Григорий Никитин Мăн Токшик ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă: виçĕ арçын ача тата икĕ хĕр ача. Ачасем ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, кĕçĕн çулсенчех пурте колхоза васканă, килте те пулăшса тăнă. «Пирĕн вăхăтрисен ачалăхĕ интереслех пулчĕ. Тупăшса ĕçленĕ хыççăн урама тухма та вăхăт тупнă. Пĕр-пĕринпе тупăшмалла вылянă, сăрт тăрăх ярăннă. Телевизор пулман, интернет, телефон мĕнне пĕлмен. Çапах та ачалăх нимĕнпе те япăх пулман пирĕн», – терĕ вăл.
Шкултан вĕренсе тухсан Григорий пĕр вăхăт Шупашкарти заводра ĕçленĕ. Унтанах çара тухса кайнă, Оренбург облаçĕнчи Бузулук хулинче сержантсен шкулĕнче вĕреннĕ. «1974 çулта кĕркунне пирĕн, разведка командине Германие илсе кайрĕç. Чăвашсем те нумаййăн пултăмăр ун чухне. Олимп ялĕнче хĕсметре тăтăм. 1936 çулта унта Олимп вăййисем пулнă, çавăнпа спортсменсем валли çуртсем çĕкленĕ. Вырăнĕ хитреччĕ. Вăрçăччен нимĕçсем хăйсен салтакĕсем валли тунă казармăра пурăнтăмăр эпир. Пĕр вĕçĕмех вĕренÿ ирттеретчĕç пирĕнпе», – калаçăвне тăсрĕ вăл. Григорийăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Берлинта вĕçленĕ. Унтан вара вăл 1947 çулта кăна тăван киле таврăннă. Григорийăн икĕ пиччĕшĕ те çарта пулнă, аслă пиччĕшĕ – Монголинче икĕ çул. Салтакран таврăнсан Григорий Никитин каллех пакунлă китель тăхăннă. Пĕр çул Шупашкарта милицинче ĕçленĕ. 1977 çулта Новосибирск хулине милици шкулне вĕренме кайнă. Унтан тухсан Муркашри шалти ĕçсен пайĕнче ОБХСС инспекторĕнче ĕçлеме тытăннă. «Патшалăх пурлăхне вăрлакансем те, спекулянтсем те пурччĕ. Суту-илÿ йĕркине те, бухгалтер ĕçне те ăнланмаллаччĕ тата темĕн те пĕлмеллеччĕ сотрудникăн», – тет вăл. Çав çулсенче Никитинсем килте çурт çĕкленĕ. Кăштах ура çине тăрсан вара Григорий хăйсен ялĕнчи хĕрпе, Валентина Ивановнăпа, çемье çавăрнă. Вăл та нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ун чухне икĕ-виçĕ ачаллă çемьесем сахал пулнă. Мăшăр ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Халĕ вĕсем хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Ачисемпе мăнукĕсем яла пулăшма килсех тăраççĕ. «Тата пире мĕн кирлĕ, мăнуксем пулсан эпир телейлĕ», – тет вăл. Григорий Борисович пенси çине тухас умĕн тăватă çул участковăйра тăрăшнă. Участковăйăн ĕçĕ вара питех те яваплă. Вырăнти çынсене лайăх пĕлсе тăмалла. Кам йĕркене пăсма пултарать, хăшĕ хăйне çемьере тытма пĕлмест, çаксене йăлтах шута илсе пымалла сотрудникăн. «Пирĕн вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн коллективне хисеплĕ çын, ĕçре пысăк ăсталăх пухнă Юрий Соловьев ертсе пыратчĕ. Унпа пĕр вăхăтра ĕçленисем ăна ырăпа аса илеççĕ. Вăл пире ĕçре те, пурнăçра та вĕрентсе пыратчĕ», – каласа парать ветеран. Григорий Никитин пенси çине тухсан вара обществăлла ĕçе пикеннĕ, депутат пулнă. 15 çул староста ĕçне пурнăçланă. Ялта ĕç нумай: тирпей-илем кĕртмелле, уявсем ирттермелле, çулне такăрлатмалла, интернетне кĕртмелле тата ытти те. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара ветеран сумлă çитмĕл çул тултарчĕ.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
