Мал туртăмлисен ĕçĕ – куç умĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 20.03.2026, 14:50 Просмотров: 344

Пирĕн муниципалитет округĕнче çулсеренех уй-хир ĕçченĕсемпе пĕрлех обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем те тăрăшуллă пулни – куç умĕнче. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе вĕсем умри тĕллевсен çĕнĕ чиккисене палăртаççĕ, пус çумне пус хушса ыттисемшĕн аталану тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.

Ферма ĕçченĕ тăрăшуллă вăй хуни ырă тĕслĕх пулса ĕмĕртен умра тăрать. Ĕçлекен тăрăшулăхне тивĕçлипе йышăнакансем мал туртăмлă ĕçĕн тĕслĕхĕпе ыттисене воспитани парассине, хавхалантарассине малти вырăна кăлараççĕ, ĕçшĕн хаклассине кун йĕркине кĕртеççĕ. Халĕ каланине округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ тăтăшах кун йĕркинче тытать. Çапла вара иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансене тивĕçлипе чыслас ырă йăла кăçал та кун йĕркинчен тухмарĕ.

– Çĕннине вĕренсе ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çакна эпир хамăр çинче туятпăр. Муркаш округĕн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн экономикине малалла уттарасси пĕрлехи тивĕç пулнине пурте лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та малта пыракансен ĕçне тивĕçлипе чыслассине эпир кун йĕркинчен кăлармастпăр, – терĕ çулталăк кăтартăвĕсемпе чыслав канашлăвне уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников.

Пурнăç кашнин умнех çĕнĕ тĕллевсем лартать. Çавăнпа ыранхи кунпа пурăнакансем çĕнĕ ĕç мелĕсене алла илсе кĕске хушăрах производствăна çĕнĕ технологисем кĕртсе аталану çулĕ çине тăма тăрăшнине ырламалла кăна. Çакна паян пурсăмăр та курса тăратпăр. Производство тытăмĕнче темĕнле проект-программа пулсан та, конкретлă ĕçлекен тăрăшулăхĕ тĕп вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисем кунсерен продуктивлăха ÿстереççĕ, малашлăха пăхса аталанăвăн çĕнĕ çулĕсене уçаççĕ. Çакна асра тытса тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен мал туртăмлăхне пуç тайса иртрĕ те ĕнтĕ иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетекен семинар-канашлу.

2025 çулта округри пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче продукци туса илесси пурĕ 6,4 млрд тенкĕпе (2024 çулхин 115,6 проценчĕ) танлашнă. Уйрăммăн илсен аш-какай туса илесси унчченхи çулхинчен 11 процент ÿссе 3500 тоннăна çитнĕ. Ку кăтартупа муркашсем республикăра 6-мĕш вырăн йышăнаççĕ. Сĕт сăвасси 43700 тоннăна (ÿсĕм – 5,4 процент) çитнĕ. Республикăра 2-мĕш вырăн. Çăмарта туса илессине пĕлтĕрхинчен 13 процент ÿстерсе (315 миллион штук) пирĕн округ республикăра малти вырăнта тăрать. Муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем иртнĕ çул 1642 тонна аш-какай туса илме пултарнă. Кунта малти вырăнсене «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Бездна» обществăпа «Ударник» кооператив йышăнаççĕ. Мал туртăмлă хуçалăхсем сĕт сăвассине те çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Иртнĕ çул унчченхи кăтартăва 6,7 процент ÿстерсе пĕтĕмĕшле сăвăма 21 пин тоннăна çитернĕ. Кунта малта пыракан хуçалăхсем: «Куснар» агрофирма (7974 тонна), «Ударник» (3919 тонна), Суворов яч хис. кооператив (3315 тонна), «Свобода» хуçалăх (2885 тонна). Чăх çăмарти туса илессин пысăк тÿпи «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики çинче (302 млн. штук е 96 процент). Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çулталăкри кăтартăвĕ 6,1 млн штукпа танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче паянхи куна 6200 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Кунта выльăхсен чи пысăк йышĕ «Бездна» обществăра (1281 пуç), «Ударник» кооперативра (1165 пуç), «Куснар» агрофирмăра (945 пуç). Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче сумалли ĕнесен хисепне 278 пуç ÿстерсе 2721 пуçа çитернĕ. Кунта «Куснар» агрофирма, Суворов яч. хис., «Бездна», «Ударник», «Свобода» хуçалăхсем хастартарах.

– Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – пурнăçланă ĕçсене тишкерсе тивĕçлĕ хак парасси тата çăмăл мар ĕçре малта пыракансене тивĕçлипе чысласси. Пĕрешкел условисенчех вĕсем ÿсĕмĕн çÿлти картлашкисене тивĕçни пирĕн хушăмăрта пысăк ĕç потенциалĕ пуррине çирĕплетет. Пирĕн унпа туллинрех усă курма тăрăшмалла, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Андрей Мясников. Уявра иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене шута илсе малта пыракансене чысларĕç. Çак чыс-хисеп производство калăпăшне чакарман хуçалăхсене тата ĕçри хастарсене лекрĕ. Паллă ĕнтĕ, кулленхи пурнăçра конкретлă ĕçлекенĕн ăсталăхĕ малти вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. «Округра 2025 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем çинчен» хушу – çак отрасльте вăй хуракан кашни çыншăн кĕтнĕ самант. Çак кĕрешÿре кашниех çĕнтерме тăрăшрĕ пулсан та, пысăк чыса чи маттуррисем тивĕçрĕç. Вĕсем вара пирĕн пĕр-икĕ çын çеç мар.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсен экономика ăмăртăвĕн условийĕсемпе тата ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ комисси йышăнăвĕпе 2025 çул кăтартăвĕсемпе экономика ăмăртăвĕнче çаксем çĕнтернĕ тесе шутлас:

1. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, индивидуаллă предпринимательсем хушшинче:

– «2025 çулхи чи лайăх сĕт ферми» номинацире «Куснар» агрофирмăн сĕт ферми. Ĕç коллективĕ çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 4974,4 тонна е сумалли пĕр ĕне пуçне вăтамран 10407 килограмм сĕт сунă. Вĕсене 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас;

«2025 çулхи мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен чи лайăх ферма» номинацире «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн мăйракаллă шултра выльăх ферми. Ĕç коллективĕ çулталăк хушшинче мăйракаллă шултра выльăха талăксерен вăтамран 651 грамм ÿт хуштарса аш-какай тĕлĕшпе 171 тонна ÿсĕм тунă. Вĕсене 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас;

«2025 çулхи чи лайăх чăх-чĕп ферми» номинацире «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики. Кунта çулталăк хушшинче кашни чăхран 330,1 çăмарта илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва 302,3 миллион штука çитернĕ. Вĕсене 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас.

2. «Пĕр ĕне пуçне 6 пинрен пуçласа 7 пин килограмм таран сĕт сунă операторсем» номинацире çак ĕçченсене дипломпа тата хаклă парнепе чыслас:

Суворов яч. хис.

Алексеева Галина Юрьевна 9207 кг

Афанасьева Валентина Ивановна 9207 кг

Михайлова Надежда Валентиновна 9207 кг

Антонова Фаина Юрьевна 9207 кг

Яковлева Галина Геннадьевна 9907 кг

Гордеева Вера Ильинична 9207 кг

«Свобода»

Анисимова Светлана Вячеславовна 11250 кг

Смирнова Альбина Альбертовна 10900 кг

Степанова Любовь Валериановна 10600 кг

Обжелянская Тамара Николаевна 10300 кг

Степанова Марина Всеволодовна 10050 кг

«Ударник»

Федорова Валентина Васильевна 9798 кг

Александрова Валентина Юрьевна 9798 кг

Тихонова Альбина Вениаминовна 9798 кг

Ибрагимова Асадбека Равшанжон угли 9798 кг

Аманбаева Давранбека Халиматовича 9798 кг

«Герой»

Ершова Светлана Геннадьевна 9267 кг

Борисова Надежда Михайловна 9267 кг

Андреева Лариса Алексеевна 9267 кг

Петрова Ольга Витальевна 9267 кг

«Куснар» агрофирма

Кулакова Анжела Анатольевна 10407 кг

Иванова Светлана Александровна 10407 кг

Игнатьев Олег Ильич 10407 кг

3. «Фермăри чи тирпейлĕ территориноминацире çаксем çĕнтернĕ тесе шутлас:

– Е. Скворцован хресчен (фермер) коллективне 1-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас;

– «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативне 2-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас;

– «Герой» ял хуçалăх производство кооперативне 3-мĕш степеньлĕ диплом тата хаклă парне парса чыслас.

4. Ял хуçалăх производствинче пысăк ÿсĕмсем тунă уйрăм ĕçченсене дипломпа тата хаклă парнепе çак номинацисенче наградăлас:

«2025 çулта ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор» – «Свобода» хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Елена Алексеевна КИРИЛЛОВА. Вăл хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен пĕлтĕр 11280 кг сĕт суса пĕтĕмĕшле кăтартăва 587 тоннăна çитернĕ;

«2025 çулхи чи лайăх техник-осеменатор» – пăрусем илессине ÿстернĕшĕн «Куснар» агрофирмăн ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен Антон Константинович ХОМЯКОВ;

«2025 çулхи чи лайăх зоотехник» – выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре малта пыракан технологисемпе анлă усă курнăшăн «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникĕ Эльвира Геннадьевна БОТНИКОВА;

«2025 çулхи чи лайăх ветеринари ĕçченĕ» – ветеринарипе санитари ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса пынăшăн Шурчари ветеринари участокĕн заведующийĕ Татьяна Ильинична ЛЬВОВА;

«2025 çулхи чи лайăх ферма заведующийĕ» – сĕт сăвассине 18,5 процент ÿстернĕшĕн ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Эльвира Фадеевна ЗАМЯТИНА;

«Мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе 2025 çулхи чи лайăх оператор» – «Герой» хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх самăртакан Вера Иосифовна ИВАНОВА. Вăл пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен вăтамран 1117 грамм ÿт хушса хуçалăха19,3 тонна аш-какай туса панă;

«2025 çулхи чи лайăх пăру пăхакан» – Суворов яч. хис. хуçалăхри пăру пăхакан Татьяна Николаевна ФИЛИППОВА. Унăн ушкăнĕнчи пăрусем талăксерен вăтамран 880 грамм ÿт хушнă;

«2025 çулхи чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче чăх-чĕп пăхассипе ĕçлекен Инна Витальевна СЕМЕНОВА. Вăл 19,2 пин чăх-чĕп пăхать. Çулталăкра пĕр чăх пуçне вăтамран 330,1 çăмарта илсе ку кăтартăва пĕтĕмпе 6,3 миллион штука çитернĕ;

«2025 çулхи чи лайăх сурăх пăхакан» – «Ударник» хуçалăхри Юрий Валерьевич МИХАЙЛОВ. Сурăхсене талăкра вăтамран 106 грамм ÿт хуштарса 1,1 тонна аш-какай туса илнĕ.

5. Обществăлла пурнăçри активлăхшăн дипломпа тата хаклă парнепе çак ĕçченсене наградăланă:

– «Куснар» агрофирмăн тĕп агрономне Инна Юрьевна ЕГОРОВĂНА, пĕтĕм Раççейри «Агроном профессийĕпе чи лайăххи» регионти этапĕнче çĕнтернĕшĕн;

– Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп зоотехникне Ирина Анатольевна КАПИТОНОВĂНА, зоотехникселекционерсен республикăри конкурсне хутшăннăшăн;

– Суворов яч. хис. хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторне Наталья Николаевна ЯКОВЛЕВĂНА, ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен республикăри конкурсне хутшăннăшăн;

– Куснар» агрофирмăн тĕп инженерне Александр Петрович ИШАКОВА, пĕтĕм Раççейри «Профессипе чи лайăх механизатор» конкурсăн регион этапне хутшăннăшăн.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6