«Эпĕ пурнăçра хамăн вырăна тупрăм»

Категория: Общество Опубликовано: 12.12.2025, 10:15 Просмотров: 105

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Мускав хулинче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ масштаблă проектăн – «МедиаПоле» наци премийĕн – финалисчĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Вăл шутра Итакачкассинчи Валерий Егоров фермер та пулчĕ.

– Эпĕ кăçал Хусан хулинче Раççей Ял хуçалăх банкĕ йĕркеленĕ агротуризм çул çÿревĕнче пулнăччĕ, виçĕ кунлă вĕренÿ иртрĕ. Эпĕ унта пĕлĕше хамăн фермер хуçалăхĕнчи ĕçпе çыхăннă видеоролика кăтартрăм. Пĕрре пăхсах вăл ăна килĕштерчĕ. «Ку видеона эс «МедиаПоле» наци премине ярса пар», – терĕ мана. Тĕрĕссипе эпир иккĕн те хамăрăн ĕçсене çавăнта ятăмăр. Интереслĕ пулса тухрĕ, конкурс комиссийĕ манăн ĕç финала тухма тивĕçнине тата финал Мускавра иртессине пĕлтерчĕ, шел, юлташ ятне вара асăнмарĕç. Конкурса пĕтĕмпе Раççейри 79 регионтан 1583 заявка тăратнă. Чăваш Ентен 4 пултăмăр эпир, Раççейрен – 100 çын. Çырла ÿстерессипе ĕçлекен агроблогер эпĕ кăна пултăм пулас. Унта хутшăнакансен профессийĕ тĕрлĕрен, анчах та тĕллевĕ пурин те пĕрре – агропромышленность комплексне аталантарас тени. Кăсăкли Мускавра чылай пулчĕ. Пĕрремĕш кун «Россия» наци центрĕнче çĕршыв тăрăх çул çÿревре пултăмăр, тĕслĕхрен, Атăл çи федераци тата ытти округ ĕçĕпе паллашрăмăр. Кавказпа Байкал, Атăл тăрăхĕн илемĕсене курса тĕлĕнтĕм эпĕ. Унта тĕрлĕ халăх наци тĕррисене, орнаментсене тата ытти ĕçе курма май килчĕ. Пурне асăнса та пĕтереес çук. Пирĕн иккĕмĕш кун «Кибердом» диджитал уçлăхра иртрĕ, финал пулчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан – эпĕ питĕ савăнтăм çавăнта кайса килнишĕн, паллах, çĕнтерÿçĕ шутĕнче мар пулсан та. Мускава кайса килни, паллах, манăн асра чылайччен юлĕ: кăсăклă тĕл пулусем, экскурсисем, калаçусем, вĕренÿ. Çак конкурса ял хуçалăх отраслĕпе çыхăннă блогерсем, режиссерсем, журналистсем тата ыттисем йышлăн хутшăнчĕç, çамрăксем кăна мар, аслисем те пулчĕç. Призлă вырăнсенче çамрăксем ытларах. Эпĕ икĕ çул çырла ÿстерессипе хамăн агроблока тытса пыратăп. Продукцие реализацилесси тата ытти инофрмаци манăн йăлтах унта. Эпĕ специальноçа вара автомеханик, электрогазосварщик енĕпе илнĕ, çавăн пекех повар та. Пурнăç вара теме те вĕрентет. Çырла ÿстересси – пирĕн йăхран куçакан ĕç. Асатте çырла ÿстерессипе тăрăшнă, ача чухне, паллах, эпĕ те унта пулăшнă. Çырла татма вара ирех тăмаллаччĕ. Атте ун чухне милиционерччĕ. Асатте пурнăçран уйрăлсан вара çак ĕçе атте хăйĕн çине илчĕ, асатте ĕçне малалла аталантарма пуçларĕ. Паллах, мана та атте-анне унта хутшăнма, хам ĕçе йĕркелеме ыйтрĕ. Эпĕ, хулара çуралса çитĕннĕскер, ялта тата çĕр çинче çапла ĕçлесе пурăнасси пирки нихăçан та шухăшламан. Чи малтанах ку ĕç модăра мар тата йывăр тесе шухăшланăччĕ. Çапах та хамăн çемьепе хамăр ята уйрăммăн ĕçлесе пăхрăмăр. Пуçланишĕн ÿкĕнменстĕп. Хĕлле хамăн çемьепе хулара пурăнатпăр пулсан, çуркунне вара яла куçса килетпĕр, мĕн хура кĕркуннечченех çĕр çинче ĕçлетпĕр, – терĕ Валера. Иртнĕ çул вара Валера хăйĕн фермер хуçалăхне аталантарма 4 миллион тенкĕлĕх «Перспектива» гранта тивĕ cрĕ Унсăр пуçне «Муркаш çырли» кооператива аталану тÿпи хывма – 1 миллион тенкĕ. Палăртса хăваратăп, асăннă фермер çак кооперативпа пĕрле ĕçлет. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕ 3 гектар çинче çĕр çырли ÿстерет. Патшалăх пулăшăвĕпе Валера Егоров çырла калчисем, тумламăн шăварса тăмалли оборудовани туяннă, кооперативпа пĕрле – Газель-рефрижератор. Ку питех те кирлĕ техника, çырлана халĕ вĕсем кÿршĕ регионсене турттараççĕ. Кооперативри çырла продукцийĕ Х5 компанин «Пятерочка», «Перекресток», «Чижик» суту-илÿ сечĕсенче сутăнма тытăнчĕ. Ку – питех те пысăк çитĕнÿ. Кооператив кăçалхи çулла çырла продукцийĕпе компанин Атăл çи тата Тĕп федераци округĕсенчи центрĕсене тивĕçтерсе тăчĕ. «Пирĕн кооператив – хăй ÿстернĕ çырлапа çавăн пек суту-илÿ сечĕсенче тухнă Раççейри пĕрремĕш агроагрегатор», – ĕçĕпе çапларах паллаштарать вăл. Продукци туса илмелли çырла сорчĕсем: ремонтантлă сорт, Азия, Априка, Мурана. Çавăн пекех алă тĕрлĕ сорт ытла калчалăх лартнă, классикăран пуçласа экзотика таранах. Вĕсен калчи Раççейĕпех саланать. Фермер шкулĕнче вĕренес плансем пур унăн, çырла лаптăкне çитес вăхăтра ÿстересшĕн. Паллах, çав хушăрах унăн çак ĕçсемпе хăйĕн агроблокĕнче паллаштарса тăмалла. Валера нумай ача ашшĕ. Çемьере виçĕ ача, мăшăрĕ – Милютакасси хĕрĕ. «Вăл мана пысăк парне туса пачĕ, манăн çуралнă кун пирĕн пĕрремĕш ача Ульяна çуралчĕ. Иккĕмĕш ача Лев вара унăн çуралнă кунĕнче çут тĕнчене килчĕ. Виççĕмĕшĕ – Роберт. Эпĕ пурнăçра хамăн вырăна тупрăм тесе шухăшлатăп, ĕçре те, çемьере те», – савăнăçлăн калаçрĕ вăл.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6