Интервью ятне кăларнă ваттисен сăмахĕ пуриншĕн те паллă. Кирек кам та хăй çуралса ÿснĕ вырăнта ĕçлесе пурăнса Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине, хамăрăн муниципалитет округне ытларах усă тума тăрăшать. Хамăр çуралса ÿснĕ еншĕн ытларах усăллă ĕç тăвас тесен малтанах мĕн тумалла, ăçта ытларах тимлĕх уйăрмалла? Çакăн пирки паян эпир Раççей Федерацийĕн ашшĕсен пĕрлĕхĕн президиумĕн членĕпе Олег ВОЛКОВ профессорпа тĕплĕ калаçу ирттертĕмĕр.
– Вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче çамрăксен ытларах пайĕ хăйсен пурнăçне, малашлăхне хулапа çыхăнтарма тăрăшать. Эпир çакна пурте хăнăхрăмăр, темелле. Техникăпа технологи хăвăрт аталаннă вăхăтра пурăннăран хăш-пĕр эксперт ялта халăх нумай кирлĕ маррине ăнлантарать. Эсир вара ăна хирĕçлетĕр. Мĕншĕн?
– Пире мĕн ачаранах ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă тесе вĕрентнине пурте астăватăр пулĕ. Ку вăл пире хамăр тăван кĕтесе хисеплеме, унăн илемĕпе хăчĕшĕн тăрăшма ачаран хавхалантарнă. Ку вăл пире хамăр ĕçе те хисеплеме вĕрентнĕ. Çуралса ÿснĕ тăван кĕтесре çын хăйне лайăхрах туять. Кунта вăл хулана каймасăрах хăйĕн пултарулăхне аталантарма, талантне пурнăçа кĕртме пултарать. Тăван кĕтес – традициллĕ культурăна упрама май паракан, йăх-несĕл вăйне аталанма пулăшакан вырăн шутланать. Çулсем иртнĕ май çакă çирĕп çемьесем йĕркелеме пулăшать. Шăпах маларах палăртнă шухăшсене тĕпе хурса эпир республикăра «Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă» пилот проектне пурнăçлас çул çине тăтăмăр. Унăн тĕллевĕ – яллă вырăнсенчи çамрăк предприниматель пуçарулăхне тупса палăртса ăна аталанма тĕкĕ парасси.
– Ырă пуçаруллă çак проект инициаторĕ кам шутланать-ха?
– Паянхи калаçура хускатнă проекта Чăваш Республикин общество палати, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен управленийĕ, регионти Ашшĕсен союзĕ тата Пĕрремĕшсен куçăмĕ, республикăри бизнес-инкубатор тĕкĕ параççĕ. Пирĕн программа хăйĕн тытăмне влаç органĕсен пĕтĕм структурине кĕртессипе ĕçлет. Унăн ăнăçăвĕпе влаçăн регионти тата муниципалитет тытăмĕнчи тухăçлă ĕçĕшĕн педагогикăпа ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕсем тăтăш интересленсе тăнине палăртатăп. Асăннă проекта пурнăçа кĕртни ял çамрăкĕсене хăйсен малашлăхне тăван енпе çыхăнтарма, яллă вырăнсенче предпринимательство субъекчĕсене йышлатма май парĕ. Ман шухăшпа ялти çамрăксем ялсен аталанăвĕн «потенциалĕ» çеç мар – регионăмăр пуласлăхĕ те.
– Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, бизнесăн 90 проценчĕ хуласенче çирĕпленнĕ. Кунашкал лару-тăрура ял çамрăкĕсене вырăнти предпринимательствăпа çыхăнтарма мĕнле çулсем куратăр?
– 90 процент – статистика çеç мар, вăл – туллин усă курман енсем те. Паянхи çамрăксен ытларах пайĕ малашлăха пăхмасть. Ялти çамрăк çемьесем патшалăх пулăшăвне туллин курмаççĕ. Çакна пĕтĕмлетсе пирĕн ачасене шкул сакки çинчех ял çамрăкĕсене патшалăх пулăшнипе усă курма вĕрентмелле. Çавăн чухне кăна эпĕ ялти лару-тăру тĕпрен улшăнасса тата çĕнелессе ĕненетĕп.
– Эсир хăвăрăн умри ĕçĕрсене мĕнле курнине каласа памăр-и?
– Кунта пысăк вăрттăнлăх çук тесе шутлатăп. Ĕç алгоритмĕ питĕ ансат: малтанах аслă классенче вĕренекенсемпе, хыççăн вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе муниципалитет округĕнчи база шкулĕсенче тĕл пулусем ирттеретпĕр. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ паракан тата вăтам професси пĕлĕвĕ илме пулăшакан учрежденисен ертÿçисемпе, вĕрентекенĕсемпе тĕл пулăпăр. Пĕрлехи тĕл пулусенче хăйсен ĕçне пуçлас ĕмĕтлĕ студентсене явăçтарса вĕсемпе «Лоцман-ПРО» тата «Лоцман-ПРО Бизнес» практика семинарĕсем ирттерĕпĕр.
– Асăннă семинарсем пирки тĕплĕнрех каласа пама май çук-ши? Вулавçăсем хушшинче кăсăкланакансем пулаççех тесе шутлатăп.
– Тĕрĕссипе каласан, маларах асăннă тĕл пулусем пирĕн обществăра предприниматель потенциалĕ пур çамрăксене тупса палăртма пулăшĕç. Малтан вĕсем пурте «Лоцман-ПРО» тест витĕр тухаççĕ. Ку процесс участниксен хăй хаклăхне çирĕплетме тата вĕсен пулас профессине суйлассипе пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕн 12 енне тишкерме май парĕ. «Лоцман-ПРО Бизнес» тест çамрăк çыннăн вăйлăрах енĕсене палăртма май парать. Кунпа пĕрлех вăл вĕренÿ валли кирлĕ професси аталанăвĕн ырă сĕнĕвĕсене вăхăтра алла илме пулăшать. Кун хыççăн вĕренекенсем умĕнче округри эффективлă предпринимательсем хăйсен бизнесĕн аталанăвĕпе паллаштарĕç. Çакă итлекенсемшĕн кăмăллăрах та интереслĕрех пултăр тесе вĕрентÿ форматне вырăнти ăнăçлă экспертсем каласа панине кĕртĕпĕр.
– Эсир çакă çамрăк çынсене хăйсен ĕçне ялта пуçăнма пулăшасса çирĕп шанатăр-и?
– Эпĕ каласа пани – çамрăксемшĕн яллă вырăнта хăйсен бизнесне çул памалли пуçламăш утăмсем. Хăйсен пĕчĕк бизнесне хута ярас ĕмĕтлĕ çамрăксем валли вырăнсене тухса «Свое дело» ятарлă курспа кĕске вăхăтлăх вĕрентÿсем ирттерĕпĕр. Ку вăл вырăнсенче хăйсене ĕçпе тивĕçтерекен предпринимательсене çĕнĕ ĕçе кÿлĕнме çул уçĕ. Çĕнĕлĕхе алла илекенсем, паллах, йăнăшма та пултараççĕ. Пирĕн тĕллев – вĕсене рынокри аталану çулĕсене вăхăтра ăнланма пулăшасси.
– Чăваш Республикинче ашшĕсен юхăмне пуçаракансенчен пĕри шутланнăран эсир ялти çирĕп çемье ырă пуçарусен никĕсĕ пулнине палăртатăр. «Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă» проектпа ялти ашшĕсем пĕр-пĕрне мĕнле пулăшса пырайраççĕ тесе шутлатăр?
– Хамăр обществăра, çемьере ашшĕсен вăйне пурте лайăх куратпăр. Шăпах вĕсем пирĕн хушăра çирĕп лару-тăру тытма, ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерме пулăшаççĕ, хăрушсăрлăхпа тивĕçтереççĕ. Ашшĕсем кашни çемьешĕн тĕрек пулса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен ачисен характерĕ çирĕп йĕркеленесси, вĕсем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илесси çине ырă витĕм кÿреççĕ. Ялти бизнес ытларах чухне ашшĕсен хулпуççийĕ çине тиенни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та пирĕн вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшмалла. Ашшĕсем çемье пурнăçĕпе карьерăна çыхăнтарса пыччăр тесе ялсенче бизнес инкубаторсем йĕркелĕпĕр. Ку вăл ялти предпринимательсене пулăшассипе те вăхăтлă тĕкĕ пулĕ. Ашшĕсем хăйсен ачисенче ял экономикин шанчăклă аталанăвне курма пултарни – ял хуçалăх экономикин малашлăх çулĕн çирĕп тĕрекĕ. Мĕншĕн тесен ÿсекен ăрушăн ял малашлăхĕ çине тимлĕх уйăракан ашшĕ-амăшĕ малалла утма пысăк вăй пулса тăрать. Çирĕплетсех калатăп, пирĕн проект республикăри предпринимательсен йышне çулсерен 10-15 процент ÿстерме пулăшĕ. Ку вăл тÿрремĕнех пирĕн общество аталанăвĕпе, унăн малашлăхĕпе çыхăннă.
Николай ГАЛКИН калаçнă.
Август 2026 |
