Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усракансем час-часах биологи каяшне утилизацилесси пирки ыйту хускатаççĕ. Вăл нумай çĕрте çивĕч тăрать. Ку ыйтупа ăнлантару ĕçĕ ирттерме паян эпир хамăр тĕпеле муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан тухтăрне Татьяна КИСЕЛЕВĂНА чĕнтĕмĕр.
– Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекеншĕн тата ăна ĕрчетекеншĕн питех те кирлĕ ыйтăва хускатрăр эсир. Ялсенче ку тĕлĕшпе час-часах ăнланманлăх сиксе тухать. Ун çине саккун йĕркипе пăхсан никамшăн та ытлашши ыйту пулмалла мар. Выльăх-чĕрлĕх хуçи биологи каяшне утилизацилессине саккун йĕркелесе пырать. Унăн паянхи никĕсĕнче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин 2024 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче кун çути курнă 677 номерлĕ «Биологи каяшне пуçтарассипе, упрассипе, вырăнтан вырăна куçарассипе, утилизацилессипе тата тĕп тăвассипе ветеринари правилисем çирĕплетесси çинчен» приказĕ вăйра тăрать.
Мĕн-ха вăл биологи каяшĕ? Выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ апат-çимĕç тата чĕр-тавар продукцийĕ тирпейленĕ чух пулакан каяш шăпах çавăн йышне кĕрет. Вăл уйрăм тимлĕх ыйтать. Асăннă каяш вăтам хăрушлăх кăларса тăратаканни тата инфекци чирĕ те пуçарса яма пултаракан уйрăмах хăрушши пулать. Уйрăмах хăрушă каяш пире хупăрлакан тăван тавралăхшăн та, çынсен сывлăхĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл уйрăмах хăрушă чирсене çул пама пултарать. Ку шутра çĕпĕр язви, ящур, сыснасен африка чуми, урни чирĕ тата ытти те пулайраççĕ. Çÿлерех каланине шута илсе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе фермерсен çак йĕркене çирĕп пăхăнмалла:
1. Биологи каяшĕпе тăван тавралăха вараламалла мар.
2. Выльăх вилнине пĕлсен, вилĕ çурă е вилĕ пăру курсан кун пирки пĕр тăхтаса тăмасăр выльăх тухтăрне пĕлтермелле. Вăл лару-тăрупа паллашсан биологи каяшне утилизацилессине йĕркелет.
3. Биологи каяшне тирпейлеме е çунтарса яма илсе каяссишĕн выльăх-чĕрлĕх хуçи е хуçалăх ертÿçи яваплă пулса тăрать.
Чăваш Республикинче биологи каяшне Çĕрпÿри ветсанутильзаводра кăна тирпейлеççĕ. Çÿлерех каланине пĕтĕмлетсе çакна та асăрхаттаратăп:
– биологи каяшне çĕр чавса пытарма юрамасть;
– биологи каяшне уй-хире, çырма-çатрана, вăрмана, юхан шывсене кăларса пăрахма юрамасть;
– биологи каяшне çÿп-çап контейнерĕсене кăларса пăрахса вĕсене полигонсене илсе тухса пытарни те саккуна пăсни пулать.
Яваплăх
Биологи каяшне пуçтарас, тирпейлес, тĕп тăвас правилăсене пăсакансене Раççей Федерацийĕн КоАПĕпе явап тыттараççĕ:
уйрăм граждансене – 4-5 пин тенкĕ штраф;
ĕçри çынсене – 20-40 пин тенкĕ штраф;
юридици вăйĕнче тăмасăр предприниматель ĕçĕпе ĕçлекенсене – 40-50 пин тенкĕ штраф е вĕсен ĕçне административлă йĕркепе 90 талăкчен чарса лартма пултараççĕ;
юридици вăйĕнче тăракансене çÿлерех асăннă айăпшăн 500-700 пин тенкĕ штраф кĕтет е вĕсен ĕçне те административлă йĕркепе 90 талăкчен чарса лартма пултараççĕ.
Хисеплĕ граждансем! Кулленхи пурнăçра хуçалăхра пулакан биологи каяшне тăван тавралăха кăларса пăрахни çут çанталăка варалани çеç пулмасть, вăл çынсен сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.
Август 2026 |
