2026 çулта ялсенче 83 проект пурнăçламалла

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 09:08 Просмотров: 84

Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулта «Ниме – Халăх пуçарулăхĕ» программа шайĕнче муниципалитет округĕсенчи 1558 пуçарулăх проектне пурнăçлама палăртнă. Çак шутран 691-шĕ çул-йĕр хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă, 867-шĕ – территорисене хăтлăх кĕртессипе.

Хушма укçа-тенкĕ уйăрни çынсен 867 пуçарулăхне те вăя кĕртме май парать. Ку проектсем «Спорт территорийĕ», «Ача-пăча тĕнчи», «Яла хăтлăх кĕртесси», «Ял инфраструктури», «Санăн суйлав» тата «Тĕлĕнмелле шыв» енсемпе çыхăннă. Унсăр пуçне 283 проект çул-йĕр хуçалăхне аталантарассипе пурнăçланмалла. Ăна валли 591 млн тенкĕ пăхса хунă. Кăçал вара пĕтĕмпе çÿлерех асăннă программăпа 1880 проект вăя кĕмелле. Ку вăл – хулари 242 проекта пĕрле шутланипе. Иртнĕ çул пуçарулăх бюджечĕн 1555 проекчĕ конкурс суйлавĕ витĕр тухнă. Проектсен ытларах пайĕ – 585 проект – çул-йĕр юсаса çĕнетессипе çыхăннă. ЖКХ объекчĕсене хăтлăх кĕртес ыйту та çивĕч тăнă, вĕсем – 349, территорисене хăтлăх кĕртессин проекчĕ – 231. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул пĕтĕмпе çÿлерех асăннă программăпа конкурс суйлавĕ витĕр 211 млн тенкĕлĕх 63 проект тухнă. Çав шутран 9 проект çул-йĕр юсассипе çыхăннă, пĕтĕмпе 33 млн тенкĕлĕх 6,5 км çул. 27-шĕ – шыв башни тата шыв пăрăхĕсен çыхăнăвне юсассипе, 101,6 млн тенкĕлĕх 30 ытла км. 3 проект тăрăх ача-пăча тата спорт площадкисене хăтлăх кĕртнĕ, хакĕ – 4,1 млн тенкĕ. 16 проектпа пĕвесене тасатнă, вĕсен таврашне хăтлăх кĕртнĕ, ăна валли 31,8 млн тенкĕ пăхнă. 4 проектпа палăксемпе парксене юсанă тата çĕнетнĕ, хакĕ – 5,8 млн тенкĕ. Асăннă программăпа ял клубĕсем хута кайни вара уйрăмах кăмăллă. Çынсем культура вучахне чĕртсе тăратасшăн, упрасшăн, кану ĕçне йĕркелесшĕн. Ку енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем Мăн Шашкарта, Шатракассинче, Çатракассинче пулса иртрĕç, вĕсенче çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Тренккăри Культура çуртне юсарĕç. Çак ĕçсем валли пĕтĕмпе 34,7 млн тенкĕ пăхса хунă. 63 проектăн аукционне ирттернĕ тăрăх 159,17 млн тенкĕлĕх муниципалитет килĕшĕвĕ тунă. 51,9 млн тенкĕ перекетлеме май килнĕ, вырăнти бюджетран – 17,1 млн тенкĕ, халăх укçи – 4,4 млн тенкĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пур проектпа та ĕçсем вĕçленнĕ, укçа-тенкĕпе туллин усă курнă. Экономика пайĕн информацийĕпе усă курса Муркаш муниципалитет округĕн территори пайĕсенче 2026 çулта асăннă программăпа мĕнле ĕçлеме палăртнипе паллаштаратпăр.

Уйкас Янасал территори пайĕнче – 1 проект. Сосновкăсем ача-пăча площадки тăвасшăн. Проект хакĕ – 4 млн та 188 пин те 120 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен ăна валли 57 процент уйăраççĕ, 2 млн та 387 пин те 228 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 33 процент, 1 млн та 382 пин те 079 тенкĕ. Çынсен тÿпи унчченхи пекех 10 процент юлнă. Вĕсем 418 пин те 812 тенкĕ пухнă. Иртнĕ çул ку тăрăхра 2 проект пулнă.

Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнче 8 проект. Пĕрремĕш проект – Токшик ялĕнче, вĕсен пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатмалла. Проект хакĕ 1 млн та 999 пин те 180 тенкĕпе танлашать. Çак ĕçе пурнăçлама республика 1 млн та 139 пин те 532 тенкĕ уйăрса пулăшать. Вырăнти бюджетран 659 пин те 729 тенкĕ пулĕ, вунă проценчĕ – халăхран. Кăмăркассисен те çакăн пек ĕçе пурнăçламалла. Ĕç 1 млн та 262 пин те 476 тенкĕлĕх пулмалла. Республика пулăшăвне çак ĕç валли 719 пин те 611 тенкĕ чухлĕ кĕтеççĕ. Вырăнти бюджетран 416 пин те 617 тенкĕ уйăрĕç. 126 пин те 247 тенкĕ – çынсен тÿпи. Мишерсем ĕçмелли шыв пахалăхне ÿстересшĕн, вĕсен артезиан скважинипе шыв башни юсамалла. Ĕç 2 млн та 450 пин те 646 тенкĕпе танлашмалла. Республика пулăшăвне çак ĕç валли 1 млн та 396 пин те 868 тенкĕ чухлĕ кĕтеççĕ. Вырăнти бюджетран 808 пин те 713 тенкĕ уйăрĕç. 245 пин те 064 тенкĕ – çынсенчен. Ишмуласен те çакăн пек ĕçе пурнăçламалла. Проект хакĕ 2 млн та 320 пин те 105 тенкĕпе танлашать. Республика пулăшăвĕ 1 млн та 322 пин те 460 тенкĕ чухлĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран 765 пин те 634 тенкĕ уйăрĕç. 232 пин те 010 тенкĕ – халăхăн. Ойкассен ĕçмелли паха шыв пулмалла, шыв башни тата скважина юсамалла. Вĕсен проекчĕ 2 млн та 530 пин те 668 тенкĕ тăрать. Регионтан 1 млн та 442 пин те 481 тенкĕ пулĕ. Вырăнти çынсен пулăшăвĕ 253 пин те 066 тенкĕпе танлашать. Мăн Тутаркас ялĕнчи Пакшандаев урамĕнче пурăнакансен те çакăн пек ĕçех тумалла. Ĕç хакĕ – 2 млн та 599 пин те 382 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 481 пин те 647 тенкĕ уйăрса пулăшаççĕ. Çынсен тÿпи – 259 пин те 938 тенкĕ. Мăн Тутаркас ялĕнчи Зеленая урамĕнче пурăнакансем те çакăн пек ĕçе плана кĕртнĕ. Проект – 2 млн та 599 пин те 382 тенкĕ. Тÿлевсем çÿлти пек. Кăмăркассинчи Центральная урамра шывпа тивĕçтерессине лайăхлатмалла, башньăпа скважина юсамалла. Проект 2 млн та 604 пин те 186 тенкĕ тăрать. Регион бюджетĕнчен 1 млн та 484 пин те 386 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран 859 пин те 381 тенкĕ пулать. 260 пин те 418 тенкĕ – çынсенчен пухнă укçа. Иртнĕ çул мăнсĕнтĕрсем 5 проектпа ĕçленĕ.

Ильинка территори пайĕнче 4 проект. Пĕрремĕшĕ – мăншашкарсен. Советская, Базарная урамсенчи тата Ветерансен тăкăрлăкĕнчи шыв башнинчен пыракан системăна юсамалла. Проект хакĕ 5 млн та 451 пин те 847 тенкĕ. Республикăн 57 проценчĕ 3 млн та 107 пин те 553 тенкĕпе танлашать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 799 пин те 109 тенкĕ. Çынсенчен 545 пин те 184 тенкĕ пухнă. Çак ялти Советская, Князев урамсенчи, Максимов тăкăрлăкĕнчи шыв системине юсамалла. Проект хакĕ 5 млн та 811 пин те 633 тенкĕ. Республикăн 57 проценчĕ 3 млн та 312 пин те 631 тенкĕпе танлашать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 917 пин те 839 тенкĕ. Халăх тÿпи – 581 пин те 163 тенкĕ. Мемеккассинчи Центральная урамра та шыв системине юсассипе ĕçлесшĕн, проект 2 млн та 666 пин те 748 тенкĕпе танлашать. Регионтан 1 млн та 520 пин те 046 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран 880 пин те 026 тенкĕ куçараççĕ, çынсен пулăшăвĕ 266 пин те 674 тенкĕпе танлашать. Хунтăкассисен пĕве тасатас проект 1 млн та 492 пин те 052 тенкĕ пулать. Республикăран 850 пин те 469 тенкĕ килет. Вырăнти бюджетран – 492 пин те 377 тенкĕ, çынсенчен 149 пин те 205 тенкĕ пухнă. Ильинкăсен иртнĕ çул та 4 проект пулнă.

Катькассен – 8 проект. Шатракассинче спорт площадки тăвасшăн. Объект пĕчĕк мар, проект хакĕ 5 млн та 926 пин те 816 тенкĕпе танлашать. Регионтан пулăшу 3 млн та 378 пин те 285 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 955 пин те 849 тенкĕ, халăх пулăшăвĕ – 592 пин те 681 тенкĕ. Карамалькассисем автомашина çулне юсама палăртнă. Проект хакĕ 4 млн та 493 пин те 962 тенкĕ. Регион бюджетĕнчен 2 млн те 561 пин те 558 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 483 пин те 007 тенкĕ, халăхран 449 пин те 396 тенкĕ пухнă. Чурикассинче те çул-йĕре юсамалла. Ĕç хакĕ 4 млн та 485 пин те 545 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 2 млн та 556 пин те 761 тенкĕ килет. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 480 пин те 230 тенкĕ, çынсенчен 448 пин тенкĕ пуçтарнă. Çак ялтах тепĕр проект та пур, вăл шыв башни юсассипе çыхăннă. Хакĕ 5 млн та 657 пин те 680 тенкĕпе танлашать. Регионтан пулăшу 3 млн та 224 пин те 877 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 867 пин те 034 тенкĕ, çынсенчен 565 пин те 768 тенкĕ пухнă. Шомик ялĕнче автоçул юсамалла. Объект пысăк, хакĕ 8 млн та 302 пин те 051 тенкĕ. Республикăран 4 млн та 732 пин те 169 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 739 пин те 677 тенкĕ, халăхран – 830 пин те 205 тенкĕ. Шомикра тепĕр пысăк проект та пур, автоçулăн иккĕмĕш пайне йĕркене кĕртмелле. Проект хакĕ 8 млн та 333 пин те 834 тенкĕпе танлашать. Республикăран 4 млн та 750 пин те 285 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 750 пин те 165 тенкĕ, çынсен тÿпи – 833 пин те 383 тенкĕ. Калайкассинче пурăнакансен шыв башни улăштармалла, унăн проекчĕ 2 млн та 597 пин те 583 тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 480 пин те 622 тенкĕ пулмалла, вырăнти бюджетран – 857 пин те 202 тенкĕ, çынсенчен 259 пин те 758 тенкĕ пухнă. Карамалькассинчи Солнечная урама тухакан çула юсамалла. Ĕç хакĕ 4 млн та 883 пин те 297 тенкĕ. Республикăран 2 млн та 783 пин те 479 тенкĕ пулать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 611 пин те 488 тенкĕ, ытти пайĕ – 488 пин те 329 тенкĕ. Катькассен иртнĕ çулта та 8 проект пулнă.

Муркаш территори пайĕнче – 4 проект. Пĕри – Çĕньял Муркаш ялĕнче. Унта çăва патне каймалли çула юсамалла. Проект 8 млн та 099 пин те 396 тенкĕпе танлашать. Республикăран 4 млн та 616 пин те 655 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 672 пин те 800 тенкĕ, çынсен тÿпи 809 пин те 939 тенкĕ пулать. Малиновкăра скважина юсамалла. Ĕç хакĕ 1 млн та 823 пин те 499 тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 039 пин те 394 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 601 пин те 754 тенкĕ, çынсен тÿпи 182 пин те 349 тенкĕ пулать. Муркашри Колхозная, Новая Колхозная, Фронтовая, Красноармейская урамсенчи шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсаса çĕнетмелле. Смета хакĕ 8 млн та 129 пин те 913 тенкĕпе танлашать. Республикăран 4 млн та 634 пин те 050 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 682 пин те 871 тенкĕ, çынсен тÿпи 812 пин те 991 тенкĕ пулмалла. Муркашри Колхозная урамри шыв башнипе скважина юсамалла. Ĕç хакĕ – 4 млн та 755 пин те 958 тенкĕ. Республикăран 2 млн та 710 пин те 896 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 569 пин те 466 тенкĕ, халăхран – 475 пин те 595 тенкĕ. Муркашсен иртнĕ çул 2 проект пулнă.

Москакассисен кăçал 6 проектпа ĕçлемелле пулать. Калмăккассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса мемориал палăк тумалла. Проект хакĕ – 709 пин те 460 тенкĕ. Республикăран 404 пин те 302 тенкĕ пулать. Вырăнти бюджетран – 234 пин те 121 тенкĕ, çынсенчен 70 пин те 946 тенкĕ пухнă. Вăрманкас Хачăкри тата Москакассинчи Молодежная урамри çула йĕркене кĕртмелле. Смета 8 млн та 299 пин те 925 тенкĕпе танлашать. Республикăран 4 млн та 730 пин те 957 тенкĕ уйăраççĕ. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 738 пин те 975 тенкĕ, халăхран 829 пин те 992 тенкĕ пуçтарнă. Москакасси ялĕнчи Желтов тата Московская урамсенчи асфальт çула юсамалла. Смета 6 млн та 923 пин те 773 тенкĕ пулнă. Республикăран 3 млн та 946 пин те 550 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 284 пин те 845 тенкĕ, çынсен тÿпи 692 пин те 377 тенкĕ пулнă. Москакассинчи Озерная, Советская тата Московская урамсенчи çула йĕркене кĕртмелле. Проект – 8 млн та 074 пин те 334 тенкĕ. Республикăран 4 млн та 602 пин те 370 тенкĕ пулать. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 664 пин те 530 тенкĕ, халăхран 807 пин те 433 тенкĕ пухнă. Уйкасхачăксем те çул юсама палăртнă. Ĕç хакĕ – 8 млн та 187 пин те 749 тенкĕ. Регион бюджетĕнчен 4 млн та 667 пин те 017 тенкĕ параççĕ. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 701 пин те 957 тенкĕ, ялта 818 пин те 774 тенкĕ пуçтарнă. Ахманесен универсаллă спорт площадки пулмалла. Смета 3 млн та 536 пин те 942 тенкĕлĕх пулнă. Республикăран 2 млн та 016 пин те 057 тенкĕ куçмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 167 пин те 190 тенкĕ, çынсен тÿпи – 353 пин те 694 тенкĕ. Москакассисен иртнĕ çул 3 проект пулнă.

Орининсен – 8 проект. Пĕрремĕшĕ – Патаккассинче, ял пĕвине йĕркене кĕртмелле, тирпейлемелле, дамбине çирĕплетмелле. Смета хакĕ 933 пин те 908 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен ку ĕç валли 532 пин те 327 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 308 пин те 189 тенкĕ, çынсенчен 93 пин те 390 тенкĕ пухнă. Сентимĕрсем ял пĕвине тасатас тĕллевлĕ. Проект хакĕ 4 млн та 364 пин те 989 тенкĕ. Регионтан 2 млн та 488 пин те 044 тенкĕ куçарĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 440 пин те 446 тенкĕ, çынсем 436 пин те 498 тенкĕ пухнă. Пиккикассисен те пĕве дамбине йĕркене кĕртмелле. Хакĕ 2 млн та 291 пин те 283 тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 306 пин те 031 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 756 пин те 123 тенкĕ, халăхран 229 пин те 128 тенкĕ пухнă. Лантăшсен шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Проект хакĕ 2 млн та 798 пин те 002 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 594 пин те 861 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 923 пин те 340 тенкĕ, çынсен тÿпи – 279 пин те 800 тенкĕ. Лапкассен Мир, Западная, Восточная урамсенче çул юсамалла. Проект 3 млн та 675 пин те 757 тенкĕлĕх. Регион ку ĕç валли 2 млн та 095 пин те 181 тенкĕ уйăрать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 212 пин те 999 тенкĕ, çынсенчен 367 пин те 575 тенкĕ пухнă. Мулкачкассине пырса кĕмелли юсав 4 млн та 111 пин те 732 пин тенкĕпе танлашать. Регион ку ĕç валли 2 млн та 343 пин те 687 тенкĕ уйăрать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 356 пин те 871 тенкĕ, халăхăн – 411 пин те 173 тенкĕ. Чамăшра пĕве тасатмалла. Ĕç хакĕ – 4 млн та 385 пин те 690 тенкĕлĕх. Регион 2 млн та 499 пин те 843 тенкĕ уйăрать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 447 пин те 277 тенкĕ, çынсен тÿпи – 438 пин те 569 тенкĕ. Чамăшри ача-пăча вара ятарлă лаптăкра выляма тытăнĕ. Проект хакĕ 1 млн та 173 пин те 045 тенкĕ. Республикăран 668 пин те 636 тенкĕ уйăраççĕ. Вырăнти бюджетран – 387 пин те 105 тенкĕ, çынсенчен – 117 пин те 304 тенкĕ. Ку тăрăхра иртнĕ çул 7 проект пулнă.

Çатракассисен – 5 проект. Йÿтĕркассинче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Смета 2 млн та 999 пин те 494 тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 709 пин те 711 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 989 пин тенкĕ ытла, çынсенчен 300 пин тенкĕне яхăн пухнă. Çатракассинчи Седойкино урамри шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Смета 6 млн та 375 пин те 903 тенкĕ. Республикăран 3 млн та 634 пин те 265 тенкĕ пулать. Вырăнти бюджетран – 2 млн тенкĕ ытла, халăхран – 637 пин те 590 тенкĕ. Очăкассинче çăва патне каймалли çула юсамалла. Проект хакĕ 3 млн та 700 пин те 113 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен ку ĕç валли 2 млн та 109 пин те 634 тенкĕ уйăрмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 221 пин те 367 тенкĕ, çынсем 370 пин тенкĕ ытла пухнă. Кашмашра патриот зонине йĕркене кĕртмелле, шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Ĕç 3 млн та 515 пин те 886 тенкĕлĕх пулмалла. Республикăран 2 млн та 004 пин те 055 тенкĕ параççĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 160 пин тенкĕ ытла, çынсенчен 300 пин тенкĕ ытла пуçтарнă. Çак ялти Мир тата Çамрăксен урамĕсенче пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатмалла. Смета хакĕ – 1 млн та 321 пин те 534 тенкĕ. Регион бюджетĕнчен – 753 пин тенкĕ ытла. Вырăнти бюджетран – 436 пин тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 132 пин те 153 тенкĕ. Çатракассисен иртнĕ çул 2 проект пулнă.

Турай территори пайĕнче – 5 проект. Тушкассинче Мартынов урамĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Ĕç 690 пин тенкĕлĕх пулмалла. Республикăран 393 пин тенкĕ ытла параççĕ. Вырăнти бюджетран – 227 пин те 700 тенкĕ, çынсенчен 69 пин тенкĕ пуçтарнă. Çуткÿлте шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Проект 710 пин тенкĕлĕх. Республикăран 404 пин тенкĕ ытла пулмалла. Вырăнти бюджетран – 234 пин те 300 тенкĕ, халăх тÿпи – 71 пин тенкĕ. Уйкас Турайĕнчи Металлист урамĕнче пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатма палăртнă. Ĕç хакĕ 3 млн та 298 пин тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 879 пин тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 088 пин те 340 тенкĕ, çынсен тÿпи – 329 пин тенкĕ. Çаранçырминче те çÿлерех асăннă ĕçе пурнăçламалла. Ăна валли 645 пин тенкĕ пăхнă. Регионтан 367 пин тенкĕ ытла уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 212 пин тенкĕ, халăхран 64 пин тенкĕ. Çуткÿл кÿлли таврашне йĕркене кĕртмелле. Смета 2 млн та 599 пин тенкĕпе танлашать. Республикăран 1 млн та 481 пин тенкĕ ытла уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 857 пин тенкĕ ытла, çынсенчен 259 пин тенкĕ ытла пухнă. Турайсен иртнĕ çул 6 проект пулнă.

Хорнуй территори пайĕнче 3 проект. Платкассинчи Восточная урамра автоçула юсамалла. Ку ĕç валли 1 млн та 392 пин тенкĕ тăкаклĕç. Республика бюджетĕнчен 793 пин тенкĕ ытла уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 459 пин тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 139 пин тенкĕ ытла. Тойкилтĕпе те çавăн йышши ĕç тумалла. Ăна валли 2 млн та 397 пин те 252 тенкĕ тăкаклĕç. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 366 пин те 433 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 791 пин тенкĕ ытла, халăхран – 239 пин тенкĕ ытла. Хорнуй ялĕнче Çĕнтерÿ паркĕнче тирпей-илем кĕртмелли проект 97 пин те 988 тенкĕлĕх. Республика бюджетĕнчен 55 пин те 853 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 32 пин тенкĕ ытла, халăхран – 9 пин тенкĕ ытла. Иртнĕ çул вĕсем 1 проектпа ĕçленĕ.

Чуманкасси территори пайĕнче 2 проект пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатассипе çыхăннă. Пĕри –

Анисимов урамĕнче. Смета 8 млн та 199 пин тенкĕ ытлапа танлашать. Республикăран 4 млн та 673 пин те 594 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 705 пин те 765 тенкĕ, çынсем 819 пин тенкĕ пухнă. Тепĕр проект та çак ялта çавăн пеккиех. Хакĕ пĕрремĕшĕнчен пĕчĕкрех, 7 млн та 224 пин те 397 тенкĕ. Республикăран 4 млн та 117 пин тенкĕ уйăраççĕ. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 384 пин тенкĕ ытла, халăхран – 722 пин тенкĕ ытла пухнă. Чуманкассисен иртнĕ çул 3 проект пулнă.

Шетмĕпуçсем кăçал 9 проектпа ĕçлесшĕн. Пĕрремĕшĕ – Тивĕшре, Новая тата Южная урамсенчи çула юсамалла. Хакĕ 5 млн та 428 пин тенкĕ ытла. Республика бюджетĕнчен 3 млн та 094 пин тенкĕ ытла куçать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 791 пин тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 542 пин тенкĕ ытла. Иккĕмĕшĕ – Шетмĕпуçĕнчен, Центральная урамри пĕвене тасатмалла. Хакĕ 1 млн та 070 пин те 209 тенкĕ. Республикăран 610 пин те 019 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 353 пин те 169 тенкĕ, çынсен пайĕ – 107 пин тенкĕ ытла. Çак ялти Первомайская урамра пĕве тасатмалла. Смета 980 пин те 739 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 559 пин те 021 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 323 пин те 643 тенкĕ. 98 пин те 073 тенкĕ – çынсенчен пухмалли тÿпе. Опрыскьялĕнчи Молодежная тата Угловая урамсенче çул юсас проект хакĕ – 3 млн та 948 пин те 515 тенкĕ. Регионтан 2 млн та 250 пин те 654 тенкĕ куçараççĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 303 пин тенкĕ ытла, çынсен пайĕ – 394 пин те 851 тенкĕ. Шетмĕпуçĕнчи Первомайская урамри тури пĕвене тасатмалла, дамбине çирĕплетмелле. Ĕç 1 млн та 583 пин тенкĕ ытлалăх пурнăçламалла. Республика бюджетĕнчен 902 пин тенкĕ ытла куçать. Вырăнти бюджетран – 522 пин тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 158 пин тенкĕ ытла. Автанкассинчи Пионерская урамра пĕве тасатмалла. Проект 3 млн та 364 пин тенкĕ ытла. Регион 1 млн та 917 пин тенкĕ ытла парса пулăшать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 110 пин тенкĕ ытла, çынсен пайĕ – 336 пин тенкĕ ытла. Шетмĕпуçĕнчи Солнечная урамра шыв башни юсамалла. Ĕç хакĕ 2 млн та 597 пин те 583 тенкĕ. Республика 1 млн та 480 пин тенкĕ ытла куçарать. Вырăнти бюджетран – 857 пин тенкĕ ытла, халăх тÿпи – 259 пин тенкĕ ытла. Катăкуй çăвин территорине тирпейлемелле. Проект 3 млн та 176 пин те 247 тенкĕ. Регион 1 млн та 810 пин тенкĕ ытла куçарать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 048 пин тенкĕ ытла, çынсем 317 пин тенкĕ ытла пухнă. Турханти Садовая урамри шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Смета 3 млн та 978 пин те 651 тенкĕ. Республика 2 млн та 267 пин тенкĕ ытла куçарать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 312 пин те 954 тенкĕ пулмалла, çынсем – 397 пин те 865 тенкĕ пухнă. Иртнĕ çул вара шетмĕпуçсем 3 проектпа ĕçленĕ.

Юнкă территори пайĕнче – 4 проект. Юнкă территорийĕнчи çăва патне пымалли çула йĕркелемелле. Хакĕ 7 млн та 603 пин те 274 тенкĕпе танлашать. Регионтан 4 млн та 333 пин тенкĕ ытла уйăраççĕ. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 509 пин тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 760 пин тенкĕ. Юнкăри Ларготы урамĕнчи пĕвене тасатмалла. Проект – 785 пин тенкĕ ытла. Республикăран 447 пин те 484 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 259 пин тенкĕ ытла, халăхран – 78 пин тенкĕ ытла. Юнкăпуçĕнче пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатмалла. Смета – 1 млн та 802 пин те 400 тенкĕ. Регионтан 1 млн та 027 пин те 368 тенкĕ пулать. Вырăнти бюджетран – 594 пин те 792 тенкĕ, çынсен пайĕ – 180 пин тенкĕ ытла. Юнкăра спорт площадки тăвасшăн. Хакĕ – 5 млн та 276 пин те 810 тенкĕ. Регионтан 3 млн та 007 пин те 782 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 741 пин те 347 тенкĕ, çынсем 527 пин тенкĕ ытла пухнă. Юнкăсем иртнĕ çул 3 проектпа ĕçленĕ.

Йÿçкасси территори пайĕнче – 3 проект. Йÿçкассинчи 2-мĕш номерлĕ скважинăран Нÿрете каякан шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Ĕç хакĕ – 3 млн та 700 пин те 859 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 2 млн та 109 пин те 489 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 221 пин те 283 тенкĕ, халăх тÿпи – 370 пин те 085 тенкĕ. Вăрманкассинчи Центральная, Хорнкасинская урамсенчи пĕвесене йĕркене кĕртмелле. Проект – 3 млн та 216 пин те 322 тенкĕ. Регион бюджетĕнчен 1 млн та 833 пин те 303 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 061 пин те 386 тенкĕ, çынсем 321 пин те 632 тенкĕ пухнă. Çакăн пек ĕçе Кив Матьăкри Тарасов урамĕнче те туса ирттермелле. Смета – 3 млн та 201 пин те 499 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 824 пин те 854 тенкĕ параççĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 056 пин те 494 тенкĕ, халăх тÿпи – 320 пин те 149 тенкĕ. Иртнĕ çул 1 проект кăна пурнăçланă.

Ярапайкасси территори пайĕнче – 10 проект. Иртнĕ çулхине те вĕсен проекчĕсем ыттисенчен ытларах пулнă. Кÿстерексем ача-пăчана вылямалли площадка тума палăртнă. Проект 3 млн та 532 пин те 546 тенкĕпе танлашать. Регион бюджетĕнчен – 2 млн та 013 пин те 551 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 165 пин те 740 тенкĕ, çынсенчен 353 пин те 254 тенкĕ пухнă. Çакăн пек ĕçе Çĕньял Шурчара та тăвасшăн. Ĕçе 1 млн та 916 пин те 911 тенкĕлĕх пурнăçламалла. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 092 пин те 639 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 632 пин те 580 тенкĕ, вырăнти халăх 191 пин те 691 тенкĕ пуçтарнă. Кÿстерексем çавăн пекех пĕве тасатасшăн. Проект 3 млн та 424 пин те 349 тенкĕ тăрать. Регион бюджетĕнчен – 1 млн та 951 пин те 879 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 130 пин те 035 тенкĕ, çынсен тÿпи – 342 пин те 434 тенкĕ. Вăрăмойĕнче пĕве тасатса йĕркене кĕртмелле. Смета 1 млн та 630 пин те 309 тенкĕлĕх. Республика бюджетĕнчен 929 пин те 276 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 538 пин те 002 тенкĕ, çынсен тÿпи – 163 пин тенкĕ ытла. Шуркассинче те çак ĕçех тумалла. Ĕç хакĕ 2 млн та 601 пин тенкĕ ытла. Регион бюджетĕнчен – 1 млн та 482 пин те 786 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 858 пин те 455 тенкĕ, çынсенчен 260 пин те 137 тенкĕ пухнă. Милютакассисем пĕве тасатаççĕ, хăтлăх кĕртеççĕ. Смета хакĕ 3 млн та 550 пин те 934 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 2 млн та 024 тенкĕ ытла уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 171 пин те 808 тенкĕ, халăх тÿпи – 355 пин те 093 тенкĕ. Ярапайкассинчи пĕве таврашне тирпейлемелле. Проект 3 млн та 786 пин те 809 тенкĕлĕх. Республика бюджетĕнчен 2 млн та 158 пин тенкĕ куçараççĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 249 пин те 647 тенкĕ, çынсенчен 378 пин те 681 тенкĕ пухнă. Иштерекпе Сыпай ялне пĕрлештерекен çула юсаса такăрлатмалла. Ĕçе 6 млн та 476 пин те 986 тенкĕлĕх пурнăçламалла. Регионтан 3 млн тенкĕ ытла уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн тенкĕ ытла, çынсен тÿпи – 647 пин тенкĕ. Сыпайра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата пуç хунă салтаксене халалланă монумент пулмалла. Ĕç хакĕ 2 млн та 702 пин те 351 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 540 пин те 340 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 891 пин те 776 тенкĕ, çынсенчен 270 пин те 235 тенкĕ пухнă. Елачара пĕве таврашне тирпейлемелли проект 2 млн та 386 пин те 465 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 360 пин тенкĕ ытла. Вырăнти бюджетран – 787 пин те 533 тенкĕ, халăхран – 236 пин те 645 тенкĕ.

Ярославка территори пайĕнче – 3 проект. Иртнĕ çул та çапла пулнă. Нискассинчи çăвана йĕркене кĕртмелле. Ĕç хакĕ 1 млн та 502 пин те 910 тенкĕ. Регионтан – 856 пин те 658 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 480 пин те 931 тенкĕ, çынсенчен 165 пин те 320 тенкĕ пухнă. Елшикри Светлая, Южная, Новая урамсенчи тулашри çыхăну сечĕсене упрас меоприятисене туса ирттермелле. Ĕç хакĕ 1 млн тенкĕ ытла. Республика бюджетĕнчен – 570 тенкĕ ытла. Вырăнти бюджетран – 300 пин тенкĕ ытла, çынсенчен 100 пин тенкĕ ытла пухнă. Чемейри çăвана йĕркене кĕртмелле. Проект 1 млн та 481 пин те 191 тенкĕлĕх. Регион бюджетĕнчен – 844 пин тенкĕ ытла. Вырăнти бюджетран – 473 пин тенкĕ ытла, халăх тÿпи – 162 пин тенкĕ ытла.

Пĕтĕмпе вара округра 83 проект пурнăçланмалла. Çак объектсенчи ĕç валли пĕтĕмпе 297 млн та 812 пин те 569 тенкĕ кирлĕ. Республика бюджетĕнчен 169 млн та 753 пин те 164 тенкĕ уйăрма палăртнă, вырăнти бюджетран – 98 млн та 238 пин те 258 тенкĕ, çынсенчен 29 млн та 821 пин те 146 тенкĕ пухнă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6