Çапла каларĕ çак ялта пурăнакан Галина Михайлова. Нумаях пулмасть Ахмане ялĕнче тăрăшуллă çынсем пурăннине илтрĕм эпĕ, çавăнпа та хĕл кунĕнче çуллахи илемпе тирпейлĕх пирки калаçар-ха терĕм. Манпа калаçма килĕшнĕ юлташ – Галина Михайлова уçă кăмăллă çын пулчĕ.
– Хамăр пурăнакан ял урамне тирпейлĕ тата илемлĕ курас килет, хĕлле-и вăл, çулла-и – яланах тирпейлĕ пултăр. Çынсен вара Ахманене килес килтĕр те каялла тухас та ан килтĕр, вăл хитре тăрăхра вырнаçнă. Мана ялта пурăнма питĕ килĕшет. Йĕри-тавра улăх-çаран, ял çумĕпе пысăк трасса иртет. Анчах та ял урамне тирпейлех тесех калас килмест-ха, ку енĕпе сахалтарах ĕçлетпĕр эпир вырăнсенче. Шупашкар хули çулсерен илемленсе пырать. Эпир, ял çыннисем, мĕнрен кайра? Ял урамĕ те тирпейлех пулмалла пек туйăнать мана. Ял – пирĕн çурт, ялти çуртсем – пирĕн пÿлĕмсем, ял урамĕ – пÿрт залĕ. Зал вара яланах хăтлă кирлĕ, – терĕ Галина Валерияновна. Çакна шута илсе вĕсем мăшăрĕпе Эдуард Михайловпа иккĕшĕ пĕр шухăшлă пулса ял пуçĕнче илемлĕ пĕчĕк парк уçас тенĕ. Ял пухăвĕнче вара çак шухăша çынсем патне çитернĕ, анчах та вĕсем ку ĕçе тÿрех хутшăнман. Михайловсем ăна пуçарнă, ĕç вырăнтан тапраннине кура çынсем те пулăшма тытăннă, хăйсен тÿпине хывнă. Михайловсем çак ĕçе хутшăннисене тав тăваççĕ. Пулас парк вырăнне чул муклашкисенчен, вĕлтĕренпе армутирен тасатнă. Мăшăрĕ икĕ кун хушшинче карта тытса пĕтернĕ, икĕ тенкел туса лартнă. Галина вара чечексем лартнă. Юнашарах кивелсе кайнă çăл пулнă, унăн картисене те сăрласа хитрелетнĕ. Урамри çутă юписене те шуратса тухнă. Ачасем вылямалли лаптăкри картана та шурă-кăвак сăрăпа сăрланă. Мăшăрĕ вара площадка тавра çитĕнсе кайнă курăка çулса тасатнă. Пĕрле тăрăшнăран куç тулли илем, çапла мар-и? Михайловсен кĕçĕн хĕрĕ Валерия аякра юлман, шăварма та, сăрлама та пулăшнă. Çакна та палăртса хăвармалла, Валерия Шупашкарти колледжра экологи енĕпе вĕренет.
– Парка «Росинка» тесе ят патăмăр. Мĕншĕн тесен эпир – Раççейĕн пĕчĕк пĕрчисем. Ял илемĕ вара кашни çын хăйĕн тĕлне тасатсан тата çапла пĕрле тухса ĕçлесен кăна хăтлă пулма пултарать. Урамра кил умĕсенче кирлĕ мар япала нумай выртать. Ку енĕпе территори пайĕн пуçлăхĕн çынсемпе ытларах калаçмалла тесе шухăшлатăп эпĕ. Пысăк автоçул çине тухакан çул айккипе çулсеренех май уйăхĕнче хĕл каçа пухăннă çÿпĕ-çапăна пуçтаратпăр эпир, яла пырса кĕнĕ çĕрте тирпейлĕ пултăр тетпĕр. Ял урамне тирпейлеме вара манăн сăлтавсем пулчĕç, пĕр енчен вăл – пирĕн тăван кил, çавăн пекех манăн тăван Андрей Петтоки çуралнăранпа кăçал 120 çул пулчĕ. Ăна халалланă палăк тавра тирпейлессине те хамăн яваплăх тесе шухăшлатăп эпĕ. А. Петтоки, паллах, тимлĕхе тивĕç, вырăнти хуçалăха ертсе пынă, çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă. Яла хăнасем те килеççĕ тесе шухăшларăм. Андрей Петтоки – манăн асаттен пиччĕшĕ. Асатте Василий Петухов та вырăнти колхоз председателĕ пулнă. Ял çумĕнче çынсемпе пĕрле лартнă Петухов вăрманĕ ешерет. Манăн атте вара Валериян Петухов ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта ĕçленĕ. Пурте вĕсем тăван тăрăхшăн тăрăшнă. Эпĕ те çак йăхран, çавăнпа та хамăн пĕчĕк çĕршывшăн манăн та тăрăшас килет. Çитес вăхăтри плансем те пысăк пирĕн, – терĕ Галина Михайлова.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
