Çапла пĕтĕмлетрĕ хамăр калаçăва РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ертÿçи Михаил МЯСНИКОВ полици подполковникĕ (сăн ÿкерчĕкре) иртнĕ çулхи ĕçсем пирки сăмах пуçарсан. Михаил Мефодьевич шухăшĕпе йĕрке сыхлавĕнче пурте пĕр тĕллевлĕ вăй хурсан çеç обществăлла йĕркене пăсасси иккĕмĕш вырăна юлĕ. Сăмах май вăл йĕрке хуралĕнче тăнă ветерансене, паян çак ĕçре тăрăшакансене, хăйсене пулăшакансене тата вĕсен çемье членĕсене пурнăçланă ĕçсемшĕн ăшшăн саламларĕ, тав турĕ. Вĕсен пĕрлехи тăрăшуллă ĕçĕ, çĕнĕлĕхсене алла илсе пыни, ĕç коллективĕсемпе тата округра пурăнакансемпе çывăх хутшăнура пулни, вĕсемпе ăнлантару ĕçĕсене вăхăтра ирттерни «Моргаушский» пайăн ылтăн çÿпçи, округри йĕркелĕхĕн çирĕп тытăмĕ пулнине палăртрĕ.
– Михаил Мефодьевич, 2026 çул пуçланнă май хăвăрăн иртнĕ çулхи ĕçе паян эсир мĕнле хаклама пултаратăр? Ума маларах лартнă тĕллевсем пурте пурнăçланчĕç-и?
– Муркаш муниципалитет округĕнче 2025 çулхи службăпа оперативлă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, куç умне пĕтĕмĕшле лару-тăрăва эпир алăра тытса тăма пултарни тухать. Халĕ каланине ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Преступленисене регистрациленине, 2025 çулхи кăтартусемпе тишкерес пулсан, вĕсем унчченхи çулхинчен 21,3 процент чухлĕ сахалланнă: 282 преступленирен 222 юлнă. Тепĕр майлă каласан, 10 пин çын пуçне пĕлтĕр йĕркене пăснă 72,1 тĕслĕх пулнă. Кунта эпир профилактика ĕçне вăйлатни куç умне пулать. Çакна палăртса хăварас килет: тунă преступленисен хисепĕнче тĕп пай (46,4 процент) – ют çын пурлăхне вăрлани, 11,7 процент – йĕркене пăсса çынна хирĕç тăни. Тунă преступленисене уçса парассине тĕрĕс йĕркеленипе, йĕрке пăсакансене çийĕнчех тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕçленĕрен оперативлă шырав ĕçне малалла уттарма май килчĕ. Çулталăк хушшинче регистрациленĕ 222 преступленирен 113-шне çийĕнчех уçса пама пултартăмăр. Кунсăр пуçне çын сывлăхне юриех сиен кÿнĕ, хĕненĕ тĕслĕхсемпе пулнă преступленисене пурне те уçса патăмăр. Иртнĕ çул тунă преступленисене уçса парасси 54,1 процентпа танлашрĕ. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси 45,3 процент чакрĕ (86-ран 47 тĕслĕхе юлчĕ). Пысăках мар йывăрăшлă преступленисем те 28,9 процент сахалланчĕç (149-тан 106 тĕслĕхе юлчĕ). Хăратса тапăнни, хулиганла ĕç туни, улталани, автомототранспорт вăрлани пулман. Ушкăнпа преступлени туни те 20 процент сахалланнă (5-рен 4 юлнă). /сĕрле йĕркене пăснă тĕслĕхсем те çулталăк хушшинче 53,1 процент чакнă (64-ран 30 юлнă). Кунпа пĕрлех унччен преступлени тунисем тепĕр хут йĕрке пăсни те 20,2 процент чакрĕ (94-ран 75 юлчĕ). Çулталăк хушшинче обществăлла вырăнта йĕрке пăсасси те 10 процент сахалланчĕ (20-рен 18 юлчĕ).
– Иртнĕ çул обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе лару-тăру муниципалитет округĕнче мĕнле шайра пулнипе кĕскен паллаштармăр-ши?
– Полицин тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл – обществăлла йĕркене сыхласси. Обществăлла йĕркене сыхлассине эпир Муркаш муниципалитет округĕн «Обществăлла йĕркене сыхласси тата преступноçпа кĕрешесси» программипе пурнăçласа пытăмăр. Асăннă программăпа çулталăк хушшинче 1 миллион та 623 пин тенкĕлĕх ĕç туса ирттерме май килчĕ. Асăннă тапхăрта административлă йĕркене пăснă 4306 çынна (унчченхинчен 7,6 процент сахалрах) саккунпа явап тыттартăмăр. Вăл шутран: 247 тĕслĕхĕ (20,8 процент пĕчĕкрех) – оществăлла йĕркене тата хăрушсăрлăх йĕркине пăсни; 3401 тĕслĕх (0,4 процент нумайрах) – çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни; 186 тĕслĕх (195,2 процент нумайрах) – миграци йĕркине шута хуманни. /сĕрле йĕрке пăсассипе профилактика ĕçĕ самай ирттеретпĕр пулин те, эрех ĕçсе йĕркене пăснă тĕслĕхсем çав-çавах пур-ха. Вĕсен хисепĕ иртнĕ çул унчченхи 64 тĕслĕхрен пĕчĕкленсе 30 тĕслĕхе юлчĕ. Анчах çакă республикăри вăтам кăтартуран (22,6 процент) пысăкрах-ха (26,5 процент). Эрех ĕçнипе кĕрешес тĕллевпе пĕлтĕр 237 административлă протокол çыртăмăр (унчченхи çулхинчен 65 тĕслĕх сахалрах). Анчах çакă пирĕншĕн лăпланмалли сăлтав мар тесе шутлатăп. Кунта пирĕн обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿрекенсемпе, эрех ĕçме юраман вырăнта «симĕс çĕленпе» туслашакансемпе чару ĕçне вăйлатса малалла ĕçлемелли чылай пулни курăнать. Çав вăхăтрах алкоголь продукцийĕн саккунсăр тавар çаврăнăшне пÿлме тăрăшатпăр. Эпир йĕркене пăхăнассине вăйлатнипе пĕрлех саккуна пăсакансем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. Юлашки çулсенче информаципе телекоммуникаци технологийĕпе е компьютер информацийĕн сферипе усă курса преступлени тăвакансен хисепĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Апла пулин те пирĕн округра, 2025 çулпа пăхсан, ку çулпа йĕрке пăсакансен хисепĕ виçĕм çулхинчен 42,7 процент (159 тата 91 тĕслĕх) сахалланчĕ. Апла пулин те ку сферăпа усă курса вăрласси 33,3 процент (51 тĕслĕхрен 68 тĕслĕхе çити) пысăкланчĕ. Çапла вара тăкак сумми унчченхи çул пулнă 7 миллион та 853 пин тенкĕрен 14 миллион та 830 пин тенкĕне çити ÿсрĕ. Инкек тÿсекенсене çак суммăран 630 пин тенкĕ çеç (4,2 процент) саплаштарма май килчĕ. Уйрăм сăмах ултавçăсем пирки. Вĕсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ граждансемпе (çамрăксемпе тата шкул ачисемпе те) анлă ăнлантару ĕçĕ ирттермелли пирки аса илтерсех тăрать. Кунта пурин те тимлĕ пулмалли пирки аса илтеретĕп. Преступленисен асăннă тĕсĕ паян чи актуалли шутланать: мошенниксем граждансене тем тĕрлĕ те улталама тăрăшаççĕ, хăйсен ĕçне аталантарсах пыраççĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕнче 2025 çулхи 12 уйăхра мошенниксем дистанци мелĕпе усă курса саккуна пăснă 68 тĕслĕхе регистрацилерĕмĕр. Кунти тĕп тĕслĕх – «Госуслуги» урлă кĕрсе граждансен çырăвĕсем çине тухса вĕсен аккаунтне çĕмĕрсе вăрттăн кăтартусене вăрласа тата вĕсемпе усă курса микрофинанс компанийĕсенче çынсен ячĕпе микрозаймсем илесси. Мошенниксен ултавне пур ÿсĕмри çын та çакланма пултарать. Ытларах 31 çултан пуçласа 40 çулчченхи ÿсĕмрисем (57 процент). Çак ултав тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем пурнăçласа массăллă информаци хатĕрĕсенче те тухса калаçатпăр, Интернет сечĕпе те усă куратпăр, ĕç коллективĕсене те тухатпăр. Çапла вара иртнĕ çул ăнлантару ĕçне 21300 гражданина явăçтартăмăр, çынсене 8600 памятка валеçсе патăмăр. Ку ыйтупа малашне те ĕçлетпĕр.
– Пирĕн вулакансене çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх та шухăшлаттарать. Ку ыйтупа эсир мĕнле ĕçлесе пыратăр? Республикăри территори пайĕсем хушшинче пит хĕретмелли çук-и?
– Чăнах та, хамăрăн кулленхи ĕçре çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр, тĕллевлĕ ĕçлесе пыратпăр. Пĕрлехи тăрăшулăхпа муниципалитет округĕн территорийĕнчи çулсем çинче хăрушсăрлăх ыйтăвне тĕп вырăнта тытатпăр. Иртнĕ çул округ территорийĕнчи автоçулсем çинче 24 авари регистрацилерĕмĕр. Вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Танлаштарма, виçĕм çул 4 тĕслĕх пулнăччĕ. Çул çинчи инкексенче 2024 çулта 29 çын суранланнăччĕ пулсан, пĕлтĕр кун пек тĕслĕхсем 24 пулчĕç. Малтанхи çул руль умне ÿсĕрле ларнăшăн 7 водителе уголовлă майпа айăпланăччĕ пулсан, пĕлтĕр – 5 водителе. Юлашки çулсенче ку ыйтупа асăрхаттару ĕçне вăйлатсах пыратпăр, кунашкал тĕслĕхе вырăнсенче тĕл пулакансене хамăр патăмăра пĕлтерсех тăма ыйтатпăр. Куратпăр, çакă та çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçлĕ шайра тытма май парать. Иртнĕ çул кунашкал тĕслĕхсем 26 пулчĕç. Кашнинпех вăхăтра вырăна тухса лару-тăрăва тĕрĕс çул çине кăларма тăрăшрăмăр. Ку ĕç малашне те усăллă пуласса шанатпăр. Уйрăм сăмах саккуна пăсса наркотиксемпе усă курни тата çак йĕркесĕрлĕхпе кĕрешесси çинчен. Виçĕм çул кунашкал тĕслĕхсене хамăр округра 10 тупса палăртнăччĕ пулсан, пĕлтĕр – 3 тĕслĕх. Хамăр ĕçре экономика сферинче преступлени тăвассипе кĕрешессине те тĕп вырăнта тытса пыратпăр. Çапла вара ку категорири преступленисене пĕлтĕр 17 тупса палăртрăмăр. Çÿлерех каланисемсĕр пуçне пирĕн сотрудниксем çынсене патшалăх услугисем панă чухне саккуна пăхăнассине те тĕрĕслесех тăраççĕ. Ку ыйтупа миграци пайĕ ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул пĕтĕмпе çынсене патшалăх услугисене 3388 панă пулсан, вĕсенчен 1267-шĕ – электронлă мелпе. Ку ĕç малалла пырать. РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕхăйĕн умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пырать. Çапла вара иртнĕ çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе эпир республикăра 23 территори пайĕ хушшинче 10-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Вăтам хак пире хамăр ума татах та пысăкрах тĕллевсем лартма ыйтать. Ăна пурнăçлама эпир хатĕр.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
