Олег Николаев ыйтусене хуравларĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:23 Просмотров: 158

Кĕçнерникун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчĕ.

Калаçу иртнĕ çул итогĕсене тата уйрăмах пĕлтерĕшлĕ самантсене тишкернинчен пуçланчĕ. Тĕнчере лару-тăру çăмăл мар пулин те, региона тĕрĕс ертсе пынипе палăртнă тĕллевсен ытларах пайне тата пĕлтерĕшлĕ кăтартусене пурнăçланă. Республикăра налуксем пуçтарасси палăрмаллах ÿснĕ. Бюджетăн тупăшĕ 12 процент пысăкланнă, тăкаксем 130 млрд тенкĕпе танлашнă. Уйрăмах регионăн тупăш пайĕ палăрмаллах ÿснине палăртмалла. Çавна май çĕнĕ социаллă объектсем хута яма, унчченхисене çĕнетме май килнĕ. Республика çул-йĕр тăвассине ÿстерсе пырать. Кăçалтан регионти шалти çулсене юсассипе ытларах ĕçлеме палăртаççĕ. Промышленноçра, сăмахран, машинăсем тăвас сферăра, йывăрлăхсем пур. Компанисен ертÿлĕхĕ правительствăпа тачă çыхăнса ĕçлет. Аграри сферинче региона апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме пысăк ĕç тунă. Çĕнĕ шкулсем тăвассипе аван ĕçленĕ. Халĕ çĕнĕ виçĕ шкул хамăр укçа-тенкĕне хывнипе çĕкленет. Олег Николаев спорт тата физкультура сферинчи ĕçсем çинче чарăнчĕ. Республикăра виçĕ пысăк спорт объекчĕ хута янă. Биатлон центрĕнче пысăк ăмăртусем иртеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта спорт шкулне тĕпрен çĕнетнĕ. Футболистсем валли çивиттиллĕ манеж хута янă. Кăçал тĕлĕнмелле нумай юр çурĕ. Олег Николаев хăй те çĕнĕ куна кĕреçепе юр хырнинчен пуçланă. Пĕтĕмĕшле илсен çул-йĕр комплексĕ умри тĕллевсене пурнăçланă. Малашне çуртсен территорисене пăхса тăрассине вăйлатма палăртнă. Управляющи компанисене пулăшма ятарлă программа хатĕрлеççĕ. Республика ертÿçи ку енĕпе çынсем хăйсем пуçаруллă пулнине те палăртрĕ. Пресс-конференцире больницăсене пĕрлештерес ыйтăва хускатрĕç. Олег Николаев тĕп тĕллев çынсене медицина пулăшăвĕ парассине анлăлатасси, çак сферăна специалистсемпе тивĕçтересси, больницăсенчи оборудование ялан çĕнетсе тăрасси пулнине палăртрĕ. Шăпах медицина учрежденийĕсене пĕрлештерни çак ыйтусене ăнăçлă татса пама май парать. Лайăх тĕслĕх вырăнне Тăвай больницине илсе кăтартма пулать. Кунта хуçалăх ыйтăвĕсем сахалланнă, мала шăпах медицина тухнă:

- çĕнĕрен 4 терапевт участокне уçнă,

- ĕçе çамрăк врачсем килнĕ,

- пĕрлешни врачсен ĕç укçине ÿстерме май панă.

Кăçалтан республикăри кашни ФАП-ра диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне тухма пулать. Чирсене маларах тупса палăртни нумай çын пурнăçне упрама май парать. Республика çын сывлăхне упрамалли паянхи шайри системăна аталантарать. Малтан пысăк технологи пулăшăвĕпе Шупашкарта кăна тивĕçтернĕ пулсан, халĕ вăл регион хулисенче те пур. Малтан медицина сферинчи çĕнĕлĕхсене тĕрĕсленĕ, вĕсем ăнăçлă пулнине кура анлăн сарма тытăннă. Паянхи çивĕч ыйту – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тимлĕх уйăрасси тата çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунисене асра тытасси. Мемориал комплексĕсемпе палăксем çĕкленеççĕ. Республикăри салтаксен асăну центрĕ Çĕнтерÿ паркĕ пулса тăчĕ. Кунта республика ывăлĕсен ячĕпе çĕнĕ монумент туса лартĕç. Пресс-конференцире коммуналлă тарифсем ÿсни, М7 трассăн Шупашкар çывăхĕнчи лаптăкне юсасси, Шупашкар аэропортне малалла çĕнетесси, туризма аталантарасси, аварилле çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртсене куçарасси, чăваш чĕлхине тĕплĕн вĕрентесси, хăмла туса илесси тата ытти пирки те калаçу пулчĕ. Пресс-конференци Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене тав тунипе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6