Ял вĕçĕнчи тÿремре 130 çулхи шкул ларать

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 10:25 Просмотров: 83

Вăхăт уттине чарма çук. Çапла вара пурнăçпа тан пынă Кашмаш шкулĕ те çак кунсенче 130 çул тултарнине паллă тăвать. Асăннă вĕренÿ заведенийĕн историйĕ пуян. 1886 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кашмашра арçынсен икĕ класлă тăватă çул вĕренмелли земство училищи уçăлать. Ăна валли 1895-мĕш çулта Кашмаш ял обществин укçипе 300 тенкĕлĕх пĕр класлă çурт тунă. Çакна шкул архивĕнче упранса юлнă хут çирĕплетет. Унта çапла çырнă: «Кашмашское земское начальное мужское училище находится в Козьмодемьянском уезде Акрамовской волости, в Моргаушском приходе, в деревне Кашмаши. Жителей в деревне всего 741 человек. Из них 367 мужчин, 374 женщин. Все чуваши православного вероисповедания. Училище расположено от прихода в двух верстах. В деревне 172 двора. Училище открыто 1 января 1896 года». Пĕрремĕш çул шкула 47 арçын ачана илнĕ: 8 çултан пуçласа 15 çула çитнисене. 1896 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне шкулта 41 ача вĕреннĕ. 6 ача тĕрлĕ сăлтавпа вĕренме пăрахнă. 1899 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче училищĕрен пĕрремĕш ушкăн ăнăçлă вĕренсе тухать. Пурте – кашмашсем.

Земство училищин пĕрремĕш учителĕ хальхи Елчĕк округĕнчи Вырăскасси чăвашĕ Степан Калистратович Медведев пулнă. Вăл ачасене çырма, вулама, шутлама тата юрлама вĕрентнĕ. Ачасене «Турă саккунне» вĕрентме Муркаш чиркĕвĕнче службăра тăракан Алексей Иванович Аристов священник çÿренĕ. 1904 çулта Кашмашра хĕр ачасем валли тепĕр училище уçăлать. Вăл çак ялта пурăнакан Кузьма Петров çуртĕнче ĕçленĕ. Кунта 25 хĕр ачана вĕрентнĕ. Анчах хĕр ачасем вĕренме сахалрах çÿренĕ курăнать. Çавăнпа каярахпа кунта арçын ачасем те вĕреннĕ. Ытларахăшĕ Хуракасси выççăлккинчен тата Йÿтĕркассинчен пулнă. Пĕрремĕш учительница Долгова пулнă. 1910 – 1913 çулсенче кунта Ольга Григорьевна Яковлева ĕçленĕ. 1913 çултан пуçласа 1926 çулччен шкулта София Ивановна Громова (Кольцова) вăй хунă. Вăл кайран Шупашкарти шкулсенче те ĕçленĕ. Халăха вĕрентес ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн вăл 1949 çулта Ленин орденне тивĕçнĕ. 1918 çулччен икĕ училищĕрен пĕтĕмпе 120 ытла çамрăк вĕренсе тухнă. Çак çулах икĕ училищĕне пĕрлештерсе Кашмашра пĕрремĕш сыпăклă Совет шкулĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна ертсе пыма С. И. Кольцовăна çирĕплетнĕ. 1928 çулта шкул заведуюшийĕнче Михаил Петрович Петров ĕçленĕ. Каламалла, вăл «Свобода» колхоза йĕркелесе яракансенчен пĕри шутланнă. Вăл – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Ăна 1968 çулта «Свобода» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ» ят панă. 1929 çулта Тутаркасси райĕçтăвкомĕн Йышăнăвĕпе Кашмашра çĕнĕ шкул тума пуçланă. Ăна 1931 çулта туса пĕтернĕ. Шкул тунă вăхăтрах, 1930 çулта, Кашмашри пĕр сыпăклă шкула анлăлатса 6 çул вĕренмелли шкул уçнă. 1931 çулта ун никĕсĕ çинче колхоз çамрăкĕсен шкулне тунă. Унăн заведующийĕ пулма Борис Михайлович Васильева çирĕплетнĕ. Кунта вăл 1933 çулччен ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăл Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. 1933 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа шкул ертÿçинче Григорий Романович Романов ĕçлеме тытăнать. Хаяр вăрçă çулĕсене шутламасăр çак ĕçре вăл 1953 çлччен вăй хурать. Яваплăхне кура вăл «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ят тата «Хисеп Палли» орден илме тивĕçнĕ. 1934 çулта колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕрремĕш сыпăклă шкулпа пĕрлештерсе Кашмашра тулли мар вăтам шкул туса хунă. Унта ачасене 7 çул вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра 5 – 7-мĕш классенче Кашмаш çывăхĕнчи нумай ялти çамрăксем вĕреннĕ. 1936 çулта, тĕслĕхрен, шкулта 274 ача ăс пухнă. Çĕршыври ырă улшăнусемпе пĕрле Кашмаш шкулĕнчи пурнăç та пĕр вырăнта тăман.1961 çулта кунта сакăр çул вĕренмелли шкул туса хунă. 1989 çултанпа шкулта тăхăр çул вĕрентесси пурнăçа кĕчĕ. Çапла вара иртнĕ çулсене пăхсан шкул ачасемпе те, вĕрентекенсемпе те ялан тулли пулни курăнать. 130 çул хушшинче Кашмаш шкулĕнче пĕтĕмпе 130 ытла вĕрентекен вăй хунă. Вĕсем хушшинче хăйсен ĕмĕрне Кашмаш ачисене вĕрентсе воспитани парассипе чунтан тăрăшса ĕçленĕ учительсене ятранах асăнас килет. Вĕсем: Клавдия Михайловна Широкова, Зоя Андреевна Ильина, Юлия Ивановна Савельева, Раиса Аркадьевна Чаплина, Виталий Варфоломеевич Александров, Алевтина Леонидовна Скворцова, Римма Мефодьевна Баркова, Игорь Авенирович Перлов, 1985 çултан пуçласа 1998 çулччен шкула ертсе пынă Геннадий Ильич Конузин, Владимир Ильич Яриков, Лев Андреевич Яриков, Игорь Андреевич Яриков, Любовь Валерьевна Никитина, Людмила Валериановна Никитина, Елена Петровна Павлова т. ыт. те. Пирĕн хушăра хăйсен пурнăçне е çамрăклăхне шкулпа çыхăнтарнă ĕç ветеранĕсем те пур:

Э.А. Васильева, А.А. Львова, М.Д. Валежникова, Г.П. Ершов, М.Л. Пугачев т. ыт. те. Вĕсем хăй вăхăтĕнче ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. 130 çул хушшинче шкултан 2500 ытла çамрăк вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă. Вĕсем хушшинче çĕршывĕпе паллă çынсем те пур:

– Андрей Степанович Львов профессор – 11 чĕлхе пĕлнĕ;

– Дарья Максимовна Столярова – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки;

– Аверий Матвеевич Токарев – композитор;

– Александр Артемьевич Петров – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ;

– Александр Артемьевич Быков – Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ;

– Дмитрий Аркадьевич Поликарпова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степень орденĕ 54 çултан шыраса тупнă;

– Леонид Петрович Алжиров –республикипе палăрнă уй-хирĕн хастар бригадирĕ. Ăна ĕçри ăнăçусемшĕн «Хисеп Палли» тата Октябрьти Революци орденĕсемпе наградăланă, «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă;

– Вячеслав Федорович Широков, Мария Варсонофьевна Вьюшкина – «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ;

– Валерий Ильич Яриков – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ. Кашмаш шкулĕ Раççей Федерацийĕн

Геройĕн (1994 ç.) Николай Смирновăн амăшне Тамара Леонидовнăна, вуншар тава тивĕçлĕ çĕр ĕçченне, агроном-зоотехниксене, выльăх тухтăрĕсене, нумай учителе, журналистсене, врачсене тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.  Вĕсем паян – тăван ен, Муркаш муниципалитет округĕн, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн пуянлăхĕ.

Малашлăха пăхса хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă Валерий Александров, Герман Алжиров, Николай Максимов, Сергей Харитонов, Петр Толикин, Руслан Толикин, Андрей Чиновников, Сергей Толикин, Сергей Белов тата ыттисем те хăйсен хастарлăхĕпе куллен палăрса тăраççĕ. 130 çул хушшинче Кашмаш шкулĕн историне пуянлатса, ял ятне çÿле çĕкленĕ нумай çын, шел пулин те, пирĕн хушăра паян çук ĕнтĕ. Апла пулин те, вăхăтра пирĕн шкулта ĕçленĕ, пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă Кронид Петрович Верендеева, Ольга Васильевна Григорьевăна, Татьяна Андреевна Андреевăна, Пелагея Тимофеевна Петровăна, Роза Григорьевна Романовăна, Николай Петрович Петрова, Герман Артемьевич Артемьева, Лариса Ивановна Артемьевăна, Георгий Федорович Козлова, Авенир Иванович Перлова, Лариса Илларионовна Перловăна, Лев Евстафьевич Семенова, Зоя Васильевна Васильевăна, Николай Михайлович Чернова т. ыт. те эпир яланах ырăпа асра тытатпăр. Шкул спортсменĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ирттерекен спартакиадăсенче тĕп шкулсем хушшинче хăйсене яланах ырă енчен кăтартаççĕ. Кунпа пĕрлех ачасем округри предмет олимпиадисене тата тĕрлĕ конкурса активлă хутшăннипе палăраççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – ачасене çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парса тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшасси, пурнăçри тĕп çул-йĕрне тупма хатĕрлесси. Çĕр ĕçне юратма вĕрентессине те эпир тивĕçлĕ шайра тытса пыма тăрăшатпăр. Ку енĕпе пирĕн практика пысăк. Çăва тухсанах ачасемпе шкул пахчинче ĕçлеме пуçлатпăр, шкул столовăйĕ валли хамăр алăпах çителĕклĕ пахча-çимĕç туса илме тăрăшатпăр. Кашмаш шкулĕ çут çанталăк пуянлăхне, ĕçмелли шыва, таса сывлăша, хупăрлакан вăрмансене упраса хăварассипе те хастарлăха çухатмасть. Юлашки 40 çул хушшинче ачасен вăйĕпе кунта 20 гектар ытла вăрман лартса ÿстертĕмĕр. Çакна муниципалитет округĕнче тата республика шайĕнче аван пĕлсе тăраççĕ. Юлашки çулсенче муниципалитет округĕпе республикăна тăнăç аталантарма, вырăнти экономикăна ÿстерме ĕç профессийĕсем ытларах кирлине туйма пуçларăмăр. Ку вăл пĕр кунта пурнăçламалли ĕç мар. Çавăнпа та пирĕн шкулта ку ыйтупа вуншар çул хушши тĕллевлĕ ĕç пырать. Пĕрле вăй хуни умри йывăрлăхсене çĕнсе çĕнĕ ÿсĕмсем тума май парасси пирки шкулпа çыхăну тытакансен пĕр иккĕленÿ те çук. Мĕншĕн тесен аслисем пуçăннă ĕçе ялти çамрăксем пĕр сăмахлă пулса малалла тăсаççĕ. Май килнипе усă курса шкулта ĕçленисене тата паян вăй хуракансене, кунтан вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнисене, паян ăс пухакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тăван шкул 130 çул тултарнă ятпа саламлатăп, ку таранччен тунă ÿсĕмсем юлашки çулсенче хута янă шкулта татах хутшăнасса шанатăп.

Галина ЕРШОВА, шкулти педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6