Иртнĕ юнкун, нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова ертсе пынипе Муркаш муниципалитет округĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Малтанах вĕсем, муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа, администрацин специалисчĕсемпе тĕл пулса граждансене йышăнчĕç. Тĕл пулăва ку хутĕнче округри тĕрлĕ ялтан 6 çын пычĕ. Вĕсем хушшинче ятарлă çар операцине хутшăнакансем те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕçлекенсем те, спорт ыйтăвĕсене хускатакансем те пулчĕç.
Граждансене йышăннă хыççăн информаци ушкăнĕ Анаткассинчи Культура çуртĕнче Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Кунта пурăнакансем çывхаракан çур аки пирки калаçнă хушăрах килти хушма хуçалăхри сĕт хакĕ пирки те çивĕч калаçу пуçарчĕç. Калаçăва хутшăннисен ыйтăвĕсене Инна Волкова ăнланмалла хуравсем пачĕ. Нарăс уйăхĕнче халăхран пуçтаракан пĕр литр сĕт хакĕ 22,9 тенкĕпе танлашать. Çакă çителĕксĕррине курса килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене патшалăх енчен хăй тĕллĕнлĕх институтне аталантарса ĕçлеме сĕнеççĕ, субсиди уйăрса параççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекене çулталăкра паракан пулăшу 700 пин тенкĕне çитме пултарать. Патшалăхăн кунашкал пулăшăвĕ пур регионта та çук. Çапла вара иртнĕ çул пирĕн республикăри хăй тĕллĕн ĕçлекен 1514 çын патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе 147,2 миллион тенкĕ илме пултарнă. Кун вăрăмланнă май черетлĕ çур акине хатĕрленесси тĕп вырăна тухать. Муниципалитет округĕнче ку ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Хуçалăхсем çур аки планне тăваççĕ, вăрлăх янтăлаççĕ, минераллă удобрени туянаççĕ. Умри ĕçсем пирки пухăннисене ял хуçалăхпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Павлова ăнлантарса пачĕ. Муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çывхаракан çур акире 9 пин гектар тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акмалла, 300 гектар çĕр улми тата 140 гектар пахча çимĕç лартмалла, техника культурисене 500 гектар çĕр уйăрса памалла. Иртнĕ çул округри хуçалăхсем 5127 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Кăçал вĕсене вăхăтра апатлантарса хăварасси – хресчен умĕнчи тĕллев. Ăна валли хуçалăхсем минераллă удобрени хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Вырăнсенче паян çурхи ейÿ ыйтăвне те кун йĕркинчен кăлармалла мар. Кун пирки гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн ертÿçи Анна Михайлова каласа пачĕ. «Çурхи йĕпе-сапара гидротехника сооруженийĕсене, шыв кăларса ямалли вырăнсене, шыв юххине пăр капланса чарасран асăрханасси тĕп ĕç пулмалла. Ахальлĕн çурхи шыв-шур пысăк инкек кÿме пултарать», – терĕ вăл. Ытти çĕрти пекех, ял хуçалăх валли специалистсем хатĕрлесси те – пĕрлехи ĕç. Кун пирки округ пуçлăхĕн заместителĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Хамăр округри тата кÿршĕ регионсенчи эпизооти лару-тăрăвĕ пирки «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри станци» пуçлăхĕ Сергей Ильин каласа ăнлантарчĕ. Суворов яч. хис. хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев хăйсем çур акине епле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Тĕл пулăва çынсем йышлă пуçтарăнни калаçава тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме май панине палăртрĕ. Аталану çулĕнче малашлăха шанчăклă пăхакан пĕр вырăнта тăмасть. Пурнăçра ĕлкĕрсе пыма вырăнти влаçпа халăх тачă хутшăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ял çынни паян ыранхи кунпа пурăнать.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
