Хамăр çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсен паттăрлăхне асра тытасси, ăна ăруран ăрăва куçарса пырасси пирĕн халăхăмăрăн ырă енĕсенчен пĕри пулса тăрать. «Аттесемпе аслă асаттесен 1941–1945 çулсенчи паттăрлăхĕ умĕнче пит хĕретмерĕмĕр. Вăхăт çитсен хамăр та Тăван çĕршыв приказне пурнăçласа ума лартнă тĕллевсене вĕçне çити пурнăçлама вăрçă хирне тухрăмăр. Çавăнпа та паян эпир çамрăк ăру умĕнче пуç усса тăмастпăр, куçсене айккалла тартмастпăр», – аса илчĕ действительнăй çар службине Афганистанра ирттерсе таврăннă Николай Зайцев интернационалист-салтак. Кунта вăл чылай юлташ-салтак приказа туллин пурнăçласа ашшĕ-амăшĕ патне сывă таврăнайманни пирки те каларĕ. Сăн ÿкерчĕксен выставкине уçма пухăннисем инçетри çĕршывра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăрса пуç тайрĕç.
Иртнĕ эрнекун, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче, интернационалист-салтаксен Муркаш муниципалитет округĕнчи канашĕн пайташĕсем, Мари Республикинчен тата Шупашкартан килнĕ хăнасем Калайкассинчи вăтам шкулта Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнисене халалланă фотовыставкăна уçма хутшăнчĕç. Хăнасем тĕрлĕ кĕтесрен пулнăран шкул ачисемпе ирттернĕ паттăрлăх урокĕсем те интереслĕ пулчĕç. Кунта мирлĕ вăхăтра çапăçу хирне тухнисен туслăх вăйĕ пысăк пулни палăрчĕ. Çакна паян шкулта вĕренекенсем те асăрхарĕç.
– Паттăрлăх манăçмасть. Интернационалистсалтаксен муниципалитет округĕнчи канашĕ пирĕн патăмăрта яланах кĕтнĕ хăна пулнине эпир пытармастпăр. Хамăр патăмăрта вырнаçнă вĕсен пысăк музейне çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ памалли çирĕп никĕс тесе йышăнатпăр. Шкулта вĕренекенсене унпа тăтăш паллаштарса çĕршыва юрăхлă ÿстерессине тĕп вырăнта тытатпăр», – терĕ шкул ертÿçи Татьяна Ершова. Хăнасем музей ĕçĕпе тĕплĕ паллашрĕç, пĕр йыша пухăнса сăн ÿкерĕнчĕç (сăн ÿкерчĕкре). Вĕсемпе ирттернĕ патриотизм калаçăвĕ те ачасемшĕн кăсăклă пулни курăнчĕ. Шкулăн паянхи пурнăçĕпе директор çумĕ Эльвира Портнова паллаштарчĕ. Эльвира Владимировна пĕрлехи ĕçре çарпа патриотизм воспитанийĕ тĕп вырăнта тăнине палăртрĕ. «Муркаш округĕнчи 5 каччă – Григорий Алексеевич Алексеев, Яков Анисимович Анисимов, Борис Михайлович Васильев, Алексей Иванович Воробьев, Илья Григорьевич Мешаков – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Александр Артемьевич Быков вара çапăçу хирĕнчи хăюлăхшăн Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Çак паттăрлăха халĕ муркашсем ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ. Паянхи пурнăçра та пирĕн округра çуралса ÿснĕ яш-кĕрĕм йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасть. Çакна интернационалист-салтаксен паттăрлăхĕ те туллин çирĕплетет. Афганистанри тата Чечен Республикинчи çар операцийĕсене хутшăннă çамрăксем аслă ăрурисем умĕнче пит хĕретмерĕç. Николай Валерьевич Смирнов интернационалист-салтак çар служби хыççăн контрактпа çар ретне тăрса чикĕ хÿтĕлевĕнче (вилнĕ хыççăн), Евгений Германович Борисов Чечен Республикинчи çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса Раççей Геройĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем паян – ÿсекен çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх», – терĕ вăл.
– Кам-ха вăл герой? – ачасене куçран тинкерсе ыйтрĕ шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ Евгений Макаров. – Ман шутпа, хуравĕ ансат. Герой вăл çамрăклăха Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе ирттернĕ çын. Паян ятарлă çар операцийĕнче пирĕн лăпкă пурнăçшăн юн тăкакансем те – чăн-чăн геройсем. Пирĕн вĕсене кашнине пĕлмелле. Калайкассинчи музей ĕçне Марий Эл Республикинчен килнĕ Александр Петров салтак-интернационалист та пысăк хак пачĕ. «Кунашкал музейăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Тавах сире ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăма пултарнишĕн. Ку музейра пулнă кашни çамрăк çĕршыва çирĕпрех юратма пуçласси пирки пирĕн пĕр иккĕленÿ те çук», – терĕ вăл асăннă вăтам шкул коллективĕн ĕçне хак парса. Аслă ăрури салтаксенчен ветерансен юхăмне активлă хутшăнакансене пирĕн çарсене Афганистанран кăларнăранпа 35 çул çитнĕ ятпа медальсемпе наградăларĕç. Çак чыса Афганистан вăрçин ветеранĕсем Николай Зайцевпа Сергей Кириллов та тивĕçрĕç. Муркаш муниципалитет округĕ – Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн уйрăлми пайĕ. Çакна кунта пурăнакансем, Муркаш енрен тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата хамăр тăрăхра вăй хуракансем, Тăван çĕршыва сыхлакансем хăйсен кулленхи ĕçĕпе, службăри паттăрлăхĕпе çирĕплетсе пыраççĕ. Арçынсем хăйсене çĕршыв сыхлавĕнче службăра тăнипе телейлĕ тесе шутлаççĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне илсе çитерчĕç хамăрăн калаçăва Муркаш ентешĕсем.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
