Апатлану йĕркине куллен çирĕп пăхăнса пыни çынсен пурнăçри активлăхне тата сывлăхне тĕрĕс тытса пыма пулăшни пирки кашнийĕнех пĕлсе тăмалла.
1-мĕш правило. Апатланура сĕтел çинчи апат-çимĕç кашни кун тĕрлĕ пулмалла. Организма тутлăхлă пур япалапа та туллин тивĕçтерекен пĕр уйрăм продукт та çук. Çавăнпа та сывлăх хуралĕнче тăракансем апатлану рационне тĕрлĕрен апат-çимĕç продуктне кĕртме сĕнеççĕ: уйрăмах аш-какайпа сĕт-турăх, пахча çимĕçпе улма-çырла, тĕрлĕ кĕрпе, хура тата шурă çăкăр.
2-мĕш правило. Çĕр улмине шутламасăр кунсерен 400-шер грамран кая мар пахча çимĕçпе улма-çырла çиме тăрăшмалла. Пахча çимĕçпе улма-çырла пирĕн организма тĕрлĕ витаминпа, микроэлементсемпе, органика кислотисемпе тивĕçтерет. Вĕсен дефицичĕ чĕрен ишеми чирĕ аталанас хăрушлăха ÿстерет, онкологи чирĕн аталанăвне çул пама пултарать. Асăннă дефицита хĕл кунĕсенче улма-çырла, пахча çимĕç ытларах çинипе çĕнме пулать. Ку апат-çимĕç вар-хырăма та лайăхрах ĕçлеттерет, стрессене сирме пулăшать.
3-мĕш правило. Сĕт тата турăх-уйран çиессине кун йĕркинче тытăр. Кунсерен çу шайĕ сахал сĕт продукчĕсем çини пысăк усă панине ан манăр. Сĕт продукчĕсем сирĕн мышцăсемпе шăмăсене кирлĕ тулли пĕлтерĕшлĕ белокпа, кальципе пуянлатаççĕ. 4-мĕш правило. Апатланура тăтăшах пулăпа усă курма тăрăшăр. Пулăри çу кислотисем клеткăсен мембранисене çирĕплетеççĕ, юн пахалăхне ÿстереççĕ. 5-мĕш правило. Тăвар çиессине чакарăр. Эсир кунĕпе çиекен тăвар виçин, хатĕр продукцире пуррине шутласан, 1 чей кашăкĕнчен (5 милли- грамм) иртмелле мар. Çÿлерех асăннă ансат йĕркесене пăхăнни сирĕн сывлăха нумай çуллăха упрама пулăшĕ.
Ирина ВОЛКОВА, «Общество сывлăхĕпе медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин республикăри центрĕ» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.
Август 2026 |
