Шăнса пăсăлни тата тăм илни – хĕл кунĕсенче практикăра час-час тĕл пулакан инкек. Нумай хушă уçăлса çÿренĕ вăхăтра та, çиллĕ çанталăкра спорт мероприятийĕсем ирттерни те, сивĕ кунсенче тăвайккинче ярăнни те çынсене, уйрăмах ачасене, шăнса пăсăласси патне илсе çитерме пултарать. Сивĕ кунсенче кĕлетке шăнса кайнипе шар куракансем хушшинче практикăра эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнисем, ватă çынсем, экстремаллă майпа кану ирттерекенсем, çар çыннисем ытларах тĕл пулнине палăртса хăварас килет.
Хĕллехи сивĕ кунсем пĕчĕк температурăна хăнăхман çынсемшĕн, унпа вăхăтра кĕрешме пĕлменнисемшĕн питĕ хăрушă шутланаççĕ. Сивĕ çанталăкра ытларах чухне пÿрнесемпе алăсем, урасем, пит çăмартисем, хăлха тата ытти вырăнсем хăвăрт шăнса пăсăлма пултараççĕ. Сывлăш температури 35 градусран аяларах ансан кĕлетке пĕтĕмĕшле шăнни те (гипотермия) тĕл пулать. Практикăра шăнса пăсăлнин икĕ варианчĕпе шар куракансем те пур. Шăнса пăсăласси патне çын сахал çинипе начарланни, шыв çителĕксĕр ĕçни, гипокси аталанни, чĕрепе сосудсен системин ĕçĕ пăсăлни, ытларах ĕçе шывпа тата тимĕрпе усă курса ĕçлени илсе çитереççĕ. Хĕллехи сивĕ кунсенче уçă сывлăша темиçе хутлă тумтир тăхăнса тухни шăнса пăсăлассинчен асăрханмалли чи лайăх мел шутланать. Кашни çын – спортсмен-и вăл е уçă сывлăшра уçăлса çÿреме юратакан – чылай вăхăт уçăлса çÿреме тухсан сивĕ çанталăкпа хăйне евĕр кĕрешет. Ку вăл çыннăн организмĕнчен те, унăн кĕлетке конституцийĕнчен те, медицина кăтартăвĕнчен те килет. Уçă сывлăша уçăлма тухакан темиçе хут тумтир тăхăнни сивĕ çанталăкра утса çÿренĕ чух ытлашши тумтире хывма та, хушма çипуç тăхăнма та май парать. Сивĕ вăхăтра уçăлма тухнă чухне тум-тир тăхăнассине çапла йĕркелемелле. Ку вăл сире шăнса пăсăласран хÿтĕленме пулăшать. Тумтирăн тĕп сийĕ çын тарланине пуçтарса илекен материалтан пулсан аван. Вăл çĕр мамăкĕнчен хатĕрленĕскер пулсан паха шутланать. Çак – тарланă кĕлетке шăнса каясран пысăк тĕкĕ. Ун хыççăнхи тумтир çăмран пулни аван. Вăл кĕлетке ăшшине упрама пулăшать. Çиелти тумтир нÿрĕке тĕксе яраканскер, çилтен сыхлаканскер, анчах сывлăш çÿрессине чарманскер пулмалла. Кĕлеткен уçă пайĕсене хĕлле лайăх çеç картлама тăрăшмалла. Çакна валли çумра шарф, перчетке, алсиш пулни аван. Вĕсем кĕлеткене сивĕрен лайăх хÿтĕлеççĕ. Хĕллехи сивĕре уçăлма тухаканшăн лайăх апатланни, çуллахинчен кая мар шыв ĕçни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апатланура углеводлă апат-çимĕçĕн пысăк хисепĕллĕ продукчĕсемпе усă курни сирĕн организма кирлĕ энергие хăвăрт çитерет. Кĕске вăхăтлăха уçăлма тухатăр пулсан, вăхăта апат çисе илмесĕр те ирттерме пулать. Тĕслĕхрен, батончикпа е бутербродпа хăналанни аван. Енчен те эсир кунĕпе йĕлтĕрпе ярăнатăр пулсан е нумай вăхăт уçă сывлăшра çуран утатăр-тăк пĕрле белоксемпе тата çупа пуян апат-çимĕç илни усăллă пулĕ. Çакăн пек апат-çимĕç урлă çеç эсир нумай вăхăтлăха энерги илме пултаратăр. Сивĕ çанталăкра шăнса кайнине е çав вăхăтрах тăм илнине вăхăтра туйса илни сире пысăк инкекрен çăлса хăварма пулăшать. Вĕсен пĕрремĕш паллисем – сивĕ пулни тата сире чĕтретме пуçлани. Тăм илнин малтанхи паллисем – ÿт хĕрелни тата вăл шуралма пуçлани, çав вырăнта йĕппе тирнĕ пек туйăм пулни, ÿт тĕнни, чĕпĕтни. Шăнса кайнин е тăм илнин пĕрремĕш паллисене асăрхасанах сивĕ çилтен, пăрлă çумăртан пăрăнма тăрăшăр, ытларах куçăр тата ăшă кĕмелле чупăр. Шăнса кайнин е тăм илессин пĕрремĕш паллисене асăрхасанах ăшă вырăна таврăнма тăрăшăр. Кĕлетке пайĕсем шăнса кайнине е вĕсем тĕннине асăрхасан тата вĕсене вăхăтра ăшăтассипе ĕçсем туса ирттерсен эсир пысăк сурансенчен пăрăнса иртме пултаратăр. Çакна та палăртса хăваратăп. Шăнма е кĕлеткен пайĕсене тăм илме пуçласан ытларах куçма тăрăшăр, эрех ан ĕçĕр. Эрех ĕçсен организм шăнса пынине асăрхамасăрах юлăр. Ку вара пысăк инкек патне çитерме пулăшать. Сивĕ çанталăкра тарларăр пулсан, тум-тире çийĕнчех улăштарма тăрăшăр. Ку вăл сирĕн сывлăхшăнах пĕлтерĕшлĕ пулĕ.
«Роспотребнадзорăн халăха гигиена пĕлĕвĕ паракан центрĕ» ФБУЗ.
Август 2026 |
