Ăçта вăл хĕллехи витамин?

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 13:33 Просмотров: 78

Ял çынни те, ыттисем пекех, хĕл кунĕсене тĕплĕ хатĕрленет. Çакăн сăлтавĕ те пур. Сивĕ вăхăт çитнĕ май çут çанталăк çеç мар, пирĕн организм та хăйĕн ĕçне улшăнусем кĕртет. Хĕвеллĕ ăшă кунсем сахалланнă май хĕлле сивĕ çил уйрăмах кастарса вĕрет. Çапла вара уçă сывлăшра уçăлса çÿрес вăхăт та сахалланать. Ăна кура тĕрĕс мар апатланни, инфекцисем вăй илни çыннăн иммунитетне курăмлă вăйсăрлатаççĕ. Апла пулсан хĕл кунĕсенче хамăра тĕреклĕ, таса-сывă тытас тесен урама уçăлма тухаканăн чи малтанах мĕн çимелли пирки шутламалла?

Кун вăрăмланма пуçларĕ. Апла пулин те хĕвел çути сахал-ха. Ăна шута илсе çынсен пĕр пайĕ çак вăхăтра Д витамин çителĕксĕррипе аптăрать. Асăннă лару-тăрăва апат-çимĕç пулăшăвĕпе саплаштарма пулать. Д витамин треска пулăра, вăлчара, сĕт продукчĕсенче (сĕт, сыр тата услам çу), чăх çăмартинче нумай пулнине шута илĕр. Çак апат-çимĕçе кулленхи рациона кĕртни ÿт тĕсĕпе юн пусăмĕ çине ырă витĕм кÿнине тата иммунитета çирĕплетнине асра тытăр. Хĕллехи лайăх çимĕç шутне малтанах йÿçĕтнĕ купăстана кĕртмелле. Вăл паян кашнин алли айĕнчех пур. Палăртмалла, купăстари нумай витамин хĕлле те пĕтмест. Витамин вара унта сахал мар: В, С, К ушкăнри витаминсем, тĕрлĕ микроэлемент (цинк, тимĕр, кальципе кали т. ыт. те). Йÿçĕтнĕ вăхăтра купăста вар-хырăмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ органика кислотисемпе пу- янланать. Çуллахи вăхăтра янтăланă çимĕçсем хĕл кунĕсенче пирĕн организма кирлĕ витаминсемпе ытлă-çитлĕ тивĕçтерме пулăшни кашниншĕнех паллă. Сăмах кунта тăварланă çимĕçсемпе улма-çырла варенийĕсем пирки пымасть. Хĕл кунĕсенче усă курма шăнтса хунă çырласемпе типĕтнĕ курăк уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Шăнтнă чухне çырласен усăллă енĕсем çухалмаççĕ. Çапла вара çĕр çырли, хăмла çырли, чие çырли тата ыттисем те хăйсен тутисĕр пуçне микро- тата макроэлементсемпе пуян пулнипе паллă пулса тăраççĕ. Укроппа базилик тата петрушка типĕтсен те хăйсенче эфир çăвне упраса хăварнипе паллă. Çакна пĕлни вĕсене апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне ытти блюдăна та хушма май парать. Паян чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана кирек хăш магазинта та туянма пулать. Анчах çакна ан манăр, парникра ÿстернисенче витаминсем йăран çинче туса илнисенчен палăрмаллах сахал. Анчах çакă хĕллехи вăхăтра пахча çимĕçе рационтан кăлармаллине пĕлтермест. Апатлану тĕрлĕ енлĕ тата баланспа килĕшÿллĕ пулмалла. Наука палăртнă тăрăх, хĕл кунĕсенче çын хырăм выçнине çуллахинчен ытларах туять. Çакна шута илсе апатланура яланах аш-какай пулмалла. Унта çынна кирлĕ çусемпе белоксен виçи ытти çимĕçринчен шайлашуллăрах. Халĕ каланине шута илсе аш-какая малтан кăмакара пăшăхламалла. Мĕншĕн тесен шаритленĕ какайăн сиенĕ ытларах пулнине асра тытмалла. Ирхи апатра аш-какая тĕрлĕ пăтăпа çини усăллă пулнине ан манăр. Тĕслĕхрен, рис сирĕн организмран тĕрлĕ каяшпа токсинсене кăларма пулăшать, хура тул пăттинче вара тимĕр нумай. Ирхи чи лайăх апат – сĕлĕ пăтти. Вăл тутлăхлă та усăллă пулнăран сĕлĕ пăтти çинĕ хыççăн эсир чылай вăхăт выçлăха туймăр. Хĕл сиввинче организма ăшăтмалли чи меллĕ ен – пĕр порци вĕри чей ĕçни. Ăна шиповникран, мятăран, ытти типĕтнĕ курăкран хатĕрлесен аванрах пулать. Каçсерен корицăпа пĕрле кăштах гвоздика хушса хатĕрленĕ чей аван шутланать. Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатать, организма канма май парать. Каçсерен чейпе пĕрле сĕтел çинче типĕтнĕ улма-çырлапа мăйăр пулни аван шутланать. Вĕсенче сире кирлĕ йод, магни, Е витамин пур. Хĕл кунĕсенче те сĕтел çинчи рациона çуллахи пекех пуян тытма тăрăшмалла. Хăвăр канăва кăшт фантази хушсассăнах юнашар çынсене тутлă та усăллă апатпа хăналама пултаратăр.

Раççей Сывлăх сыхлав министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6