕçлемелле. Çавăнпа пĕрлех кунта электрохуçалăх юсавлăхĕ çине питĕ тимлĕ пăхмалла. Уйрăм çынсене те кил хуçалăхĕсенчи çивиттисене юртан вăхăтра тасатасси, пÿрт-çурт таврашĕнчи юра уçсах тăрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Инкекрен катара тăрас тесен çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăх правилисене те куллен пăхăнмалла. Тимлĕх пурне те кирлине паян пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çурхи шыв-шурпа кĕрешме хатĕрленнипе пĕрлех ирĕке кайнă вут-çулăмран асăрханасси те пуриншĕн те тĕп вырăнта пулмалла. Кăçал тухнă пушарсен сăлтавĕсене тишкерсен çакна палăртса хăвармалла. Ытларах вут-кăвар мунча кăмакисемпе мăрйисем юсавсăр пулнипе, килти электрохуçалăх «ватăлнипе» çул уçни курăнать. Çавăн пекех кил хуçалăхра ÿсĕрле пирус туртни те чылай чух пушар хуралне чĕннипе вĕçленет. Пурсăмăр та куратпăр, пушар хăрушсăрлăхĕ – хамăр алăра. Апла пулсан лăпкă пурнăçшăн пурин те пĕрле яваплă пулса ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç эпир хамăра шанчăклă лăпкăлăхра туйма пултарăпăр. Чрезвычайлă лару-тăрупа кĕрешмелли вăйсем вара яланах çула тухма хатĕр тăраççĕ.
Анна МИХАЙЛОВА, округ администрацийĕн гражданла оборона ĕçĕсен секторĕн ертÿçи.
Август 2026 |
