Çамрăксем ялти пурнăçах суйлаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 23.03.2026, 08:18 Просмотров: 299

Малашлăхпа пурăнакансем çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илсе пыма, хăйсен пĕлĕвне тата ĕç опытне çамрăксене пама, вĕсемпе пĕрле пулса общество аталанăвĕн малашлăх çулĕсене палăртма тăрăшни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кун пек çынсенчен çамрăк ăру та тĕслĕх илме тăрăшнине кулленхи пурнăçра тăтăшах тĕл пулатпăр. Халĕ калани Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ, Раççей Федерацийĕн ашшĕсен пĕрлĕхĕн президиумĕн членĕ Олег ВОЛКОВ профессор пирки те тĕрĕсе килет. Çавăнпа та Олег Гаврилович хăйĕн биографийĕпе те, ĕç опычĕпе те, пурнăç çулĕпе те паян ялта пурăнакансенчен катара тăмасть. Унăн тĕп принципĕ – ял пурăнать пулсан, Раççейăн, тăван республикăн малашлăхĕпе шанчăкĕ те пур. Çак чăнлăха вăл ял çамрăкĕсене шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ăша хывтарассинче, вĕсене аслă ăрăвăн ĕçне малалла тăсма вĕрентнинче курать. Ку ăслăлăх, чăвашсем калашле, ламран лама куçса пымалла. Çавăн чухне çеç унăн иксĕлми вăйĕ çухалмĕ.

– Хамăр çуралса ÿснĕ тăван кĕтесе сÿнме памасан, аттесемпе аннесен тата асатте-асаннесен ĕçне малалла тăссан, эпир малашлăха шанчăклăрах пăхма пултаратпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир хамăр ума «Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă» проекта пурнăçлассине тăратрăмăр. Вăл ялта пурăнакан, пĕчĕк Тăван çĕршыва малалла аталантарма çул шыракан яш-кĕрĕм валлиех тесе шутлатăп. Кашни ăру малашлăх тĕллевпе ашшĕ-амăшне пăхать, ачисене ĕçпе туслă ÿстерет, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентет, – терĕ вăл Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсемпе асăннă проект никĕсĕ çинче йĕркеленĕ калаçăва пуçласа. Чылая тăсăлнă калаçу аслă классенче вĕренекенсене кăсăклантарчĕ. Çакă вĕсем хускатнă ыйтусенчен те курăнчĕ.

– Асăннă проект ячĕшĕн çеç пулмĕ-и? – пулчĕ 10-мĕш класра вĕренекен каччă ыйтăвĕ.

Олег Гаврилович арçын ачана тĕплĕ хурав пачĕ: «Паян хускатнă ыйту вăл –ялти çамрăксемшĕн тĕллевлĕ проект. Вăл пурнăçланасси ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенĕсене ял хуçалăх производствин никĕсĕсене вĕрентнинчен пуçланать. Ялти хĕрсемпе каччăсен бизнес-тĕллевĕсем хулари тантăшĕсенчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен ялта ÿсекен ăру мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕпе, пиччĕшĕ-аппăшĕпе ялти ĕçе, умри тĕллевсене алла илсе пырать. Ялта пурăнаканăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси ытларах чухне йăлтах хăйсем çине тиенет. Кунта ĕç тата производство культури малти вырăна тухать. Пирĕн пурнăç хăвăрт улшăнса пырать, анчах хамăр ĕçлекен çĕр-аннемĕр – пирĕнпе пĕрле ĕмĕрлĕхе, – терĕ профессор ачасене уçă калăçăва хутшăнма чĕнсе. – Паянхи пурнăç условийĕсем ялта пурăнас çула суйласа илнисене хăйĕн çĕрĕ çинче тухăçлă ĕçлеме майсем туса параççĕ. #ркенмелле мар çеç. Тăван кĕтесе хăш-пĕр вăхăтлăх ырлăхшăн пăрахса каймалла мар – куншăн пире çĕр- аннемĕр каçармĕ». Кунта ачасем яла юлсан перспективлă ĕç тупма май пуррипе кăсăкланчĕç. Хуравне вара тĕл пулăва пынă çамрăк фермерсем пачĕç.

– Эпĕ нихăçан та яла юлса фермер пулăп тесе шутламан. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Иртнĕ çулсенче ялти хастар çынсем хăйсене ятăн çĕр илсе сад ĕрчетме, виктори ÿстерме пуçларĕç. Эпĕ пултараймастăп-и терĕм те, харпăрлăха çĕр илсе çĕр çырли ÿстерме пуçларăм. Ĕçленĕ май опыт та пухăнать. Паян асăннă ĕçе 4 гектар çинче пурнăçлатăп. Çак вăхăтра çырла вырнаçтарассине те йĕркелесе ятăм, ялта пурăнакансене те ĕç вырăнĕ туса патăм, – терĕ ачасене хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăхсенчех ĕç тупма ăнăçу сунса Итакачкассинчи Валера Егоров.

– Сад-пахчари пысăк бизнес пĕрремĕш çырла тĕмми лартнинчен тата хăвăн тĕллеве шаннинчен пуçланать. Кунта тăрăшса вĕренни, çанă тавăрса ĕçлени малти вырăнта. Эпĕ вара ялта çуралса ÿснĕ паянхи çамрăксем хăйсем умне тĕллев лартса, ăна пурнăçа кĕртме пĕлÿ илсе яла таврăнасса шанатăп. Ял хуçалăхĕ, тăван çĕр сире кĕтет, – терĕ Шупашкарти бизнес-инкубатор представителĕ Николай Кузьмин. Очăкассинчи чиркÿ настоятелĕ Рустик атте ырă ĕçсем Турă пилленипе пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Ăçта çуралнă çавăнтах кирлĕ пулнă тени хамăр тăван еншĕн ытларах ĕçлемеллине пĕлтереççĕ. «Турăпулăшса пытăр сире хăвăр пуçарнă ĕçĕрсенче», – терĕ вăл çĕр çинче хăйсен ĕçне пуçăнакан çамрăксене ырă малашлăх сунса. Унăн сăмахĕсемпе Катькас тăрăхĕнчи Антон Кондратьев та килĕшрĕ. «Эпир пĕччен мар. Юнашар атте-анне, хамăрăн юлташсем, вĕрентекенсем. Вĕсен шанăçне çилпе вĕçтерес марччĕ тесе тухатăп çырла йăранĕ çине», – терĕ вăл çамрăксене тăван тăрăхран сивĕнмелле маррине палăртса.

– Паян çамрăксем умĕнче аталану çулĕн пур алăкĕ те уçă. Ĕçлес, вĕренес кăмăл çеç кирлĕ. Ку енĕпе Муркаш тăрăхĕ кайрисен ретĕнче мар, – терĕç республикăри çамрăк предпринимательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Дария Егорова тата пултăранпа (борщевик) кĕрешекен ЧР пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Виталий Дружинин. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче çĕре пушă вырттарас çукки çинче чарăнса тăчĕç. Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре маларах асăннă Валерий Егоровпа Антон Кондратьев çамрăк фермерсене (сулахайран сылтăмалла) куратăр. Вĕсем пурнăçри хăйсен вырăнне тăван енре виктори çырли туса илессинче, ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерессинче тупнă. «Асатте-асаннесемпе атте-аннесем çĕр çинче вăй хурса ĕçленине малалла тăсас терĕмĕр. Паян хамăр ĕçпе çамрăксене ялта та тулли пурнăçпа пурăнма май пуррине ĕнентерес тесе тăрăшатпăр», – терĕç пуçаруллă çĕр ĕçченĕсем.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6