Çапла каларĕ Муркашра тĕпленме ĕлкĕрнĕ виçĕ ача амăшĕ, салтак амăшĕ Юлия Михайлова. Сăн ÿкерчĕкре ăна хăйĕн ал ĕçĕсемпе куратăр.
Çитес çул Чăваш Республикинче регион пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ тăрăх Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулать. Федераци шайĕнче – Раççейри халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕ. Çавна май çитес вăхăтра тĕрлĕ халăх туслăхĕ, нацисен пĕрлĕхĕ пирки ытларах калаçăпăр. Официаллă информаци тăрăх, Чăваш Енте 63,7 процент чăваш халăхĕ пурăнать, вырăссем – 30,7 процент, тутарсем – 2,7 процент, мордвасем – 0,7 процент, çармăссем – 0,3 процент, ытти халăх – 1,9 процент. Юлия Михайлова чăваш çĕрĕ çине – Муркаша – Днепропетровск облаçĕнчен 2014 çулта февраль уйăхĕнче куçса килнĕ. Паспорт тăрăх вăл вырăс çынни. «Украина чĕлхине лайăх пĕлетĕп, акăлчан тата нимĕç чĕлхисене те пĕлетĕп, паллах, майĕпен вĕсем халĕ манăçса пыраççĕ. Вырăсла аванах калаçатăп. Днепропетровск облаçĕнче пысăк металлурги заводĕнче ĕçлеттĕмччĕ, пысăках мар подразделение ертсе пыраттăмччĕ. Тĕп калаçу вырăсла пулнă. Ĕçри компьютер умĕнче ларнă чухне вара мана пĕррехинче пулас мăшăрпа паллашма тÿр килчĕ. Манăн электронлă почта çинче сăн ÿкерчĕк пурччĕ. Вăл юлташĕ патне ямалли çырăва йăнăшпа манăн ĕçри электронлă почта çине янă. Эпĕ ăна çырăва тĕрĕс мар янине пĕлтертĕм. Вăл вара тепĕр виçĕ кунтан пачах та йăнăшманнине çырса пĕлтерчĕ. Çапла çур çул хушши сăмах хыççăн сăмах çыртăмăр, ытларах чухне – çанталăк пирки. Вăл ман пата Украина çĕрĕ çине пырса курма ирĕк ыйтрĕ. Çапла çывăхарах паллашрăмăр эпир унпа, иккĕн те ытла çамрăк çынсемех марччĕ. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр, вăл мана хăйĕнпе пĕрле Чăваш Ене куçма сĕнчĕ. Ун чухне Украина территорийĕнче унта-кунта кăткăс лару-тăру пуçланнăччĕ, Луганскпа Донецкра – маларах та. Малтанах çакăн пирки эпир тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса та пĕтмен, ун пирки ытлах калаçмастчĕç те. Пысăк тата ĕмĕрлĕх йышăну тума çăмăлах пулмарĕ мана, çапах та чăваш çĕрĕ çине, тĕрĕсрех каласан – Муркаша – куçса килме килĕшрĕм. Таврара шап-шурă хулăн юрччĕ ун чухне. Эпĕ вара ку таранччен хамăн ĕмĕрте ун чухлĕ юр курман. Маншăн тĕлĕнмелле тата хăрамалла пекчĕ малтанах, хĕлле урамра хĕрлĕ питлĕ çынсем кĕрĕкпе тата çăматăпа утаççĕ. Эпир вара хĕлле те çăмăл тумпа кăна пурăннă, пирĕн патра пачах та сивĕ пулман. Раççей çĕрне эпĕ урăхларах тесе шухăшланă. Кунти пурнăçа хăнăхма çăмăл пулмарĕ мана малтанах, кунтине нимĕн те пĕлместĕп, хама космосри пек туйрăм. Урама тухма та хăраттăмччĕ. Мăшăрăн амăшĕ Людмила Ивановна Андреева мана ăшшăн йышăнчĕ. Кунти пурнăçа, апат-çимĕçе, йăла-йĕркене хăнăхтарчĕ, шел, йывăр чир ăна пурнăçран ытла та ир уйăрса кайрĕ. Маншăн çакă питех те пысăк çухату пулчĕ, унсăрăн пурăнма хăнăхма тиврĕ. Мăшăр «Сеспель» предприятие ĕçе васкатчĕ, вăл кунĕпех унта. Эпĕ килте пĕчченехчĕ. Март уйăхĕнче Муркаш урамне тухса куртăм. Эпĕ мăшăра мана вырăнти музея илсе кайма ыйтрăм. Чăваш тумне курса тĕлĕнтĕм унта. Эпĕ хам – наци тĕрĕçисен династийĕнчен, наци тĕррине упрассипе патшалăх грантне те тивĕçнĕ. Ачаранах тĕрĕ, çĕвĕ ĕçĕсене курса-пĕлсе ÿснĕ. Ку енĕпе пирĕн килте анне, асаннепе ватă асанне яланах вăйлă ĕçлесе пынă. Музейра пулса курнă хыççăн икĕ стиле пĕрлештерсе ЗАГСа мăшăрпа çырăнма кайма хамах хитре шурă тĕслĕ илемлетнĕ кĕпе çĕлерĕм. Пуçа чăваш тухйине тăхăнтăм. Людмила Ивановна мана чăваш ал ĕçĕсене те вĕрентме ĕлкĕрнĕччĕ. Манăн чăваш стилĕпе те ĕç нумай халĕ. Муркашри ал ĕç куравне, ку тĕлĕшри мероприятисене хутшăнма ĕлкĕртĕм эпĕ, саккассем те пур манăн халĕ», – çапла каласа пачĕ мана Юлия Александровна. Çапла вăхăт иртнĕ, халĕ Юльăпа Сергейăн çемьере икĕ ача. Унччен вара Юльăн Никита ятлă ывăл пулнă. Вăл халĕ ятарлă çар операцине хутшăнать, унта хăйĕн ирĕкĕпе кайнă, Харьков енче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет. «Ют çынсем пулмаççĕ, эпĕ çапла пĕтĕмлетрĕм. Çынна общество епле йышăнасси, паллах, хăйĕнчен килет. Манăн халĕ кунта юратнă çемье, юлташсем. Вĕсем маншăн – хамăн тăвансенчен те çывăх. Чăваш çĕрĕ – манăн тăван кил», – терĕ вăл калаçăва вĕçлесе.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
