Халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси тата вăхăтра профилактика ĕçĕсем ирттересси – «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тата «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» регион проекчĕн профилактика ĕçĕсем. Вĕсен тĕллевĕ – юн çаврăнаслăхĕн чирĕпе вилессине чакарасси тата çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерсе тулли пурнăçпа пурăнассине лайăхлатасси.
Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем юлашки вăхăтра çынсем вăхăтсăр ĕçлеслĕхе çухатнин, инвалидноçа тухнин тата пурнăçран час уйрăлнин тĕп сăлтавĕсем пулса тăчĕç. Çак ен тĕнчипех палăрнă вăхăтра Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн те айккинче тăмасть. Ăна лайăх пĕлни пире хамăр граждансене ку çивĕч лару-тăру пирки вăхăтра пĕлтерсе-ăнлантарса тăма, хăрушлăх факторĕпе тата профилактикăн усăллă енĕсемпе паллаштарма ыйтать. Çынсем чир хăрушлăхĕ пирки лайăх пĕлни чĕрепе сосуд чирĕ аталанассинетчакарма, халăх сывлăхĕн кăтартăвĕсене лайăхлатма май парать. Çын хăйне епле туйни, унăн ĕçлеслĕхĕ тата пурнăç тăршшĕ чĕре епле ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать. Çавăнпа та чĕрепе юн тымарĕсен системин юсавлăхĕ çын кĕлеткин пĕтĕмĕшле тытăмĕн, аталанăвĕн, психологи тăнăçлăхĕн тата активлă пурнăç никĕсĕн, умри тĕллевсене пурнăçлассин пуçламăш утăмĕ пулса тăрать. Чĕрепе сосуд чирĕсен профилактикине пăхăнса пыни инфарктпа инсультран вăхăтра пăрăнса иртмелли çул шутланать. Кунпа пĕрлех çак йĕркене пăхăнни çулсем иртнĕ май та ĕçлеслĕхе çÿллĕ шайра упраса хăварма, тулли пурнăçпа пурăнма май парать. Кулленхи пурнăçра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен профилактики малти вырăна тухрĕ. Ăна пăхăнасси пирки хаçат вулакансене паян Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп кардиологĕ, республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп врачĕн заместителĕ Наталья Алексеевна СВЕТЛОВА каласа парать:
– Сывă чĕре – кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăни вăрттăнлăх мар. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассишĕн тăтăш ĕçлени сывлăхăн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвĕшĕн те, пурнăç гармонийĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çынсен сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе тăтăш ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç харпăр хăй организмĕнчи улшăнусем тĕлĕшпе тимлĕх çухалмасть. Харпăр хăй организмĕн ĕçне тăтăшах сăнаса тăни пурнăçăн пĕтĕмĕшле пахалăхне ÿстерме тата ăна тăсма май пани те вăрттăнлăх мар. Чĕре сывлăхне упрама тата чĕрепе юн тымарĕсен патологийĕн хăрушлăх аталанăвне чакарма кулленхи пурнăçра экспертсем ансат та эффективлă правилăсене пăхăнма сĕнеççĕ. Кунта малти вырăнта сывă апатлану йĕрки тăрать. Ăна пăхăнма кулленхи апат-çимĕç рационне ытлă-çитлĕ улма-çырла, пахча çимĕç, тырăран хатĕрленĕ продуктсем кĕртмелле. Çав вăхăтрах тăвар çиессине, сахăр хушнă продуктсемпе тата çуллă апат-çимĕçпе усă курассине чакармалла. Тăтăш физкультура е зарядка туни те çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта эрнере 150 минутран кая мар çуран утни те, шывра ишни те, тăтăш физкультура туни те аван шутланать. Кĕлеткене сывă та çирĕп шайра тытни чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен асăрханмалли курăмлă фактор шутланать. Мĕншĕн тесен кĕлеткен ытлашши йывăрăшĕнчен асăрханни чĕре мышципе юн тымарĕсен системин профилактикишĕн пĕтĕмĕшле хушма пулăшу пулса тăрать. Пирус туртассинчен пăрăнни, эрех-сăра ĕçменни чĕрепе юн тымарĕсен системине хушма йывăрлăхран сирнине те кая юлмасăр кашнин ăнланмалла. Кусемсĕр пуçне тăтăш медицина тĕрĕслевне тăни, диспансеризаци тухни кашни çын сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те асрах тытмалла. Планлă тĕрĕслевсем аталанакан чирсене вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех сывату ĕçĕсем йĕркелеме май панине ан манăр. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçлани тата «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» регион проектне аталантарни çынсене медицина пулăшăвĕн анлă енĕсемпе вăхăтра тата вырăнлă усă курма пулăшать. Кун пек чухне хальхи вăхăтри диагностика тата сывату методикисемпе те анлă усă курма пулать. Сывă чĕре пирки тăрăшасси тăтăш тăвакан пĕчĕк утăмсенчен пуçланнине ан манăр. Кун йĕркинчи баланслă апатлану, физкультура активлăхĕ, хăвăр йывăрăша тĕрĕслесе тăни, усал та сиенлĕ йăла-йĕркерен вăхăтра пăрăнни, пурнăçра медицина тĕрĕслевĕсене системăллă йĕркене кĕртни – пурсăмăр та пурнăçлама пултаракан ĕçсем. Манса ан кайăр: сирĕн сывлăх – хăвăр алăра. Тулли те активлă пурнăçпа пурăнассине эсир паянах пурнăçра тĕп вырăна кăларма пултаратăр. Ăна пурнăçлама сире никам та чармасть, хăвăр тимлени çеç кирлĕ.
Август 2026 |
