2026 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Хусанта «Хыпар» хаçата кăларма тытăннăранпа 120 çул çитрĕ.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршыв хыпарне чăвашла тухакан хаçатра вуласа пĕлес текен çын пайтах пулнă. «Хыпарăн» 1-мĕш номерĕнчи «Хаçат усси» статьяра çапла çырнă: «…Пире чăвашла хаçат кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир вырăсла пĕлместпĕр, вырăслине вуласан та ăнланмастпăр… Чăвашсем хăйсем чăвашла хаçатшăн çунаççĕ. Хаçатсăр пурăнма йывăртарах. Араб халăхĕ, йышлă мар пулин те, хăйĕн чĕлхипе темиçе хаçат кăларать. Хаçат тăрăх нумай пĕлеççĕ, нумай пĕлнĕрен пурнăçа пирĕн пек типĕ çăкăр çисе ирттермеççĕ, пирĕн пек хура пÿртре пурăнмаççĕ… Чехсем хаçат çук чухне пит начар пурăннă, хаçат тухнăранпа вĕсен шкулсем нумайланнă, пурнăçĕ аванланнă. Пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăрăн начар пурнăçа аванлатасчĕ…»
Чăвашла хаçат çынсен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнă. «Хаçат кирлĕ!» статьяра çакна уçăмлă палăртнă: «…Хут пĕлекен çынсем хаçата пит нумай вулама пуçларĕç… Вулав çуртĕнчи мĕнпур хаçата халĕ ăмăртса вулаççĕ. Тата кашни кÿршисене, хăйĕн çемйине вуласа кăтартма киле илсе каясшăн…» «Хыпар» çутта кăларакан, чăвашсене пĕрлештерекен, пĕлÿ паракан чи пĕлтерĕшлĕ çăл куç пулнă. «…Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăнаилме укçа çук. Тата хаçата вырăсла çырнă: кам вуласа тăнлантарĕ пире?» – теççĕ. Укçа çук тесе питех каламалла мар. Эрех ĕçес килсен пухăва пыратăр та çĕре виçĕ-тăватă тенкĕллех сутатăр, укçăра ĕçсе яратăр. Унпа хаçат илме пулатчĕ…» – çырать М-в автор «Чăвашсем хаçат çинчен калаçни» статйинче. «Хыпар»çынсене юлашки хыпарпа кăна паллаштарман, культурăпа вĕрентĕве те пысăк вырăн уйăрнă, чăваш çырулăхне вĕрентнĕ, сăвă-калав пичетленĕ, халăх çĕклекен ыйтусене сÿтсе явнă – чăвашсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă. Ун урлă вулакансем хăйсеншухăшĕсене пĕлтернĕ, вăл е ку ыйтăва çутатса пĕр-пĕрин патне хыпар çитернĕ. «…Николай Иванович чăвашсене вĕрентме пуçламан пулсан хаçата («Хыпара». – Ред.) чăвашла кăларасси пирки сăмах хускатма та çукчĕ…» – вулатăп «Хыпарти» «Николай Иванович Ильминский» статьяна. Кунта тĕнчипе паллă педагог вырăс мар халăхсене вĕрентмелли системăна ырласа çырнă: «…Самана лăпкă пултăр тесен йĕркеллĕ пурăнма тăрăшмалла, хамăршăн анчах мар, халăх уссишĕн тетăрăшас пулать…». Çавнашкал материал 1-мĕш номерте чылай. Чăвашсене хаçат пулăшнипе пĕлÿ илме чĕнсе каланă, пурнăçа мĕнле лайăхлатмаллине ăнлантарнă. Хресченĕн йывăр пурнăçĕпе, уйрăммăн илсен çĕрпе, çыхăннă ыйтусене хускатнă. «Хапрăксенче ĕçлекенсем» статьяра «Хыпара» кăларма пуçличченхи тапхăрта лайăхрах пурнăç шыраса Чулхулари завод фабрикăна ĕçлеме кайнă чăвашсен шăпи çинчен çырса кăтартнă. Чылайăшĕн тăван тăрăха каялла таврăнма тивнĕ, мĕншĕн тесен тĕрĕсмарлăх танатине лекнĕ, хĕсĕрленине чăтма йывăр пулнă. Статьяран шалу сахал панине, унпа пысăк хулара мĕнпур тăкака саплаштарайманнине, çынсен выçăллă, нушаллă пурăнма тивнине пĕлтернĕ. В. Димитриев «Йывăр çул» статйинчеРаççейри хура халăхпăлхавĕ çинчен çаплаçырать: «…Питĕрте, Мускавра тата ытти хулара вăрçаççĕ. Улпут ялĕсенче улпутсене çаратаççĕ, çурчĕсене çунтараççĕ,япалисене, тыррисене турттараççĕ, вăрманĕсене касаççĕ, выльăхĕсене пусаççĕ. Тата хăш-пĕр çĕрте пĕр ял çине тепĕр ял тапăнма пуçланă, пĕр ял çыннисемех пĕр-пĕринпе вăрçма тытăннă. Çапла пĕтĕм патшалăх пăлханнă…» Хура халăх пурнăçĕ йывăрланнă. Ăна çĕр кирлĕ пулнă, анчах пуянсен çĕрне хăйсем тĕллĕн туртса илейменнине, нихăçан та çĕр хуçи пулайманнине ăнланса илнĕ. «…Çĕре ирĕксĕрлесе туртса илме çук, епле те пулсан çĕре законпа илес пулать. Акă часах пысăк пуху пулмалла, вăл пухăва «Государственная Дума» теççĕ…» – вулатăп çÿлте палăртнă статьяра. Кунта чăвашсене çырулăха вĕрентме те чĕнсе каланă. «Суту-илÿ» статьяра Хусан, Чистай (Чистополь), Шупашкар хулисенчи лавккапа пасар хакĕсене тишкернĕ. «Халĕ мăнастирсем халăха усă кÿринччĕ!» статьяра манахсем улпутсем пек пуян пурăнманнине, ахаль халăх умĕнче хăйсене мăнна хуманнине палăртнă. Кунта Соловки мăнастирĕнчи Зосимăпа Савватий, Киевриçĕр пÿртре пурăннă Феодосий Печорский манахсенчен тата ытти сăваплă çынран ырă тĕслĕх илме сĕннĕ. Вĕсем йăваш пулнăран ахаль çынсем вĕсемпе канашланă, вĕсенчен ырра вĕреннĕ. Статьяра мăнастирсем пысăк усă панинепалăртнă. 1-мĕш номерте «Ку чухне хысна укçи ăçтан тупĕ-ши?» статья та пур. Унта Питĕрти ĕçсем çинчен çырса кăтартнă. Çак номер 1906 çулхи кăрлачăн 8 (21)-мĕшĕнче Хусанти тĕп типографире пичетленсе тухнă, хаçата чăвашсен паллă тĕпчевçи Николай Никольский никĕсленĕ. Вăл эрнере пĕр хут, кашни вырсарникун, 8 страницăпа 1907 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕччен тухса тăнă. «Хыпар» номерĕсемпе Чăваш Республикин Наци библиотекин «Кĕнеке палати» уйрăмĕнче паллашма пулать.
Галина ЕВЛАМПЬЕВА, Чăваш наци библиотекин «Кĕнеке палати» уйрăмĕн ĕçченĕ.
Август 2026 |
