«Эпĕ хама ача-пăчаран пуян туятăп»

Категория: Общество Опубликовано: 20.02.2026, 10:23 Просмотров: 217

Ыранхи кун аталанăвĕ пурнăç хумĕ çинче эпир хамăр туса ирттернине епле пĕтĕмлетнинчен, умри ĕç-хĕл çине мĕнле пăхнинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра тăрăшса вăй хунинчен пуçланать. Çакăн никĕсĕнче ĕç юратăвĕ, çывăх çынсене хисеплени, ыранхи куна шанни тăраççĕ. Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Елена Ирзакова – ĕçрен пăрăнмасăр ĕмĕрленĕ хĕрарăмсенчен пĕри. Иртнĕ кунсенче унпа ăнсăртран тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. 97-мĕш çулпа пыракан асанне, çулĕсем пуррине пăхмасăрах, хыçа юлнă çулсене лайăх астуни тата тăтăшах шÿтлеме тăрăшни пирĕн калаçăва шăкăл-шăкăл çулпа ертсе пычĕ. Пирĕн сăмах вăрăма тăсăлчĕ. Халĕ унпа вулакансене паллаштарас тетĕп.

Умри пурнăçа пуçламан суха анипе танлаштарни – ялта çуралса çĕр ĕçĕпе ÿснĕ çыншăн çывăх танлаштару. Çурхи уй-хирте яра куна трактор кĕрлевĕ тăни, курăк çулнă вăхăтра таврана утă шăрши сарăлни, каçхи сăвăмри тулли сĕт витри, «хир карапĕ» тулă пуссипе ерипен шуса пыни, тырă упрамалли ампар «çĕнĕ çăкăрпа» тулни, уй-хир ĕçченĕ çĕнĕ тыр-пултан пĕрремĕш çăкăр пĕçерни т. ыт. те – хресчен пурнăçĕн уйрăлми ÿкерчĕкĕсем. Вĕсенчен кашниех çĕр ĕçĕпе пурăнакана ыррине шантарса пурнăç инçĕшне чĕнеççĕ. Халĕ калани Елена Мокеевна ĕç ветеранĕшĕн пĕртте те ют мар, нумая тăсăлнă калаçу хыççăн ăна йăлтах хамăр вулакансем валли унăн анлă пурнăç çулĕнчен илтĕм. Елень асанне Москакасси территори пайĕнчи Анаткас Хачăкра 4 ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере кĕçĕнни пулнă май пиччĕшĕпе аппăшĕсенчен юлмасăр ачаллах ĕçпе туслашнă: пахчара ĕçленĕ, çынсенчен юлмасăр выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ытлă-çитлĕ пăхнă. «Аттепе анне, пиччепе аппасем колхозра ĕçленĕренех пулĕ эпĕ те айккалла пăхмарăм. Атте – Мокей Павлович Вершев – ут хатĕрĕсем, çуна-урапа, кĕреплепе çава тата пуртă авăрĕсем, кĕвенте тума ăстаччĕ. Вĕсене хатĕрлесе çитерсен мана тăтăшах Мăн Сĕнтĕр пасарне сутма яратчĕ. Атте ăсталанă пуртă авăрĕсем килти хушма хуçалăхра халĕ те пур-ха. Вĕсемпе кĕрÿсем, мăнуксем паян та усă кураççĕ», – кăмăллăн калаçрĕ кукамай. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 1943 çулта йывăр аманса киле таврăнать. Анчах ĕнерхи фронтовик мирлĕ пурнăçра та алă усса лармасть. Вăрçа кайичченхи ĕçсене вăл малалла тăсать. Çакă çемьене пĕчĕк тĕкĕ пулнине Елень асанне паян та лайăх астăвать. Ашшĕ 1978 çулта пурнăçран уйрăлнă пулсан, вăрçăна хутшăннă пиччĕшĕ – Анатолий – фронта тухса кайсан киле пĕр çыру çеç çырнă. «Паян вăрçăна кĕрсе каятпăр. Унтан таса-сывă тухасси кашнинех иккĕлентерет, анчах тăшмана çĕнтермеллех, ачасемпе мăнуксене мирлĕ пурнăç туса памаллах. Çавăнпа та тăшманран хăрас шухăш никамăн та çук. Çак çырăва илсе вулатăр пулсан, килте те, колхозра та тăрăшса ĕçлĕр, пĕр-пĕрне ан пăрахăр. Эпир фронтра юн юхтарнин усси пултăр», – тесе пиччĕшĕ пĕрремĕш тата юлашки çыру çырнă. Фронтран таврăннă ашшĕ ĕçе кÿлĕннине кура хĕрĕсем те алă усса ларман. Кĕçĕн хĕрĕ – Елень – тĕслĕхрен, 14 çултах хăйсемпе кÿршĕллĕ Уйкас Хачăкри Алексей Пушкинпа Шупашкара 320-мĕш завода ĕçе вырнаçать. Тантăшсем вăрçă чарăничченех унта вăй хураççĕ. Мирлĕ пурнăç пуçлансан пирĕн ентешсем савăнăçлăн киле таврăнаççĕ. Анчах вăрçăра юхăннă ял-хулана ура çине тăратасси çамрăксене килте нумай тытмасть. Вĕсем ятарлă нарядпа Йăлăма вăрман касма тухса каяççĕ. Пĕррехинче унтан киле таврăннă чухне Елене автомашина кутамккаран çаклатса сĕтĕрсе каять. Суранланнă хĕр больницăна лекет, унтан 3 уйăх иртсен çеç сывалса киле таврăнать. Анчах кунта та нумай хушă канлĕхре пурăнма май килмест. Çĕршывра пурăнакансем пĕр çын пек халăх хуçалăхне ура çине тăратассипе вăй хунă май Елене те Ильинка вăрман хуçалăхĕн питомникне йĕкел лартса калча ÿстерме илсе каяççĕ. Пурнăç кунсерен ырă еннелле улшăнса пынă май тата çак улшăнăва хăвăртлатма çамрăк вăй кирлине шута илсе пирĕн ентеш юлташ хĕрĕпе Мускава штукатура вĕренме тухса каять. Икĕ çул ĕçлесе вĕренсе вăл штукатур ăсталăхне алла илсе тăван ене таврăнать, почтальонкăра ĕçлеме пуçлать, çемье çавăрать, мăшăрĕпе Розăпа Гальăна пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Халĕ аслă кукамай ачисемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать, хăйĕн пурнăçĕпе çамрăксене паллаштарать, мирлĕ пурнăçа упрассишĕн тăрăшма ыйтать. Ĕмĕрĕн юлашки çулĕсене канлĕхре ирттерме кукамай тăван киле таврăнать. Савăк кăмăлпах ачисене, мăнукĕсене пулăшать, ялта пурăнакансемпе калаçусем ирттерет. Пушă вăхăтра ĕç ветеранĕ вăлтапа пулă тытма çÿренине те асăнса хăварчĕ. «Кÿлĕ хĕрне каятăп та вăлтана шыва пăрахсан чылайччен иртнине аса илсе, хĕрсем качча кайнишĕн, мăнуксем пурнăç çулĕ çине тухса пынишĕн савăнса ларатăп», – терĕ ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канăва тухичченхи çулсене стройкăра ирттернине палăртса. Елена Мокеевна хăйĕн пуян ĕмĕрĕнче строительство организацийĕсенче кирпĕч те хунă, чунне парса штукатурпа маляр ĕçне пурнăçланă, плитасем çыпăçтарнă.

– Эпĕ стройкăна хутшăнман объектсем пирĕн округра сахал тесен те пысăк йăнăш пулмасть. Ытларахăшĕ Мăн Сĕнтĕрпе Москакасси тăрăхĕсенче, «Сундырский», «Передовик» хуçалăхсенче шутланать. Ял çыннисене мĕн чухлĕ пулăшман пулĕ тата? Пулăшу ыйтакана никама та хамран пăрăнтарса уттарман. Хам ĕçленине кура ачамсене те алă устарса лартман: вĕсене стройкăра та ĕçлеттернĕ, тырă-улăм çине те илсе çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пĕрле пăхнă, – хăйĕн калаçăвĕнче ачисемпе мăнукĕсем, вĕсен тăрăшулăхĕ пирки те манмарĕ çĕршывăн 11 медальне тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ. Ĕçлемесĕр пурăнман, ача-пăчана намăс кăтартман. Вĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслаштарса ÿстернĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ аталану тапхăрĕнче пурăнса курнă вăл, анчах кахалланса çынран юлни пулман. Çавăнпа ашшĕ-амăшне те, ачисене те ĕçпе туслă пулнишĕн 100 çула хăвалакан асанне тата кукамай паян чĕререн тав сăмахĕ калать. Ял хуçалăхĕнче, стройкăра нумай ĕçленĕ Елена Мокеевнăна çирĕп сывлăхпа тулли ĕмĕр пурăнма ырлăх сунса уйрăлтăм эпĕ вĕсенчен пÿртре талккишĕпех илемлĕ тĕрĕ пулнипе савăнса. Кукамай пурнăçĕн кашни утăмĕ паянчченех çамрăк ăрăвăн куçĕ умĕнче. Çемьен çак телейĕпе киленсе, вăл татах нумай тăсăласса, ăруран ăрăва куçасса шанса тухрăм эпĕ хăнаран. Çĕнелсе пыракан ял сăн-сăпачĕпе пурнăçа çамрăк ăрушăн илемлетме ял ĕçĕнче тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр кун юлмасăр ĕçлесе ирттернĕ ветеран епле пурăннипе паллашасси пулчĕ ку çулçÿрев. Вăл ăннишĕн, чăн калатăп, чун савăнчĕ.

Анатолий БЕЛОВ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6