Панулми ялти кашни пахчара тата апат-çимĕç продукчĕсемпе сутă тăвакан чылай магазинра пур. Çав вăхăтрах ăна вуншар çул тĕрĕс çимен çынсем те пирĕн хушăмăрта йышлă. Ку вăл пуриншĕн те кун йĕркинчи çивĕч ыйту пулмалла – панулмие епле çини тĕрĕс шутланать? Нумай çын йăлана кĕнĕ тăрăх çиме лариччен панулми хуппине тасатать тата ăна выçăлла çиет. Çакă панулмин тутлăлăхне чакарать тата вар-хырăмшăн йывăрлăх кăларса тăратать. Панулмирен ытларах усă курас тесен ăна çиекенĕн мĕн асра тытмалла-ха? Çакăн çинчен паян пирĕн вулакансене Светлана ЧЕРЕПИЦЫНА врач-гастроэнтеролог каласа пама кăмăл турĕ.
– Панулми çут çанталăк пире панă паха çимĕç шутланать. Çавăнпа та унăн пахалăхне «ÿстерес» шутлисем вара унăн тутлăлăхне час-часах курăмлă чакараççĕ. Çапла хамăр шутламасăр эпир унăн уйрăмах паха енне çухататпăр е ăна организм япăх йышăннă вăхăтра çиетпĕр, – терĕ Светлана Черепицына панулми çинĕ чухнехи хăш-пĕр йăнăш çинчен палăртса хăварса.
Пĕрремĕш йăнăш – панулми хуппине касса пăрахни.
Ку вăл – панулми çиекенсем нумай чухне тăвакан тĕп йăнăш. Панулми хуппине сĕвекен нимĕн шутламасăр çимĕçĕн усă кÿрекен чи пуян пайĕнчен хăтăлать. Тĕрĕссипе шăпах панулми хуппинче клетчаткăн пысăк пайĕ тата питĕ пĕлтерĕшлĕ антиоксидантсем – полифенолсем – упранаççĕ. «Панулми хуппи – естествăлла хÿтĕлев. Çут çанталăк унта кварцетин текен паха хутăш пуçтарать. Вăл шăнса пăсăлнипе кĕрешме тата клеткăсене хÿтĕлеме пулăшать. Панулми хуппине сÿсе пăрахсан эпир çимĕçĕн уссине икĕ хута яхăн сахаллататпăр», – асăрхаттарать врач-гастроэнтеролог. Уйрăм асăрхаттару. Енчен те эсир магазинта туяннă панулмине хитрелĕхшĕн воскпа витнĕ пулсан, кунашкал хупăна касса пăрахни лайăхрах та. Пахалăх тĕлĕшпе хăвăра шанчăклă туйма вырăнти панулмисене туянни аванрах. Кунсăр пуçне вĕсене вĕри шывпа тата щеткăпа çусан лайăхрах пулать.
Иккĕмĕш йăнăш – панулмине выçăлла çини.
Çак çула суйлакансен вар-хырăм чирĕпе аптăрама пултарас хăрушлăх пур: панулмири органика кислотисем вар-хырăм сокне кăларассине активлăлатаççĕ. «Гастритпа е кăкăр хĕртнипе (изжога) аптăракансемшĕн панулмине выçăлла çини чăн-чăн провокаци шутланать. Кун пек чухне комфортлăх çухалать, йывăрлăх тата ыратни сисĕнме пултарать», – асăрхаттарать тухтăр. Панулми çимелли чи лайăх вăхăт – тĕп апатлану хыççăнхи 30 – 60 минут. Вар-хырăм чирĕпе аптăракансене тухтăр пĕçернĕ панулмипе усă курма сĕнет. Кăмакара пĕçернĕ панулмире кислотноç чакать, анчах пектинсем тата витаминсен пĕр пайĕ çав-çавах сыхланса юлать.
Панулми тĕсĕ тата унăн вăррисем.
Кунта çынсем час-часах çухалса каяççĕ. Çавăнпа хаçат вулакансене кăштах ăнлантарса пани вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.
1. Панулми вăррисем. Вĕсенче, чăнах та, çын организмĕнче синил кислоти пулакан амигдалин пур. Анчах ăнсăртран çăтса янă темиçе вăрлăхăн хăрушлăхĕ пачах та çук. Вĕсене ятарласа нумай виçепе çиме кирлĕ мар çеç – вăл усăсăр тата питех те иккĕленÿллĕ.
2. Панулми тĕсĕ тата усси. Симĕс панулми хĕрлинчен яланах усăллăрах тени юмах кăна. Панулмире витаминсемпе микроэлементсем мĕн чухлĕ пуласси сортран, ăна епле ÿстернинчен тата ăçта упранинчен килет. Симĕс сортсем пылак пулманни диабетиксемшĕн усăллăрах. Хĕрлĕ тата сарă панулмисенче вара яланах каротиноидсем ытларах пулни паллă.
Панулми уссине çирĕплетекен 3 утăм.
Хамăр пахчари панулми пире çителĕклĕ усă кÿтĕр тесен, ăна çиекенĕн аяларах илсе кăтартнă виçĕ правилăна пăхăнмалла:
– панулмине экологи тĕлĕшĕнчен таса тесе шутлатăр пулсан, ăна хуппипе çийĕр. Çакă сире хăвăр çимĕçрен клетчаткăпа антиоксидантсен комплексне туллин илме пулăшать.
– вăхăт тĕрĕс суйласа илĕр. Апатсем çинĕ хушăра выçăлла панулми çиесрен пăрăнăр.
– панулмипе тĕрлĕрен усă курăр. Ăна ытти пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, мăйăрпа, тăпăрчăпа хутăштарса çийĕр. «Панулми – çут çанталăк парни, анчах вăл та, ытти çимĕç пекех, хăйĕнпе тимлĕ пулма ыйтать. Çÿлерех асăннă йăнăшсенчен пăрăнса иртсен эсир хăвăр рациона ытларах пуянлатма пултаратăр», – пĕтĕмлетет Светлана Черепицына. Хамăр çиекен çимĕçсем тĕлĕшпе тимлĕхе кăшт ÿстерсенех эпир хамăр сывлăхшăн пысăк усă тăвасси куç умĕнчех.
Август 2026 |
