Çирĕп сывлăхпа савăнса пурăн

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 13:28 Просмотров: 79

Пирĕнтен кашниех тулли те телейлĕ пурнăçпа нумай çул киленсе пурăнассишĕн тăрăшать. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртессин уççи хамăр алăрах пулни пирки вара тепĕр чух аса илместпĕр. Çынсем харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплăха туйни вĕсем ăна çирĕплетессишĕн тăрăшнинчен, активлă пурнăç çулне суйласа илнинчен, сывлăха çирĕплетессипе тăрăшуллă ĕçленинчен, чиртен вăхăтра сыхланнинчен, медицинăн профилактика пулăшăвĕнчен пăрăнманнинчен пуçланать. Халĕ калани вăл тухтăрсем канаш панине пурнăçлани çеç мар, кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн вăхăтра хăй тăрăшни пулса тăрать.

Сывă пурнăç никĕсĕн виçĕ енĕ пирки самантлăха та ан манăр:

1. Сывă пурнăç йĕрки – çын ĕмĕрĕн ырлăх-пурлăх пуçламăшĕ. Ку вăл спортпа диета çеç мар, пурнăç философийĕ те. Кулленхи пурнăçра эпир мĕн çини çеç мар, мĕнле апатланни те пысăк вырăн йышăнать. Тĕллевлĕ, пĕлсе тата тулли кăмăлпа апатланни сирĕн организма тутлăхлă япаласене вырăнлă йышăнма пулăшать. Ку вăл тухтăрсем сĕнни çеç мар, çын хăй суйлавне тĕрĕс йĕркеленипе те çыхăннă. Манса ан кайăр, турилккере вăтамран çурри пахча çимĕç пулмалла, чĕрĕк пайне хутăш углеводсем йышăнмалла, ыттине – белоксем. Физкультура пирки мĕн шутлатăр тата? Кунта хăвăра спортзала хупса хумалла мар, ыттларах уçă сывлăшра уçăлса çÿремелле, ташăсем ташламалла, ачасемпе вылямалла.

2. Хăвăр сывлăха тăтăш тĕрĕслесе тăрăр. Ку вăл сирĕншĕн чи пысăк хÿтлĕх пулнине ан манăр. Тăтăш тĕрĕслеве çÿрени эсир вăйсăр пулнине пĕлтермест, хăвăр сывлăхшăн ытларах тăрăшнине çирĕплетет. Çак тĕллевпе тухтăрсем патне çеç çÿрени çителĕксĕр, хăвăр кĕлеткепе ÿт-пÿ мĕн ыйтнине вăхăтра пĕлме тăрăшăр. Çакна валли хăвăрт ывăннине, хăçан пуç ыратнине, ыйхă вĕçнине шута илсе пырăр.

3. Тухтăрсем эмел сĕннине çирĕп шута илни пурнăçра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Харпăр хăй тĕллĕн сипленни – хăрушă çул. Эмел ĕçиччен тухтăрпа канашлани, унăн сĕнĕвĕсемпе килĕшни питĕ вырăнлă пулнине ан манăр. Эмелсене вăхăтра ĕçнипе пĕрлех вĕсене тирпейлĕ упрасси те пысăк пĕлтерĕшлине кашнин асра тытмалла. Нумайăшĕ эмелсем хĕвел çутинче е пысăк температурăллă вырăнта нумай выртсан хăйсен пахалăхне çухатни пирки шута илмест. Çавăнпа та эмелсене ванна пÿлĕмĕнче, чÿрече умĕнче, хĕвел çинче нумай вăхăт тытассинчен кашнин асăрханмалла. Вĕсене упрамалли чи лайăх вырăн – ачасен аллисем çитмен сулхăн та тĕттĕм вырăн. Вăрăм ĕмĕрпе савăк пурнăçăн ансат вăрттăнлăхĕсем:

Пĕрремĕшĕ – вăрăм ĕмĕр, телейлĕ пурнăç пурăнас текенсен ыррине шанса пурăнма вĕренмелле. Кашни кунăн, хăвăр пурнăçланă кашни ĕçĕн ырă енĕсене асăрхама тăрăшăр, хăвăра ырă çынсемпе хупăрлăр, вĕсемпе ытларах хутшăнăр. Ку сире малалла çирĕп пăхма пулăшĕ.

Иккĕмĕшĕ – социаллă активлăх. Юлташсемпе, çывăх çынсемпе ытларах хутшăнни, обществăлла ĕçсенче хастар пулни çынсене хăйсем телейлĕрех пулнине туйма пулăшать. Çак ĕçсенче ыттисем сире ăнланни, тав туни – вăрăм ĕмĕр палли.

Виççĕмĕшĕ – тăтăш вĕренни. Яланах çĕннине алла илме, пурнăçпа кăсăкланма тăрăшăр. Çавна май сирĕн пуç тăтăш ĕçлени те ÿсĕм улшăнăвĕсене иккĕмĕш вырăна хăварма пулăшĕ.

Тăваттăмĕшĕ – канма хăнăхăр. Стресс – сывлăхăн тĕп тăшманĕ. Çавăнпа вăхăтра тата туллин канни сирĕн малашлăха шанса пăхмалли çула уçать. Каннă вăхăтра ытларах çут çанталăкра уçăлса çÿрени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăвăра хупăрлакан тăван тавралăхпа ытларах çывăх пулма тăрăшни сирĕн сывлăха ырă витĕм çеç кÿрĕ. Çавăнпа та хăвăр е çемьепе тăтăшах çут çанталăка тухма тăрăшни сирĕн сывлăхшăн пысăк усă çеç пулĕ тесе шутлатăп. Хăвăр сывлăхăр çине ытларах тимлĕх уйăрни сире вăрăм ĕмĕр пурăнма пулăшасси пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Сывлăха упрама ан ÿркенĕр çеç!

Светлана БОЛОДУРИНА, «Общество сывлăхĕпе медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин республикăри центрĕ» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6