Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан пыма, умри тĕллевсене пурнăçлама вырăнти влаç тата халăх тачă хутшăнса ĕçлени, пĕр-пĕрин ĕçне курса тăни, умри ыйтăвĕсене ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн муниципалитет округĕнче иртекен кашни информаци кунĕнчех куç умне тухать.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи пекех, пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕрлехи информаци кунне ирттерсе умра тăракан ыйтусене вырăнти халăхпа, округ ертÿçисемпе, депутатсемпе, республика представителĕсемпе пĕрле пулса сÿтсе яврĕç. Пирĕн округа ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Малтанах вĕсем округ администрацийĕнче граждансене йышăнчĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине конкретлă хуравсем пачĕç. Кун хыççăн информаци ушкăнĕ ĕçлĕ тĕл пулăва Чуманкасси территори пайне кайрĕ. Кунта та паян ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем сахал мар. Муниципалитет округĕнче çынсене йышăннă тата вырăнсенче халăхпа тĕл пулнă чухне ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов Çĕнĕ çул уявĕсенче пушар хăрушсăрлăхне малти вырăна кăлармаллине асăрхаттарчĕ. «Уяв кунĕсенче инкекрен сыхланасси паян кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Пурте пĕр-пĕрне ăнлансан çеç уяв кăмăллă иртĕ», – терĕ вăл пухăннисене инкек сăлтавĕсемпе паллаштарнă май вĕсенчен вăхăтра асăрханма сĕнсе. Чуманкассинчи вăтам шкулта информаци ушкăнĕ ирттернĕ калаçу тĕрлĕ енлĕ йĕркеленсе пычĕ. Патшалăх пушар хуралĕн Муркаш округĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Сорокин «хĕрлĕ автанран» сыхланасси пирки каласа пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Çĕнĕ çула хатĕрленнĕ май епле асăрхаттарусене çирĕп пăхăнмалли çинче чарăнса тăчĕ. Ирĕке кайнă вут-çулăм кăçал пирĕн округра пĕтĕмпе 4 миллион та 870 пин тенкĕлĕх пурлăха кĕллентернĕ. Çакă пĕчĕк çухату мар. Палăртнă инкек виçи ялта пурăнакансене, техникăпа ĕçлекенсене çирĕп шухăшлаттарма тивĕç. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников хăйĕн калаçăвĕнче ял çыннисем хăйсене ĕçпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ. Кунпа пĕрлех вăл ялта пурăнакансем пуçарулăх бюджечĕпе активлă ĕçленине палăртрĕ. Шăпах çак тăрăшулăх ялсенче пĕвесем тăвасси, урамсене шыв кĕртесси, пушар хăрушлăхĕпе кĕрешесси çине витĕм кÿни пирки каларĕ. Унăн сăмахĕнчен ку йĕрке муниципалитет округĕнче малашне те тĕп вырăнта пуласси палăрчĕ. Тĕл пулури калаçу республикăн кăçалхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ пирки те пулчĕ. Кунта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех уйрăм предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
– Ялта пурăнакан йывăрлăхсене парăнмасăр пурăнни ырă шанчăк çуратать. Çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пÿрт тумалла, йывăç лартмалла тата ача çуратса ÿстермелле. Çак ĕçсем йăлтах йĕркере пулсан, çĕршыв экономики те малалла утăмлĕ. Анчах çакăнта хăрушсăрлăх ыйтăвне иккĕмĕш вырăна хăвармалли çук, — терĕ пушар хăрушсăрлăх правилисене тăтăш пăхăнасси, автомашинăпа çÿрекенсен çул-йĕр правилисене пăсасран асăрханасси тĕп вырăнта пулмалли çинче чарăнса Сергей Павлов. Пĕрлехи калаçу халăх хушшинче физкультурăпа спорта аталантарасси, МФЦ услугисемпе анлăрах ĕçлесси, Пушкин карттипе пурнăçра тĕллевлĕ усă курасси çинчен те пулчĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панипе тĕл пулăва хутшăннисем кăмăллă юлчĕç.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
