Садри хĕллехи ĕçсем

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 11:12 Просмотров: 124

Раштав уйăхне кĕтĕмĕр. Хĕл çывхарнине систерсе малтанхи сивĕсем пуçланчĕç. Çанталăк условийĕсене кура таврари сывлăш температури те палăрмаллах улшăнчĕ, каçсерен самаях сивĕ ĕнтĕ. Çапах сывлăш температури ыранхи кунпа пурăнакан пахчаçăсене улмуççисене хĕле хатĕрлессипе ĕçлеме май парать. Мĕн тумалла-ха ку вăхăтра сад-пахчара? Çакăн пирки пулĕ пирĕн паянхи калаçу

Çимĕçсенчен пушаннă улма-çырла пахчисем çитес çул та тулăх пулччăр тесен вĕсем тĕлĕшпе кил хуçин паянах тимлĕ пулмалла. Пурнăçлакан ĕçсене çитес çулхи тухăçăн никĕсĕ тесе ĕçлемелле. Мĕн асра тытмалла халĕ пахчана тухаканăн? Кĕр кунĕ кашни пахчаçăшăн яваплă самант шутланать. Вăхăт иртнĕ май хĕл вăй илсе пырать: ир-каç сивĕтет, çил-тăман та вĕçтеркелет. Анчах çакă сад-пахча ăстисемшĕн ĕçсĕр тунсăхламаллине пĕлтермест. Çитес çул та улма-çырла сачĕсем пуян та тулăх çимĕçпе савăнтарччăр тесен хамăр опыта кура кил хуçин хĕл пуçламăшĕнчех сахал мар тăрăшмалла тесе асăрхаттарас килет. Кĕркунне кил хуçин улмуççисене минераллă е органикăллă удобренисемпе çĕр шăнтиччен апатлантарса хăварни вырăнлă шутланать. Килти хушма хуçалăхра пуян сад ĕрчетме кăмăл тăвакансем вăрлăх акса сыпмалли улмуççи хунавĕ çитĕнтереççĕ. Тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ çамрăк йывăçа сыпмалли мелсем те сахал мар. Акă, сăмахран, çуркунне çанталăк ăшăтнă май йывăçсен сĕткенĕ куçма пуçлать. Шăпах çак тапхăрта улмуççисене сыпса хăвармалла. Сыпма усă курмалли сапансене хĕл пуçламăшĕнче – раштав уйăхĕнчех – хатĕрлемелле. Эпĕ, тĕслĕхрен, сыпмалли сапансене малтанхи сивĕсем 8-10 градус пулнă хыççăнах хатĕрлеме тытăнатăп. Сортсене пăтраштарасран сапансене уйрăмшар çыхăсем тăватăп та вĕсем çумне пластмассăран е фанерăран хатĕрленĕ этикетка туса ун çине сапан сортне тата ăна хăçан хатĕрленине çырса хуратăп. Сапансене упрама ешчĕке вертикаллĕ вырнаçтаратăп. Вĕсем тавра нÿрĕ хăйăр е пăчăкă кĕрпи хуратăп. Ун хыççăн вĕсене нÿхрепре (0-3 градус ăшăра) упратăп. Сыпма усă курма хатĕрленĕ сапансем епле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ май вĕсен нÿрĕклĕхĕ пирки те манмастăп. Хăшĕсен кил хуçалăхра нÿхреп пулмасан та пултарать. Кун пек чухне хатĕрленĕ сапансене нÿрĕ шăлапирпе, ун хыççăн хутпа тата полиэтилен пленкăпа чĕркемелле те хутса ăшăтман çуртра упрамалла. Юр хулăн ÿкнĕ хыççăн вĕсене чĕркерен илсе пахчари кĕрт айне хумалла. Сапансем сахал чухне тепĕр ансат мелпе те усă курма пултаратăр. Сапансене малтан нÿрĕ пир-авăр татăкĕпе, кайран полиэтилен пленкăпа чĕркемелле. Хыççăн вĕсен çыххине сивĕтмĕше хумалла. Вĕсем епле упраннине вăхăтран вăхăта тĕрĕслесех тăмалла. Кирлĕ пулсан сапансене нÿретмелле. Енчен те вĕсем çинче кăвакăш асăрхасан, çыхăсене салтса сапансене тата пир-авăр татăкне сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Типĕтнĕ хыççăн нÿретнĕ сапансене малтанхи пекех чĕркесе сивĕтмĕше хумалла. Раштаври юр – хĕл илемĕ. Çавăн пекех вăл – сад-пахчана сивĕ çанталăкран хÿтĕлекенĕ те. Уçă сывлăшри температура самаях чакни уйрăмах çамрăк улмуççипе груша йывăççисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та вĕсене сивĕрен сыхласа хăварассишĕн хĕлĕпех тăрăшмалла. Уйрăмах сад-пахчара юр тытассипе ытларах вăй хумалла. Улмуççи вулли тавра юр купалани унăн тымарĕсене шăнса сиенленесрен хÿтĕлет. Хĕл каçнă тапхăрта çамрăк улмуççин вуллине шăшисем кăшласа пысăк сиен кÿме пултарнине те пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавăн пек сăтăр тунинчен хÿтĕленес тĕллевпе улмуççи вулли тавра хунă юра таптаса хытарни вырăнлă. Çак ĕçĕн витĕмлĕхне ÿстерме купаланă юр çине шыв сапни те лайăх – пăр айне шăши кĕреймест. Хĕл çитнĕ май сад-пахчара чиепе слива йывăççисене, хурлăханпа хăмла çырлине сивĕрен хÿтĕлеме те юрпах усă курма пулать. Нумай пахчаçă çапла тăвать те. Уйрăм сăмах иçĕм çырли пирки. Ăна ÿстерме кăмăллакансем ÿсен-тăрана сивĕрен хÿтĕлеме хĕле хатĕрленсе сахал мар тăрăшаççĕ. Апла пулин те хĕлле унăн тĕмми тавра юр хулăнрах хурса пусăрăнтарни ытлашши пулмĕ: иçĕм çырлине шартлама сивĕсем те хăрушă пулмĕç, шăшисем те кăшласа сиенлеймĕç. Эпир, ялта пурăнакансем, хамăрăн пахчара кĕркунне тĕрлĕрен пахча çимĕç культури акса-лартса хăваратпăр. Çитес çул йăрансем тулăх çимĕçпе савăнтарччăр, вăй хуни усăллă пултăр тесен вĕсене тата çĕр çырлине те хĕл пуçламăшĕнчех юрпа хупласси пирки манмалла мар. Улма-çырла сачĕпе ĕçлеме кăмăл тăвакансемпе тĕл пулсан вĕсенчен нумайăшĕ хамăр калаçура улмуççи турачĕсене иртесси пирки ыйту хускатать. Паллах, çак ĕçе çуркунне йывăç сĕткенĕ куçма тытăниччен пурнăçлама та пулать. Улмуççисене касса кĕскетес ĕçе унăн туратлă тăррине йĕркелес тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Ăна варахĕл кунĕнче те пурнăçлама юрать, мĕншĕн тесен халĕ йывăç суранĕсемпе çитменлĕхсене аванахасăрхама меллĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçе улмуççи çинчи хуçăлнă тата хăрнă туратсене касассинчен пуçăнмалла. Çимĕç тума пуçланă улмуççин шалалла ÿссе кĕнĕ ытлашши, çавăн пекех меллĕ вырнаçман е теприне йĕркеллĕ аталанса çимĕç пама чăрмав кÿрекен туратсене (волчок) пĕр шелсĕр касса иртмелле. Каснă турат е вулă çинчи сурана çийĕнчех сад варĕпе сĕрмелле. Вăл вара чиперех сипленет, мĕншĕн тесен хĕллехи сивĕ çанталăк йывăçа бактерирен тата кăмпа йышши чир-чĕртен сыхлама май парать. Улма-çырла йывăççин турачĕсене яланах сад çĕççипе е пăчăкăпа касмалла. Çак ĕçе пурнăçланă чух каснă вырăнта тĕмĕсем хăварма кирлĕ мар. Хĕле тĕплĕ хатĕрленĕ сад-пахча çитес çул та сире хăйĕн илемĕпе, пуянлăхĕпе савăнарасса шанатăп. Çанталăк сивĕтнĕ май хамăр тăрăха хĕл каçма юлнă çунатлă туссем пирки те манма юрамасть. Вĕсене валли сад-пахчара сырăшсем туса çакса памалла, апатланма тĕрлĕрен кĕрпе, çăкăр- батон е хĕвел çаврăнăш вăррине тата ыттине те хурса пама юрать.

Александр ШАРИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6