Территори пайĕсен пуçлăхĕсем вырăнти çынсем умĕнче иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, кăçал пурнăçлама палăртнисене тишкереççĕ. Халĕ эпĕ Хорнуй территори пайĕн пуçлăхне Манефа Колесниковăна сăмах паратăп:
– Иртнĕ çул вырăнти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе хамăр ума лартнă задачăна май пур таран пурнăçлама тăрăшрăмăр. Ку вăл – çынсене пурăнма, ĕçлеме тата канма ăнăçлă та меллĕ услови туса парасси, обществăлла йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Пирĕн территори пайĕнчи 4 ялта пĕтĕмпе 1037 çын пурăнать: Хорнуйĕнче – 611 çын, Шаптакра – 258 çын, Тойкилтĕре – 107 çын, Платкассинче – 61 çын. Демографи тĕлĕшпе вара лару-тăру лайăхланасса кĕтес килет. Иртнĕ çул территоринче 5 ача çуралнă, 22 çын вилнĕ, 2 мăшăр çемье çавăрнă, 3 çемье арканнă. Пирĕн тăрăхри çынсем мĕнле ĕçре ĕçлесе пурăнни – яланах актуаллă ыйту. Çынсем ĕçлесен, çемьесенче те çителĕклĕх пулать. Пирĕн территоринче «АФ «Куснар» чикĕллĕ яваплăхлă общество ял хуçалăх производствинче тăрăшать. Предприятире 54 çын ĕçлет, анчах та вăл шутран 20-ĕн кăна пирĕн тăрăхран. Округ центрне тата ытти çĕре ĕçлеме çÿрекенсем пур, çамрăксем харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес программăпа усă кураççĕ. Федерацин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа вăйра тăрать. Çак вăхăт тĕлне 6 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатассин учетĕнче тăрать. Вырăнти администраци пĕччен пурăнакан çынсене, ытти енĕпе учетра тăракан çынсемпе çемьесене тимлĕхре тытать. Çак вăхăт тĕлне 83 çемьере 127 ача ÿсет. Нумай ачаллă 15 çемьере 49 ача воспитани илет. Харпăр хăй ачине воспитани парассишĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Çак вăхăт тĕлне ку енĕпе учета илнĕ çемье çук пирĕн патра. Территори пайĕ çынсен ыйтăвĕпе те ĕçлет. Сăмахпа калани те, çырса пани те – пурте пирĕн контрольте. Паллах, пур ыйтăва та тÿрех татса пама май çук, вăхăт тата укçа-тенкĕ кирлĕ. Хăш-пĕр ыйтăва вара оперативлă татса пама ялсенче чат пур, ку та меллĕ хальхи вăхăтра, çынсем унта активлă çырса тăраççĕ. Ялсене хăтлăх кÿресси – пысăк пĕлтерĕшлĕ задача. Йывăр ыйтусене татса пама республика правительстви 2018 çултанпа пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курма май туса пачĕ. Халĕ эпир ăна «Ниме – Халăх пуçарулăхĕ» проектпа пĕлетпĕр. Иртнĕ çул ку енĕпе пирĕн 1 проект пулчĕ – Тойкилтĕри пĕвене пушар сыхлăх тĕлĕшпе тасатса йĕркене кĕртесси. Ку ĕçе пурнăçларăмăр. Çынсен активлăхĕ ку енĕпе ÿссе пырать. Çак çулта пирĕн 3 проект пурнăçламалла, ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 3 млн тенкĕне яхăн: Тойкилтĕ çулне юсасси, Платкассинчи çула юсасси, Хорнуйĕнчи Çĕнтерÿ паркне тирпейлесе хăтлăх кĕртесси. 2019 çултанпа эпир çак программăпа усă курса 26 объектра тĕрлĕ ĕç туса ирттертĕмĕр. Тойкилтĕ çыннисен активлăхне палăртас килет. Иртнĕ çул Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне палăксене юсарăмăр, Хорнуй ялĕнчи кĕпере сăрларăмăр. Ялсенче çуркунне тата кĕркунне çынсемпе субботниксем ирттеретпĕр. Хорнуй ялне кĕнĕ çĕрте хапха турăмăр. Ăна тăвасси пирки эпир тахçанах шухăшланăччĕ, анчах та çийĕнчех тума пултараймарăмăр. Çакăнта пире СВО-ра пуç хунă Григорий Репинăн çемйи укçа парса пулăшрĕ, ял çыннисем те хутшăнчĕç çак ĕçе. Пĕрлехи ĕçсене хутшăннисене пурне те тав тăватăп. Налуксем тÿлемелли пирки аса илтеретĕп, кам тÿлеме ĕлкĕреймен, парăма патшалăх услугисен страницинче пăхса пĕлме пулать. Кам парăма татман, çитес вăхăтра тÿлесе татмалла. Хальхи кăткăс лару-тăру пурнăçа хăш-пĕр улшăну кĕртет. Апла пулин те эпир йăлана кĕнĕ мероприятисене туса ирттерме тăрăшрăмăр. Тойкилтĕ, Платкасси, Хорнуй ялĕсенче халăхпа пĕрле пухăнса пĕчĕк уявсем ирттертĕмĕр. Территоринчи пуç хунă çар çыннисене халалланă спорт ăмăртăвĕнче пухăнтăмăр. Тойкилтĕсемпе шаптаксем çăварни ирттерчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем те кирлех тесе шухăшлатпăр эпир. Пушартан тата ытти хăрушлăхран сыхланассипе, асăрханассипе ăнлантару калаçăвĕсем ирттеретпĕр. Профилактика ĕçĕ актуаллă. Нумай ачаллă тата уйрăм тимлĕхри çемьесене пушар тухассине систерекен автономлă установкăсем лартса паратпăр. Пĕтĕмлетсе каласан иртнĕ çул сахал мар ĕç турăмăр, мероприяти ирттертĕмĕр эпир пĕрле. Активлисем сахал мар, старостăсем те хастар. Юлашки çулсенче пенсионерсен пĕрлĕхĕн, ветерансен канашĕн, хĕрарăмсен канашĕн активлăхĕ ÿсрĕ. СВОна пулăшакансем йышлă пирĕн хушăра. Гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ. Салтаксене кам мĕнпе пулăшма пултарать, çавăнпа пулăшать. Çак вăхăт тĕлне Хорнуй ялĕнчи хĕрарăмсем 500 ытла маскировка сетки çыхса салтаксем патне ăсатрĕç. Материал туянма вара территори пайĕнчи çынсем пулăшаççĕ, ыттисем те çакăнта хутшăнаççĕ. Малашне те ыйтусене май пур таран пĕрле татса парăпăр. Ăна валли сывлăх, ăнăçу, мирлĕ тÿпе пултăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Тойкилтĕри пĕвене пуçарулăх мелĕпе йĕркене кĕртрĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
