Халăх медицининче бронхитпа кĕрешме пулăшакан ансат мел чылай. Халăх ăстаçисем çак рецептсемпе çивĕч бронхит чухне сипленеççĕ. Тухтăрпа канашласа пăхăр та усă курăр.
Бронхит вăл – сывлăш çулĕ шыçни. Унăн икĕ тĕсне палăртаççĕ: çирĕп тата хроникăлла. Çирĕп чир чухне температура ÿсет, ÿслĕк аптăратать. Вăл 3 эрнене яхăн пыма пултарать. Хроникăлла бронхитпа вара ыйту йывăртарах. Унăн никĕсĕнче пирус туртни, япăх экологи, нумай вăхăт вĕри тата сивĕ сывлăшра пулни, промышленность производствин вараланчăкĕпе çыхăнăва кĕни, нумай вăхăт сивĕ сывлăшра пулни тата çыннăн начар иммунитечĕ. Çаксене шута илсе чир сарăлнă вăхăтра çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене тухса çÿрессинчен асăрханмалла. Асăннă чирпе сывлăх хуралçисем ăста кĕрешеççĕ. Çавăн пекех çынсем халăх медицинин мелĕсемпе анлă усă курнине те палăртса хăвармалла. Вĕсемпе сывлăх тухтăрĕпе канашланă хыççăн çеç усă курма юранине ан манăр. Сĕнÿсем ансат:
1. 500 грамм пуçлă сухана вĕтĕ турамалла та 50 грамм пыл е 300 грамм сахăр хушмалла. Çак хутăша тин кăна вĕренĕ пĕр литр шыва ярса шыв мунчинче 3 сехет пиçĕхтермелле. Кунне 3 хут апатланиччен çур сехет маларах пĕршер апат кашăкĕ ĕçмелле. Ытлашшине тĕксĕм тĕслĕ кĕленчепе сивĕтмĕшре упрамалла.
2. Теркăланă пĕр пай сухана, теркăланă икĕ пай пан улмине икĕ апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Кашни кун ăшăлла 3 – 4 хут пĕршер апат кашăкĕ çимелле. Вăрах бронхит е бронх астми аптăратнă самантсенче асăннă мел уйрăмах витĕмлĕ пулни палăрать.
3. Шултра 2 сухана тасатмалла та аш арманĕпе авăртмалла. Унта çуршар стакан алоэ сĕткенĕпе пыл, 350 грамм услам çу, 300 грамм сахăр хушмалла. Лайăх пăтратмалла та эмальлĕ савăтпа вĕрилентернĕ духовкăна 3 сехетлĕхе лартмалла. Сивĕннĕ хутăша апатланиччен çур сехет маларах пĕрер апат кашăкĕ çимелле.
4. Сухана тасатмалла та варрине чакаласа путăк тумалла. Унта пĕр апат кашăкĕ йĕтĕн çăвĕ ямалла. Вĕрилентернĕ духовкăна 20 минутлăха лартмалла. Пиçнĕ сухана вилкăпа нимĕрлемелле те çуллă шĕвекне марля витĕр юхтармалла, тÿрех ĕçсе ямалла.
5. Суханпа хĕрен тымарне хуппинчен тасатмалла та çийĕнчех теркăпа хырмалла. Çак пăтта 2 стакан пылпа 4 апат кашăкĕ услам çу хушмалла. Икĕ уйăх хушши ирхи тата каçхи апатчен пĕр сехет маларах пĕрер апат кашăкĕ çимелле. Ку сиплев ытларах профилактика пĕлтерĕшлĕ пулни палăрать.
6. Пирус туртассинчен хăтăлмалла е ăна пачах пăрахмалла.
М. ДУБОВИНА, терапевт.
Август 2026 |
