Вĕренÿ ĕçне çĕнĕ шая çĕкленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 20.03.2026, 15:12 Просмотров: 408

Москакасси тăрăхĕнчи Станислав Григорьев ятне асăнсан ман куç умне округра вĕренÿ сферин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, республика шайĕнче те хăй ертсе пынă вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçне çÿллĕ шая çĕкленĕ хисеплĕ çыннăн сăнарĕ тухать.

Йĕркелÿçĕ карьери вара Станислав Порфирьевичăн 1987 çулта Атапайĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçланнă. Вăл Москакасси шкулĕнче производство вĕренĕвĕн мастерĕнче, ертÿçĕре ĕçленĕ, районти çамрăк техниксен станцийĕн Москакассинчи уйрăмне ертсе пынă. Ачасене пахалăхлă пĕлÿ парса ĕçе хăнăхтарса, производствăра укçа ĕçлесе илме те вĕрентнĕ. Пултарулăхне кура часах ăна татах та ответлăрах ĕç шаннă, Муркаш лицейне ертсе пыма тытăннă вăл. Палăртса хăвармалла, ку çĕнĕлĕхе район шайĕнче пуçлама çăмăл пулман ăна. Республика ку енĕпе район умне лартнă тĕллеве пурнăçланă, çурт-йĕре реконструкциленĕ, коллектива пуçтарнă, вĕренÿри ÿсĕмсем те курăмлă пулнă. Тăрăшулăхне кура Станислав Григорьева 2001 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Çапла вăл карьера ÿсĕмĕн картлашкипе çÿлелле хăпарса пынă. Йĕркелÿçĕ хастарлăхне кура 2003 çулта ăна Чăвашпа Турккă лицей-интерната ертсе пыма шаннă. Уйрăмах лайăх вĕренекен ачасене аталантарассин проекчĕсене хутшăннă вăл, лицей-интернат ĕçне çÿллĕ шая çĕклессишĕн чылай тăрăшнă. Унта физикăпа хими, социаллă экономика, гуманитари, математика тата музыкăпа эстетика енĕсемпе пуçласа вĕрентме тытăннă. Хастар директор 2008 çулта Кÿкеç поселокĕнчи 27-мĕш номерлĕ професси училищине ертсе пыма пуçланă. Вăл çак тилхепене тытсан вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ палăрмаллах ÿсни вĕсем тĕрлĕ конкурспа олимпиадăра çĕнтернинчен курăнать. 2011 çулта Станислав Григорьев Шупашкарти механикăпа технологи техникумне ертсе пыма тытăннă. Техникум нумай профильлĕ, нумай функциллĕ вĕренÿ заведенийĕ пулса тăнă. Техникумра хушма вĕренÿ программи шайĕнче чылай çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ. Воспитани тата профилактика ĕçĕ çине те кунта яваплăрах пăхма тытăннă. «Одаренные дети» инноваци проекчĕ шайĕнче техникум студенчĕсем пĕтĕм Раççей, Халăхсем хушшинчи, республика шайĕсенчи професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче, олимпиадăпа фестивальсенче малти вырăнсене йышăннă. Тĕслĕхрен, В. Александрова студентка Мускаври халăхсем хушшинчи форум призерĕ пулса тăнă. Станислав Порфирьевич республикăри вăтам вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем хушшинче регион, республика шайĕсенчи наукăпа практика конференцийĕсем, спортăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Çакăн пекĕçсемшĕн ăна пĕрре кăна та мар Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин Тав çырăвĕпе чысланă. Техникум пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашмалли, ĕçлĕ килĕшÿсем йĕркелемелли, тĕрлĕ мероприяти ирттермелли анлă площадка пулса тăнă. Кĕске хушăра вăл вĕренÿ корпусĕсене юсаса çĕнетме май тупнă, аудиторисене çĕнĕ техникăпа пуянлатнă, çĕнĕ лабораторисем уçнă, çĕнĕ специальноçсемпе вĕрентессине йĕркеленĕ. 2011, 2013, 2014 çулсенче вăл ертсе пыракан техникум «Золотая медаль «Европейское качество» конкурсăн «Раççейри чи лайăх 100 ССУЗ» номинаци лауреачĕ пулса тăнă, 2011 çулта – «Раççейри чи лайăх техникумсем» конкурс лауреачĕ. Пысăк ÿсĕмсем тунăшăн техникума дипломсемпе, регион ертÿçин Тав çырăвĕпе чысланă. 2011 çулта Станислав Григорьева «Çулталăкри директор – 2011» хисеплĕ ятпа, «2012 çулта «80 лет Гражданской обороне России» медальпе, çав çулхинех Раççей МЧСĕн хисеп палли» паллăпа чысланă. 2015 çулта «Чăваш Республикин вĕренÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят, «Раççей МЧСĕ 25 çул» медале тивĕçнĕ. Ăна чысланă награда ку кăна та мар. Хастар чĕре вара студент çулĕсенчех çунса тăнă, ыттисене те хĕмлентерсе хăй хыççăн илсе кайма пултарнă, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологи факультетĕнче вĕреннĕ. «Эпир унпа таçта та çитеттĕмĕр, «Мерчен» ансамбльте юрлаттăмăр, «Вутчуль» студтеатрта спектакль лартаттăмăр, «Çилçунат» пĕрлешÿре сăвă калăплаттăмăр. Студент чухнех Станислав Григорьевра çирĕп хуçа, йĕркелÿçĕ чĕри тапатчĕ. Вăл художник чунĕллĕ пулнипе те уйрăлса тăратчĕ. Унăн пултарулăхĕ пирки нумай калама пулать. Эпĕ журналист пулса тăтăм, Станислав Григорьев – педагог», – çапла аса илет Анатолий Абрамов журналист иртнĕ вăхăт пирки. Халĕ вара Станислав Григорьев Муркаш округĕн «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитет бюджет культура учрежденине ертсе пырать. Вăл çĕнĕ ĕç пирки çапла каласа пачĕ:

– Округри клуб системин сфери иртнĕ çула япăх мар кăтартупа вĕçлерĕ, тĕллевсем пирĕн пысăк. Муркаш округĕнче тĕп клуб системин 42 структура подразделенийĕ вăйра тăрать. Культурăпа кану сферинчи тĕллеве пурнăçлама эпир хамăр ума çакăн пек задача лартатпăр: клуб системин сферине тăнăç аталанма ăнăçлă услови тăвасси, граждансене культура пахалăхĕпе усă курма май туса парасси, çынна хăйĕн пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Тĕрлĕ ÿсĕмри çыннăн канăвне йĕркелеме пулăшас тĕлĕшпе округра 378 клуб йĕркелĕвĕ ĕçлет. Çав кружоксен ĕçне иртнĕ çул 5198 çын хутшăннă. Ялсене нумай функциллĕ культура центрĕпе – автоклубпа – тухса çÿрес ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе çитерме пултартăмăр эпир округра. Çулталăк тăршшĕнче 61 яла çитсе килтĕмĕр, 7435 куракана юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Ку ĕç кăтартăвĕ унчченхи çулхинчен 11 хут пысăкрах. Палăртма кăмăллă, автоклуб ĕçне тивĕçлĕ йĕркеленишĕн муркашсем республика шайĕнче активлă ĕçлекенсем пулчĕç, «Чи лайăх автоклуб» ята тивĕçрĕç. Çынсене халăх пултарулăхĕпе çывăхарах паллаштарас тĕллевпе «Творческая пятница» муниципалитет проектне пуçарса ятăмăр. Çавна май художество пултарулăх ушкăнĕсем эрнесерен Муркашри «Сывлăх» ФСК умĕнчи тĕп лаптăкра концерт программипе халăх умне тухрĕç. Халăх йăли-йĕркине упрас тата аталантарас тĕллевпе округра художество ăсталăхĕн 249 коллективĕ ĕçлет. Вĕсенче пултаруллă 3221 çын хăйĕн ăсталăхне аталантарать. Çак шутран 14 коллектив – «халăх» ятне тивĕçни. Çулсерен халăх пултарулăх коллективĕсем хушшинче муниципалитет шайĕнчи 20 яхăн конкурспа фестиваль ирттеретпĕр. Иртнĕ çул тĕрлĕ фестивальпе конкурса 90 çын хутшăнчĕ, 36-шĕ – онлайн мелĕпе, 54-шĕ – куçăн мелĕпе. 52 çын 1, 2, 3 степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ. Палăртма кăмăллă, çак ĕçсене хутшăннисем те, лауреатсем те унчченхи çулхинчен нумайланчĕç. Йÿçкассинчи «Сипет» халăх театрĕ, Çурлатри клубĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ, Кашмашри халăх театрĕ ку енĕпе активлă ĕçлерĕç. Кÿршĕ округсене 7 хут кайса килекенсем пулчĕç. Иртнĕ çул вĕçĕнче гастроль ĕçне Орининти халăх театрĕ, «Орин ен» ветерансен хорĕ «Расна» ансамбль, «Екрем» тата «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕсем активлă йĕркелерĕç. Республика тулашне тухса çÿрекенсем те пур. Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» хореографи ушкăнĕ çармăçсен уявне çитсе килчĕ. Ку енĕпе хастар ушкăнсем Культура çурчĕсемпе ял клубĕсенче татах та пур пирĕн. Тутарстан Республикинче чăваш культурин «Уяв» фестивальне Сыпайĕнчен, Атапайĕнчен, Муркашран, Ярославкăран, Çурлатринчен, Йÿçкассинчен, Мăн Сĕнтĕртен, Катькасран, Москакассинчен тата Рыккакассинчен çитсе килчĕç. Мари Эл Республикинче иртнĕ регионсем хушшинчи «Земля предков» фольклорпа этнографи уявне Рыккакасси ял клубĕ çумĕнчи «Рикка» ансамбль хутшăнчĕ. Сцена çине тухакан вырăнти артистсене вара çĕнĕ тумпа пăхма кăмăллă, тумсене чылай çĕлеттертĕмĕр, туянтăмăр.

Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă текен халăх каларăшĕ питех те вырăнлă кунта. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă, халĕ вĕсене çичĕ мăнук савăнтарать. Мĕнех, Станислав Григорьева çавра çулпа саламласа ăнăçупа çирĕп сывлăх сунмалли кăна юлать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6