«Çĕр çул хушшинче мĕн кăна курмарăм пулĕ эпĕ»

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 10:24 Просмотров: 81

Çапла каларĕ Шомик ялĕнче пурăнакан Клавдия Портнова. Декабрĕн 8-мĕшĕнче вăл сумлă çĕр çул тултарчĕ. Эпĕ ун патне юбилей кунĕ умĕн çитсе килтĕм. Пĕрре пăхсах вăл хăйĕн çулĕнчен самай çамрăкрах курăнчĕ. Умĕнчи сĕтел çинче район хаçачĕ выртатчĕ, эпĕ хаçат çине пăхнине курса ăшă сăн-питлĕ кинемей ăна алла илчĕ.

– Район хаçачĕсĕр пурăнмастăп эпĕ, ăна вуласан пуç ытларах шухăшлать, вăхăчĕ те хăвăрт иртет, – терĕ вăл. Çулĕ унăн самай пулсан та манпа кинемей ăс-тăнпа çирĕппĕн калаçрĕ, ачалăхран пуçласа ĕмĕр тăршшĕне аса илчĕ. «Ман нуштана итле. Ман ĕмĕр пирки каласа та, çырса та пĕтерес çук. Çĕр çул хушшинче мĕн кăна курмарăм пулĕ эпĕ», – терĕ вăл мана пукан çине ларма сĕнсе. Чăн та васкамарăм, ăна хирĕçлемесĕр итлесе лартăм. Клавдия Владимировна Шомик ялĕнче çуралнă, виçĕ ачаллă çемьере ÿснĕ, унсăр пуçне Феропонт тата Николай пулнă. Амăшне Татьяна тесе чĕннĕ, вăл урине ыраттарнăран уксахласа утнă, ăна ялта уксах Татьян тенĕ. Ашшĕ Владимир ятлă пулнă, Граждан вăрçине хутшăннă, киле таврăннă чухне алăри икĕ пÿрни татăк пулнă унăн. «Киле килсен вăл Чапаев юррисене юрланине астăватăп. Атте пире çăпата туса паратчĕ, эпĕ те çак ĕçе вĕренес терĕм. «Сана мĕн тума кирлĕ вăл?» – терĕ атте. Вара ку ĕçе вĕренме тăрăшмарăм эпĕ. Куками хăйĕн хĕвĕнчен мăйăр пысăкăш сахăр катăкĕ кăларса панине астăватăп, вăл пĕчĕк кăна пулин те питĕ тутлăн туйăнатчĕ. Çĕрĕк çĕр улмине те нумай пуçтарса çисе», – калаçăвне тăсрĕ вăл.

Хĕр ачана шкулта виçĕ класлă пĕлÿ илме анчах тивнĕ. Тăван амăшĕ çамрăклах, 24 çулта вилнĕ, унăн сăнĕ те асра юлман Клавдия куç умĕнче. Тăван мар амăшĕпе пурăнма тивнĕ унăн. Вăл вара хĕр ачана шкулта вĕрентесшĕн пулман, килте ĕçлемелле тенĕ. Тантăшĕсем ялти шкула вĕренме кайнă. Амăшĕ хĕр ачана пĕрмай ятлаçнă. Шкула тухса кайиччен ача ĕне тăрантарса килнĕ, каçхине лаша çитерме кайнă, шăллĕне те пăхнă. Пиччĕшĕ вара каярах вĕреннĕ çын пулнă, учительте ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем пирки, паллах, аса илмесĕр хăвармарĕ кинемей.

– Вăрçă пуçланнă терĕç. Урамра çынсем таçта васкаççĕ, хыттăн калаçаççĕ. Эпĕ ун чухне пĕчĕк ача мар, мĕн пулса иртнине йăлтах ăнланнă. Кашни кунах арçынсене фронта илсе кайма пуçларĕç. Ялта юлнисем валли те ĕç сахал мар пулчĕ, таçта та çитнĕ, тем те ĕçленĕ. Çĕмĕрле тата Çармăсри Виçимер ялĕнче вăрман каснă çĕрте нушаланса пурăнтăмăр. Эпир, пĕр партие пухăннисем, нумаййăн кайнине астăватăп, пĕр ялтан анчах илсе кайман вĕт. Килтен тăхăнмалли, çимелли те темех парса ярайман ĕнтĕ. Çăпати хăй шăнса ларать, çĕтĕлсе, час татăлса ларса юлать, ал-урана самай шăнтса яраттăмăрччĕ. Тарăн юр ашса йывăç касаттăмăр. Алă пăчăкипе каснă, пур чухне те çивĕч пулмасть вăл, пĕтĕм вăйран сĕреттĕмĕр. Йывăççисем час пĕр-пĕрин çумне хирĕнсе ларатчĕç, тĕрĕс ÿкерме те пĕлместпĕр. Макăрни те сахал мар пулнă. Виçепе касмаллаччĕ, план параççĕччĕ. Хатĕр йывăçа, вутта пуйăс çине тиесе янă. Пуйăс çитнĕ тĕле план панине хатĕрлесе çитермелле пулнă, пуйăс вара нумай кĕтсе тăмасть. Хваттерте пурăннă вăхăтра ĕç хыççăн вутă хутса ăшăнма, апат ăшăтса çиме, типшĕнме çурăм çине хăрăк хуçса çакаттăмăрччĕ. Çапла нушаланса пурăнчĕç совет çыннисем, çапах та тăшмана çапса аркатрĕç пирĕн салтаксем, тыл пĕрле тăрăшнипе. Мĕнпур тырра йăлтах фронта ăсатнă. Ĕçлекенсене виçеллĕ анчах паратчĕç. Килте те çимелли начарччĕ, фронта валли чылай пухмаллаччĕ. Халĕ тырă вырнине пăхсан тĕлĕнсе каймалла, мĕн чухлĕ тырă пучахĕ выртса юлать уйра. Ун чухне кашни пучахне пуçтарса илсе, ку ĕçре ачасем те чух пулнă. Ĕçленĕ хушăрах тырра ывăçпа илсе çăвара хыпаттăмăр. Кăнтăрла халăх колхозра ĕçлетчĕ, каçхине фронт валли ал ĕçĕ тăватчĕ. Ĕçленĕ хушăрах ывăнса çитнипе куç хупăнса ларни те пулатчĕ. Вăрçă пĕтнĕ тесе калаçма пуçларĕç, савăнакан та пур, хуйхăракан та пур. Камăн киле салтак чĕрĕ таврăннă – вĕсем савăннă ĕнтĕ. Пĕр килтен виçĕ е ытларах çын вилни те пулнă вĕт, вĕсем мĕнле чăтнă-ши? – çапларах пулчĕ хурлăхлă аса илÿ. Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă, теççĕ халăхра. Клавдия çак ялтах çемьеленсе пурăннă, 29 çулта мăшăрланнă. Упăшки Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Клавдия Владимировна ĕç ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Хальхи пурнăçпа вара вăл кăмăллă. «Пурнă c лайăх, çимелли-тăхăнмалли çителĕклех. Ачасем лайăх пăхаççĕ мана, пÿрчĕ ăшă, Володя ывăлăн çемйипе пурăнатăп. Володьăпа Людмила кин те пенсире халĕ. Эпĕ хам виçĕ ача ÿстертĕм. Мăнуксем пиллĕкĕн, кĕçĕн мăнуксем вуннăн», – терĕ вăл хĕпĕртенине палăртса.

Клавдия Портновăна сумлă юбилей ячĕпе Катькас территори пайĕн ертÿçи Светлана Макарова саламларĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6