Округăн паянхи çирĕп утăмĕ, тăнăç аталанăвĕ унчченхи çулсенче хамăр ен тата унăн çыннисем çанă тавăрса епле вăй хунипе, хăйсен ĕçне ăруран ăрăва куçарса пынипе тачă çыхăнура пулса пырать. Çак йышри пĕр хастар ĕçчен вăл – Калайкассинче пурăнакан Андрей Игнатьев. Андрей Гаврилович 90 çул каялла Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен ялĕнче 8 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă та пĕтĕм ĕç ĕмĕрне пирĕн округри ял хуçалăх аталанăвне халалланă. Çемьери тăватă арçын ачапа тăватă хĕр ача ашшĕ-амăшне кура ачаран çĕр ĕçĕпе туслă ÿснĕ. Вĕсен малтанхи ĕç фрончĕ килти хушма хуçалăхри улма-çырла пахчи, çимĕç йăранĕсем тата çĕр улми ани пулнă. Пурнăç çулĕ пирки сăмах хускатсан, ветеран-агроном куççульне шăлса илсе калаçу пуçларĕ. «Эпир – вăрçă ачисем. Çавăнпа мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхпа, çĕр ĕçĕпе туслă пулни пирĕн вăхăтрисемшĕн никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ăна шута хурса, ачаран çĕр ĕçĕпе туслашма тивнĕскер, 10 класс вĕренсе пĕтерсен ыттисем пек ялтан тухса кайма шутламарăм», – аса илĕвне пуçларĕ 90 çулхи агроном.
Çак вăхăта ялта çуралса ÿснĕ каччăн ĕмĕтĕнче ял хуçалăхĕнче ĕçлес шухăш çирĕпленнĕ, анчах ăна пурнăçа кĕртме аслисен пурнăç йĕркипе малтан салтак пăтти çимелле. Çапла вара вунă класлă пĕлÿ илнĕ каччăна кĕркунне çара илсе каяççĕ. Çар пурнăçне хăнăхнă салтак икĕ çул çурăран командирсем патне хăйне Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕмешкĕн отпуска яма рапорт çырать. Чăваш каччи ума лартнă тĕллеве пурнăçлать: экзаменсене ăнăçлă тытса Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Ку хыпар çарти командирсем патне çитсен, 2 çул та 8 уйăх службăра тăнă чăваш каччине 4 уйăх маларах киле таврăнма, институтра вĕренме пуçăнма ирĕк параççĕ. Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕме пултарнине пысăк телей тесе шутлать паян 5 ача ашшĕ, 9 мăнукăн кукашшĕ тата 4 кĕçĕн мăнукăн аслашшĕ çумра ларакан 1941 çулта çуралнă мăшăрĕ Евгения Прокопьевна çине ăшшăн пăхса. Ара, пурнăçри çак утăмсем пĕччен тăрăшнипе пулман-çке. Пĕрлехи пурнăçра мăшăр вăхăтра тĕкĕ пани, канаш-сĕнÿпе пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май Юнкăпуç хĕрĕпе Етĕрне каччи институтра 1963 çулта комсомол туйĕ туса пĕрлешеççĕ, çемье пурнăçĕн пĕрремĕш утăмĕсене тăваççĕ. Сăмах май, Евгения Прокопьевна та муркашсемшĕн ют мар. Юнкăпуçĕнче çуралса ÿснĕскер, çемье çавăрнă хыççăн 1964 – 1998 çулсенче Калайкассинчи вăтам шкулта ачасене биологи предмечĕпе ял хуçалăх ĕçĕсен никĕсне вĕрентнĕ, хăйĕн нумай вĕренекенне практикăра çĕр ĕçĕпе туслаштарнă. 5 ача амăшĕ 2 степеньлĕ «Ача амăшĕ» медале, «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» ордена, «Ĕç ветеранĕ» медале, ведомство наградисене тивĕçнĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла, ĕçрен пăрăнман мăшăр хăйсен тăванĕсен тăлăха юлнă кĕçĕн çулсенчи 3 ачишĕн те чи çывăх çынсем пулса тăнă. Андрей Игнатьев ветеран пурнăçĕ пĕтĕмпех Муркаш муниципалитет округĕпе çыхăннă. Агроном дипломне илнĕ çамрăк специалиста направленипе пирĕн районти «Сеятель» хуçалăха агроном пулса ĕçлеме яраççĕ. Асăннă хуçалăхра хастар ертÿçĕпе Сергей Афанасьевпа ĕçлесе малашлăх валли пысăк опыт пухать вăл. Кун хыççăн çамрăк специалист пĕр хушă кÿршĕллĕ Етĕрне районĕнче вăрлăх туса илессипе яваплă агроном пулса вăй хунă хыççăн каллех Муркаша таврăнать. Çемье çавăрнă хыççăн виçĕ çул Катькас тăрăхĕнче пулнă «Колос» пĕрлешÿллĕ хуçалăх агрономĕнче вăй хурать. Район ертÿçисем çамрăк специалистăн тăрăшулăхне самантрах асăрхаççĕ. Çакă Андрей Гаврилович умне тепĕр тĕрĕслев кăларса тăратать – ăна Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăх тилхепине шанса параççĕ. Аслăрах ăрурисем унăн тухăçлă ĕçне паян та лайăх астăваççĕ.
– Патшалăх енчен чысланисем пулнă-и? – ыйтатăп унран.
– Вăл вăхăтра эпир Хисеп хучĕсемпе орден-медальсемшĕн ĕçлемен. Манăн, паллах, пур вĕсем. Анчах тĕп вырăнта хамăр пурнăçланă ĕçсене, халăхпа тунă ÿсĕмсене тытатăп. Ачасем те, мăнуксем те, кĕçĕн мăнуксем те пĕлÿ çулĕпе çирĕп утни, хамăр пурнăçланă ĕçсене малалла аталантарни паян пире савăнтарать, – терĕ ĕç ветеранĕ мăшăрĕпе Евгения Прокопьевнăпа тата ачисемпе, мăнукĕсемпе, ял çыннисемпе яланах килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшнине пĕлтерсе. Андрей Гаврилович, çулсем иртнине пăхмасăрах, паян та агроном ĕçне пăрахман. Вăл килти хушма хуçалăхри çĕр ĕçĕшĕн, ял çыннисене канашпа пулăшассишĕн хăйне яваплă туять. Унăн хушма хуçалăхĕнче тата хăй харпăрлăха илнĕ çĕрсем çинче паян улмуççи чылай çитĕнет, çĕр çырли нумай ÿсет, 3 гектар çинче вăрман кашлать. «Çын ĕçпе илемлĕ», – тет ваттисен сăмахĕ. Çак чăнлăх Игнатьевсен пурнăçĕн никĕсĕ тесе вĕçлетĕп хамăн сăмахăма. Вырăнсенче ĕçлесен çеç тĕреклĕрех пурăнма май пуррине эпĕ Калайкассинчи тĕл пулуран тепĕр хут ăнланса илтĕм. Паян час-часах пурнăç йывăрлăхĕсене хăйсем ĕçлесе çитерейменнине картлама тăрăшаççĕ. Кун пек çулпа малалла каяймăн. Вырăнта ĕçлемесен нацпроект тенипех ял хуçалăхĕ те çирĕп ура çине тăраймĕ, ял çыннин пурнăçĕ те тăруках ырă енне улшăнмĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Андрей Гаврилович мăшăрĕпе Евгения Прокопьевнăпа тата аслă хĕрĕпе Еленăпа (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).
Анатолий БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
