Улма-çырла сачĕ тимлĕх ыйтать

Категория: Общество Опубликовано: 23.03.2026, 08:26 Просмотров: 310

Сивĕ хĕлпе сывпуллашса çуркуннене кĕтсе илес вăхăт çитрĕ. Кĕçех çырмана юр шывĕ анĕ, йывăçсем кăчăкă кăларса тавралăх илемне ÿстерĕç. Çак вăхăтчен шутлă кунсем юлчĕç тесен те йăнăш пулмасть. Çанталăк ăшăтнă май килти хушма хуçалăхра сад-пахча тытакансен те унта ĕçсем пуçланаççĕ. Вĕсем ял çыннишĕн малашне кунсерен хушăнса çеç пырĕç.

Халĕ, вăхăта кая хăвармасăр, пахчана тухса улма-çырла тăвакан йывăçсемпе тĕмсем патне пырса пăхар-ха. Уйрăмах çамрăк йывăçсем тимлĕх ытларах ыйтаççĕ. Кăçал çанталăк самаях çил-тăманлă пулчĕ. Сад-пахчари хÿтĕ вырăна та юр палăрмаллах хулăн тултарчĕ. Пулас нÿрĕкшĕн ку аван ĕнтĕ. Анчах та хĕвеллĕ ăшă кунсем пуçланнă май юр куç умĕнчех хăвăрт пусăрăнĕ. Çавна май вăл çимĕç йывăççисен тураттисене те авать. Вăхăтра пăхмасан вĕсем хуçăлаççĕ е чĕрĕлсе анаççĕ. Ку вара йывăçсемпе тĕмсен тухăçлăхне палăрмаллах чакарать. Çавăнпа та юр йĕпенсе пусăрăниччен йывăç тураттисене юр тыткăнĕнчен кăларни вырăнлăрах. Çимĕç йывăççисем хальлĕхе хĕл ыйхинчен вăранман-ха. Апла пулин те вĕсем мĕнле хĕл каçнине, сивĕпе мĕн чухлĕ сиенленнине тĕрĕслеме пулать. Çав тĕллевпе туратсене аялти вулăсем çинчен касса илмелле. Каснă туратăн хуппипе варри çутă симĕс пулсан – йывăç чиперех хĕл каçнă. Сивĕ тивнин вара каснă вырăнĕ пĕтĕмпех хăмăр тĕслĕ пулать. Йывăç турачĕсем сиенленнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри – çуркунне пуçламăшĕнче сывлăш температури хăвăрт улшăнни. Кăнтăрла хĕвел питĕнче йывăç хуппи 5 – 10 градус таран ăшăнать. Çĕрле вара, сывлăш температури самай чакнăран, вăл палăрмаллах сивĕнет. Çавăн пек хăвăрт улшăну йывăçа пысăк сиен кÿрет. Кун пек чухне унăн хупписем пиçсе каяççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен сад-пахчари çимĕç йывăççисен вуллисемпе шултра тураттисене çăра известь ирĕлчĕкĕпе шуратмалла. Чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлеме унта ешĕл сенкер (10 литр шыв пуçне 300 грамм) хушни ытлашши пулмасть. Юр ирĕлнĕ май садри çамрăк улмуççисене те тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Вĕсене шăшисем кăшласа сиенленине тĕрĕслемелле. Енчен те йывăçсене шăшисем кăшланă вырăнсем курăнаççĕ пулсан, ыранхи кунпа пурăнакан пахчаçăн çав вырăна пĕр тăхтаса тăмасăр сад варĕпе сĕрсе лартмалла.

Çуркунне вăй илнĕ май садра кашни кун ĕç калăпăшĕ ÿссе пырать. Хĕл каçнă йывăçсене тĕрĕслесе тухнă май унта хăвăлсем асăрхарăр пулсан, вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Вĕсем – хурт-кăпшанкăпа чир-чĕр вырăнĕ, вĕсен йăви. Сад хуçин вĕсене кая хăвармасăр тасатмалла. Çавна валли хăвăлсене 1-2 процентлă ешĕл сенкерпе е 5 процентлă тимĕр купоросĕн ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхмелле. Хыççăн вĕсене вак чул е хăйăрпа цемент хутăшĕ тултарса çиелтен сад варĕпе сĕрсе лартмалла. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче садри йывăçсен турачĕсене касма пуçăнмалла. Çамрăк улмуççисен турачĕсене сайра, хутлă-хутлă меслетпе касса тирпейлемелле. Вунă е ытларах çул çимĕç тăвакан улмуççи çине хĕвел çути лайăхрах кĕтĕр тесе чи варринчи тата çÿлелле ÿсекен туратсене касмалла, айккинелле ÿсекен тĕп туратсене ирĕклетмелле. Юр пуснипе хуçăлнă е чĕрĕлсе аннă туратсене тÿрех касса пăрахма кирлĕ мар. Вĕсене малтанхи вырăнах вырнаçтармалла та хăма татăкĕсемпе хупласа пăралукпа çыхса çирĕплетмелле. Çакăн пек тусан сĕткен куçма пуçланă вăхăтра вĕсем çирĕп вăй илессе шанма пулать. Сивĕпе шăннă йывăçсем пур чухне те хăрмаççĕ. Çамрăкраххисем майĕпен вăй илсе чĕрĕлеççĕ. Çакна валли вĕсен суранĕсене çуркунне пуçламăшĕнче 3 процентлă тимĕр купоросĕн (10 литр шыв пуçне 300 грамм) шĕвекĕпе имçамламалла.

Пахчари сливăпа чие йывăççисем те паян сад хуçинчен тимлĕх ыйтаççĕ. Вĕсен чăрмантаракан, пĕр-пĕрне сĕртĕнсе шăйрăлакан, шалалла ÿсекен, хуçăлнă тата хăрнă турачĕсене ĕçсем нумайланса кайичченех касса тирпейлемелле. Пахчаçăн пуш уйăхĕнчех юр ирĕлме пуçланă май улмуççисем сыпма сапансем хатĕрлесе хăварассипе ĕçлемелле. Хĕл пуçламăшĕнче стратификацилеме хунă улма-çырла вăррисем епле упраннине те тĕрĕслемелле. Шăтма пуçланă пулсан вĕсене юр айне шăтăк чавса лартмалла. Çанталăк ăшăтнă май юр та ирĕлме пуçлать. Сад-пахчара çурхи шыв ытларах упранса юлтăр тесен йывăçсем таврашĕнчи юра тислĕкĕн çÿхе сийĕпе витсе тухмалла. Кĕлпе хупласан та аван пулать. Кăнтăртан хамăр тăрăха вĕçсе килекен туссене – шăнкăрчсене – кĕтсе илме те пурсăмăр та хатĕр пулар. Вĕсем валли сад-пахчасенче шăнкăрч вĕллисем çакса парар. Пире çакăншăн тав туса вĕсем çу каçа улма-çырла йывăççисене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхласа пысăк пулăшу парĕç. Сад илемлĕ пулĕ, çимĕçпе савăнтарĕ. Çанталăк условийĕсене кура, вулаканăм, хăш-пĕр ĕçе пуш уйăхĕнчех пурнăçлама май килмĕ. Анчах паянхи сĕнÿсемпе эсир çитес уйăхра та усă курма пултаратăр.

Александр ШАРИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6