Çĕршыв хăйĕн халăхĕнчен пулăшу кĕтет. Салтаксем фронтра тăшманпа çапăçаççĕ, тыл кунта тăрăшать. Пурин те пĕр тĕллев – çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартасси, мирлĕ пурнăçа кĕтсе илесси.
Сăн ÿкерчĕкре эсир куракан Муркашри Эдуард Терентьев ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнăранпа пĕр çул иртрĕ. Халĕ вăл пĕрремĕш отпуска килчĕ. Çавăн чухне унпа тĕл пулса калаçма май килчĕ. Тĕрĕссипе вара повесткăна ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах алла илнĕччĕ вăл, нумай шухăшласа тăмарĕ, çар комиссариатне çул тытрĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула ун чухне тата хыççăнхи çул та кайма май килмерĕ ăна. Çапах та маларах вăрçă харкашăвĕ витĕр тухнă çар ĕçĕн ветеранĕ алла пăшал тытса ытти салтаксемпе, юлташсемпе пĕрле çĕршыва хÿтĕлессине пуçран пачах та кăлармарĕ. Фронта каясси пирки тăтăшах шухăшларĕ вăл. Тылра пулин те, вăл аякри салтаксемшĕн тăрăшрĕ, сĕрмелли-çунтармалли тата ытти материалпа тăтăшах пулăшса тăчĕ. Тĕслĕхрен, тупă тасатмалли çу та унта салтаксене тăтăшах кирлине пĕлсе тăчĕ.
– СВО-на Муркашри çар комиссариатĕнчен Мăн Сĕнтĕр енчи Николай Пихтеровпа иккĕн тухса кайрăмăр. Унăн пиччĕшĕ маларах тухса кайнă пулнă. Халĕ эпир, ентешсем, виççĕн те пĕр взводра тăратпăр, – терĕ вăл. Фронта тухса кайиччен Эдуард уйрăм предприниматель ĕçĕпе ĕçленине пĕлетпĕр. Çирĕм çул çак ĕçе тытса пынăскер, алла пăшал тытиччен ăна пăрахăçласа тухса кайрĕ. Эдуард каланă тăрăх, вĕсен çывăх çыннисем-тăванĕсем хушшинче СВО-на хутшăнса çĕршыва хÿтĕлекен хальхи вăхăтра пĕрре-иккĕ кăна та мар. «Халĕ эпĕ Луганск тăрăхĕнче, водительте ĕçлетĕп. Малтанах Херсонта пулнăччĕ. Икĕ е виçĕ вăрçăра пулнисем унта чылаййăн. Ун пеккисем çĕршыва хÿтĕлеме хăйсем никам хушмасăрах тăраççĕ. Укçашăн та, наградăшăн та кайман. Вăрçă таврашĕ сарăлса ан пытăр, пирĕн халăх мирлĕ пурнăçпа пурăнтăр тетпĕр. Пĕри каймасан, тепри каймасан, çĕршыва кам хÿтĕлет?» – калаçăва тăсрĕ вăл.
Салтакăн ку иккĕмĕш вăрçă. Тивĕш шкулĕнчен вĕренсе тухсан вăл 1991 çулта çар ретне тăнă, чикĕ хуралĕн çарĕнче пулнă. Служба çулĕсем «Монды» КПП-ра Кяхтинск погранотрядра иртнĕ. Ун хыççăн çар тивĕçне вăл Хорогск погранотрядра пурнăçланă. Таджикистан Республикинче 1993 çул уншăн питех те йывăр лару-тăрура иртнĕ. Алла пăшал тытма пĕлнине тата çарти çаврăнăçулăха вăл сăртлă-туллă вырăнта тĕрĕсленĕ. Пирĕн патри çынсемшĕн унти сăртсем хушшинче кушак пек çивĕч те çăмăл пуласси тата тăшманран хăтăлма пултарасси питех те йывăр. Кунта малта та, хыçалта та куç кирлĕ, тетчĕç вĕсем хăйсем хушшинче шÿтлесе. Таджикистанпа Афган чикки чăваш салтакне çамрăклах самай тĕрĕсленĕ. Шкултан тухнă хыççăн çар ретне тăнă каччă çăмăл мар пурнăçа курса чăн-чăн арçын пулса таврăннă. «Кирек ăçта та вăл вăрçă вăрçах. Вăхăтсăр пурнăçран кайнисене курма, юлташсенчен уйрăлма çăмăл мар. Кам ун пеккине курман, ăнланма йывăртарах. Пурне сăмахпа ăнлантарма çук», – пулчĕ малаллахи калаçу. Пограничник 1994 çулта Чăваш çĕрне çар ĕçĕсен ветеранĕ пулса таврăннă. Киле килсен вăл мирлĕ пурнăçа пикеннĕ, çемье çавăрнă. Эдуард Терентьев Муркашра обществăлла ĕçсене хастар хутшăнчĕ, çарпа патриот темипе сахал мар ĕçлерĕ, ыр кăмăллăхра, пуçарулăхра унăн ятне илтме пултартăмăр. Аслă Çĕнтерĕве халалланă авточупусенче те хастар пулчĕ. Çынсене тĕрлĕ услугăпа, вăл шутра автомашина юсассипе, сахал мар пулăшрĕ. Унăн ĕçĕсене татах асăнма пулать. Шăпах та çавăн пек çынсем хăйсен интересĕсене мала хумасăр çĕршывшăн тăраççĕ, ун пеккисем шанчăклă, пулăшма хатĕр. Пур салтака та киле чĕрĕ-сывă тата çĕнтерÿпе килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
