Вар-хырăм çулĕн чирĕ – халăхра час-час тĕл пулакан чирсенчен пĕри. Вăл нумай çынна пăшăрхантарнине шута илсе паянхи калаçăва Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп гастроэнтерологне, республикăри клиника больницин врач-гастроэнтерологне Юлия ЦЫГАНОВĂНА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах.
– Малтанах Муркаш район хаçатне ку ыйтупаь сăмах хускатнăшăн тав тăватăп. Мĕншĕн тесен ытти чирпе пĕрлех пирĕн практикăра вар-хырăм çулĕн чирĕпе аптăракансем те йышлă тĕл пулаççĕ-ха. Çавăнпа та ку чир пирки хаçат вулакансем тĕплĕнрех пĕлни пĕрлехи усă çеç пулĕччĕ. Вар-хырăм çулĕнчи органсем тĕрĕс ĕçлени çын хăйне лайăх туйнин никĕсĕ пулса тăрать. Апла пулсан пăхса тухар-ха паян пирĕн апат-çимĕç ирĕлтерекен системăна йĕркеллĕ ĕçлесе пыма пулăшакан сывă йĕркесене.
Пĕрремĕшĕ – йĕркене пăхăнса апатланни.
Тĕрĕс суйласа илнĕ рацион – апат ирĕлтерекен системăн сывă енĕ. Çавăнпа та апатланура çак йĕркесене пăхăнса пыма сĕнетĕп:
– кулленхи апат-çимĕç тĕрлĕ енлĕ пултăр: менюра пахча çимĕç, улма-çырла, кĕрпесем, пулă, кайăк какайĕ тата сĕт-турăх продукчĕ кирлĕ;
– тутăлăх хатĕрĕсен балансне тытса пырăр: хăвăрăн апатланура белоксемпе углеводсем, çусем çителĕклĕ пулмаллине шута илĕр;
– фастфудпа çурма фабрикатсенчен пачах пăрăнăр: кунашкал çимĕçсем вар-хырăм çине сиенлĕ витĕм кÿрекен хутăшсемпе тата консервантсемпе пуян;
– вăтам виçеллĕ апатланма тăрăшăр: нумай çисе лартни вар-хырăм ĕçĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратать.
Иккĕмĕшĕ – апатлану режимне тытса пыни.
Çын организмĕ кулленхи практикăра апат-çимĕçе талăкăн хăш-пĕр вăхăтĕнче йышăнма хăнăхса çитет. Ку уншăн йĕркеллĕ пулăм. Çавăнппа та апатлану йĕркине çирĕп пăхăнса пыма тăрăшăр. Ăна талăкăн вăхăтне кура йĕркелесе пырăр. Ирхи апат тулли пултăр, кăнтăр апатне вăхăтра çийĕр, каçхи апат вара яланах çăмăл пултăр.
Виççĕмĕшĕ – шыв вăхăтра ĕçесси.
Шыв – вар- хырăмăн çывăх юлташĕ. Вар-хырăм йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен шыва кашни кун ытлă-çитлĕ ĕçмелле. Сĕнекен норма талăкне икĕ литра яхăн шутланать. Таса шыв шутне чей, кофе тата соксем кĕмеççĕ.
Тăваттăмĕшĕ – кулленхи физкультура активлăхĕ.
Çакă кашни çыннăн çирĕп кун йĕркинче пулмалла. Физкультура активлăхĕ вар-хырăм ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыма пулăшать. Кунта уйрăмах уçă сывлăшра çуран уçăлса çÿрени, шывра ишни, йога пысăк пулăшу параççĕ. Çак ĕçсенчи тĕп йĕрке – вăтам хăвăртлăх тата суйласа илнĕ спорт тĕсĕпе тăтăш туслă пулни.
Пиллĕкмĕшĕ – стреса ирттерме пĕлни.
Çак пулăм сирĕн организм ĕçĕ çине сиенлĕ витĕм кÿрет,апат-çимĕç ирĕлтересси таранах. Çавăнпа та стреслă лару-тăруран пăрăнма тăрăшăр, вăхăтра канма вĕренĕр. Асăннă йĕркесене пĕтĕмлетсе çапла калассăм килет: вĕсене пăхăнсан эсир хăвăр организм ĕçне, апат-çимĕç ирĕлтерессине палăрмаллах лайăхлатма пултаратăр. Ку вăл – çирĕп сывлăх никĕсĕ. Манса ан кайăр, сирĕн сывлăх – хăвăр алăра. Çавăнпа та ун пирки тăрăшассине кун йĕркинчен кăлармалли çук.
Август 2026 |
