Хĕл сиввипе кашни çын хăйне майлă кĕрешет: пĕрисем кăмака çывăхнерех вырнаçаççĕ, теприсем хĕл сиввине вĕри апатпа е чейпе кĕрешсе ирттереççĕ, виççĕмĕшсем урама тухнă чухне хулăнрах тумланма тăрăшаççĕ. Çаксене пăхмасăрах хĕл сиввинче чирлекенсен йышĕ те пысăк. Унран сыхланас, асăрханас тĕллевлисене паян Елена СОЛОМАТИНА врач-диетолог сĕнĕвĕсемпе паллашма сĕнетпĕр. Унта тен эсир хăвăра килĕшÿллĕ мелпе паллашма пултаратăр. Сăмах кунта сысна салли пирки пырать. Хĕл кунĕсенче ку çимĕç кашни хушма хуçалăхрах пур. Çитменнине паян вăл суту-илÿре те çителĕклех. #ркенместĕр пулсан, кулленхи пурнăçра эксперт сĕнĕвĕсемпе усă курса пăхăр.
Хĕлле салă çийĕр Эксперт çирĕплетнĕ тăрăх, халăх юратса çиекен салăра селен тата Д витамин пур. Вĕсем çыннăн нерв, иммунна, чĕрепе сосуд системине лайăхрах ĕçлеттерме пулăшаççĕ.
– Усăллă çимĕç пулнине пăхмасăрах пирĕн çĕршывра салă пирки час-часах тивĕçсĕр маннине те палăртса хăварас килет. Кăна уйрăмах сывă пурнăç йĕркине суйласа илнисем хушшинче тĕл пулма пулать. Салăра пирĕн организмшăн пĕлтерĕшлĕ селен çителĕклĕ пулнине палăртса хăвармалла. Вăл чĕрепе сосуд системине тата пĕсехе парне ăнăçлă ĕçлеттерме кирлĕ. Кунсăр пуçне салă Д витамин çăл куçĕ те шутланать. Раççейре пурăнакансенчен ытларахăшĕ вăл çителĕксĕррине хăйсем çинче хĕвел сахал пăхнă вăхăтра туяççĕ. Д витамин уйрăмах çыннăн иммунна тата нерв системи йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ, – каласа парать врач-диетолог. Маларах каланисĕр пуçне тухтăр салăра арахидон кислоти пуррине палăртать. Вăл çынсене шăнса пăсăласран, чĕрепе сосуд чирĕсем аталанасран сыхă пулма пулăшать.
Асăрханăр
Ытти хăш-пĕр çимĕç пекех, салă та пур çыншăн та юрăхлă мар. Диетолог каланă тăрăх салăпа апатланура ытлашши усă курасран та асăрханмалла. Хăш-пĕр çыннăн ăна апатлануран пачах кăларма тивет. Тухтăр сĕнĕвĕпе апатланура талăксерен 30 грамран ытла салăпа усă курмалла мар. Ахальлĕн организма çу хисепĕ ытлашши пырса кĕрет те хăш-пĕр орган ĕçлесси çине вăл сиенлĕ витĕм кÿме пулăшать. Вар-хырăм чирĕпе аптăракансен те чир вăйланнă вăхăтра салăран пăрăнсан аванрах пулмалла. Кĕлетке йывăрăшĕ пысăк тата холестерин шайĕ нумай вăхăтра та специалистсем асăннă апат-çимĕç продукчĕпе апатланура усă курма сĕнÿ çуккине палăртаççĕ.
Салăна тĕрĕс çиесси
Пирĕн хăнари тухтăр хаçат вулавçисене сĕннĕ тăрăх çынсен салăпа хăйсен организмĕшĕн меллĕрех те вырăнлăрах пултăр тесе усă курма тăрăшмалла. Çакна валли вара майĕсем пур.
– Çынсене эпĕ салăна пĕчĕк пайсемпе хура çăкăр çине хурса çиме сĕнетĕп. Çинĕ чухне специсемпе, крахмаллă мар пахча çимĕçпе усă курни аван шутланать. Тĕслĕхрен, салатпа, пăрăçпа тата хăярпа. Ку вăл кирек камшăн та тулли çимĕçлĕ апат пулма пултарать. Кунпа пĕрлех салăна çăкăр çине хурса çини кăлпассипе е сосискăпа бутерброд туса апатланнинчен палăрмаллах усăллă шутланать. Вăхăтран вăхăта салă çини апатланмалли тĕп вăхăтчен организма тутă тытма пулăшни те вăрттăнлăх мар. Хĕллехи сивĕре вара салăран тунă бутерброд организма выçлăхран сыхлать, ăна ăшăпа энерги ытларах упрама май парать, – палăртать врач-диетолог.
Салăна епле суйламалла?
Тухтăр сĕннĕ тăрăх хăвăра валли салă туяннă чухне вăл шурă тĕслĕ, аш-какай сийĕсĕр пулнине пăхмалла.
– Паха салă шурă тĕслĕ тата лайăх шăршăллă пулмалла. Енчен те эсир туянма пăхнă салă сарăрах тĕслĕ пулсан, унта канцерогенсем пур. Салăна çутăра тата ăшăра нумай вăхăт тытассинчен асăрханăр.
Ахальлĕн вăл хăвăрт пăсăлма пултарать. Туянма тăнă салă çинче аш-какай сийĕ пулмалла мар. Кунашкал продукт час пăсăлма пултарать, мĕншĕн тесен ашра гельминтсем пулма пултараççĕ, салăра – çук. Иккĕмĕш блюда хатĕрленĕ чухне алă айĕнче оливка е кокос çăвĕ пулмасан, салăпа вырăнлă усă курма пулать. Кун пек чухне сирĕн организм ăна питĕ лайăх йышăнĕ, – ăнлантарать специалист.
Август 2026 |
