«Сăртлă-туллă çĕршыв паян та асрах»

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 10:41 Просмотров: 50

Пирĕн аттесемпе асаттесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хурса та юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр вăхăтсем историе тарăнрах юлса пыраççĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», – тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран таса-сывă таврăннисем çамрăксене патриот воспитанийĕ пама хутшăнса. Çак сăмахсем таврах ирттереççĕ хăйсен калаçăвĕсене ĕнер-паян ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă салтаксем те. Ан пултăрччĕ вăрçă... Анчах çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух вăрçă вут çулăмĕ час-часах арçынсем тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене хуçать.

Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Хорнуй территори пайĕнчи Шаптакра нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Александр Касьянова куратăр. Каччă вăрçă тата ĕç ветеранĕсен 5 ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ, икĕ пиччĕшĕпе икĕ аппăшĕ хыççăнхи пулнă. Ашшĕ-амăшĕ унра кил-çурт тĕккине курнă. Саша та аслисен шанчăкне тÿрре кăларассишĕн ачаран тăрăшнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕмĕрĕпех ялти магазинта сутуçăра ĕçленĕрен пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем килтен тухса кайсан кĕçĕннин ачаллах килти хушма хуçалăх ĕçĕсене хăйĕн çине илме тивнĕ. Анчах çакă каччăна хăратман. Вăл пĕлÿ илессине те хăй еккипе яман, килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлассипе те ашшĕ-амăшĕ умĕнче пит хĕретмен.

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă атте уринче мина ванчăкĕ пуррипе аптăратчĕ. Ăна вăхăтра пулăшассишĕн анне те тăрăшатчĕ, эпир те, ачисем, çак пулăшăва нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварман. Аттене йывăррине сиссе ăна яланах вăхăтра пулăшма тăрăшаттăмăр. Кунпа пĕрлех шкулта вĕренессипе те кайрисен ретĕнче пулман. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче пирĕн мирлĕ пурнăçшăн фронтра юн юхтарнă аттене пиччесемпе аппасемпе пĕрле эпĕ те хамран япăх ят илттерес темен. Атте пухуран таврăнсан шкулта хамăр пирки япăх каламаннине илтсен савăнаттăмăр. Пысăк награда пекчĕ пирĕншĕн вăл хыпар, – каласа парать çар ветеранĕ. Тойкилтĕри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн ĕçрен те, вĕренÿрен те пăрăнса тăман каччă Турай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илет. Ачаран Тăван çĕршыва юратма воспитани илсе ÿснĕскер, салтак кайма ят тухсан та 18 çулхи каччă çиччĕ виçсе тăмасть. Анчах пĕлнĕ-и-ха вăл ун чухне хăйĕн те ашшĕн çулĕпе вăрçă витĕр тухма тивессе? Çук пулĕ, анчах...

1978 çулхи кĕркунне шинель тăхăннă каччă Чулхула облаçĕнчи сержантсен шкулĕнче салтак пăттине çиме хăнăхнă хыççăн сержант званипе пирĕн çарсен Хĕвел анăçĕнчи тĕп ушкăнне (Чехословаки çĕршывне) службăна лекет. Офицерсем салтаксемпе тăтăшах политика вĕрентĕвĕ ирттернĕрен тĕнчери лару-тăру пурне те кăсăклантарнă. Анчах вăрçă пуçланасса никам та шутламан. Пирĕн ентеш службăра тăракан çар чаçне тепĕр 8 уйăхран çĕрле тревогăпа ура çине тăратаççĕ те пирĕн çарсем Афганистанра пулнине, вĕсене пулăшу кирлине пĕлтереççĕ. Пулăшма кайма хăйсен ирĕкĕ пуррисене суйлама тăрсан, Сашăсен артиллери батарейи пĕр салтак юлми малалла утăмлать.

– Аттесен 1941 – 1945 çулсенчи паттăрлăхĕ умĕнче пите хĕретмесĕр, Тăван çĕршыв ума лартнă задачăсене вĕçне çити пурнăçлама хатĕрччĕ эпир ун чухне. Умра мĕн кĕтнине ăнланман та, – терĕ сăртлă-туллă çĕршыври вăрçа пуçламăш утăм тунă ветеран. Самолетпа Узбекистанти Кушка хулине илсе çитерсен, вĕсен çар чаçне Термезра туллин комплектласа çитереççĕ. Алла хĕç-пăшал валеçсе панă хыççăн Александр Иванович службăра тăнă çар чаçĕ Афганистан çĕршывĕнчи Кундуз провинцийĕнче çар операцине пурнăçлама пуçлать. Çул çинче Сашăсен полкĕ душмансем персе пăрахнă афганецсене курать. Ку вăл юнашарах вăрçă пынин палли пулнă. Çавăн чухнех пирĕн сал- таксем çине кĕтмен çĕртен сăрт-ту çинчен тăхлан çумăр çума пуçлать. Мирлĕ пурнăçра ÿснĕ каччăсем пĕрремĕш хут пулемет-автомат шатăртаттарнине, пуля юнашар чулсем çине пырса тăрăнса сасă панине илтеççĕ. Çапăçу вĕçленнĕ хыççăн Сашăсен çар чаçĕ çухатусемсĕрех Кундуз аэродромне сыхлама çитет. Кашни салтак хăйĕн «дембльне» кĕтет, анчах вăрçă ăна пăхмасть – салтаксем умне çĕнĕ тĕллевсем лартать. Кунта вара кÿршĕ çĕршыври çар операцийĕнче юлашки приказа пурнăçлани асран тухмасть. Раштавăн 12-мĕшĕнче Сашăн çуралнă кунне паллă тунă батальона тревогăпа çĕклесе тусем хушшине черетлĕ задание яраççĕ. Кунта манăн пĕлĕшĕн куçĕ тăруках шывланчĕ. «Çар операцийĕнче киле таврăнма вăхăт çитнĕ юлташсене çухатрăм. Раштавăн 28-мĕшĕнче приказа туллин пурнăçласа çапăçу хирĕнчен тухрăмăр. Тепĕр 3 талăкран вара киле таврăнма приказ пулчĕ. Алла çар билечĕ илсен епле савăнни паян та куç умĕнче. Хамăр чаçре пĕр чăваш та пулман, Термез хулинче поезд çине ларсанах хамăн ентешсене тĕл пултăм», – аса илĕвне тăсрĕ интернационалист-салтак. Шупашкара çитсен кил ăшшине туйса илнĕ салтак аппăшĕсем патĕнче çĕр каçать те, çар наградисемпе кăкăрне илемлетнĕскер, ашшĕ-амăшĕ патне яла васкать.

– Икĕ çул иртрĕ пулин те, килти йытă хама палласа илнишĕн савăнтăм, ачашласа лăпкарăм, – терĕ çар ветеранĕ тăван килти пĕрремĕш тĕл пулу пирки аса илсе. Çулсем пĕр шелсĕр малалла шăваççĕ. Çартан таврăнсан çемье çавăрнă Саша Марина Владимировнăпа икĕ ача çуратса ÿстернĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6