Йÿçĕтнĕ купăста

Категория: Общество Опубликовано: 05.12.2025, 10:29 Просмотров: 182

Пахчара кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май паян нумай кил хуçи хĕлле çиме йÿçĕтнĕ купăста хатĕрлет. Çав вăхăтрах вăл хăш енчен лайăх пулнипе кăсăкланакансем те пур. Пире те вăл интереслентернĕрен хурав шыраса Сарчакра пурăнакан Алексей СЕМЕНОВ пахчаçă-агрономпа çыхăнтăмăр. Алексей Семенович кĕске те ăнланмалла хурав пачĕ, купăстана хĕл валли тĕрлĕрен хатĕрлеме май пурри пирки каласа пачĕ.

Килти хушма хуçалăх тытакан пахча çимĕçе пуçтарса кĕртсе хĕле хатĕрленнĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл çимĕçсемпе сывлăхшăн усă пулма туллин усă курасси умра тăрать. Кунта эсир хускатнă пахча çимĕç те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ялта пурăнакан унпа тăтăшах туллин усă курать. Йÿçĕтнĕ купăста – витаминпа пуян лайăх апат-çимĕç. Пирĕн климат условийĕнче йÿçĕтнĕ купăста хĕллехи вăхăтра организма С витаминпа ытлă-çитлĕ тивĕçтерекен чи меллĕ çăл куç. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх тĕрĕс йÿçĕтнĕ купăстара С витамин хисепĕ лимонрипе танлашать. Йÿçĕтнĕ купăстана пĕçернĕ çĕр улмипе çисе курнă-и эсир? Хĕл кунĕсенче кунран пахарах апат тупаймăн та! Йÿçĕтнĕ купăстара усăллă енсене ытларах упраса хăварасси – кил хуçи хĕрарăмĕсен тĕп тĕллевĕ. Манмалла мар, çакна валли йÿçĕтнĕ купăстана малтан сивĕ çĕрте тытмалла, унта рассол шывĕ çителĕклĕ пулмалла. Йÿçĕтнĕ купăстана шăнтма та пулать. Анчах кун пек упранă чух вăл пĕр уйăхра С витамин виçине 10-15 процент çухатать. Шăнтнă купăстана ирĕлтерсе тепре шăнтас пулсан С витамин 30-40 процент çухалать. Йÿçĕтнĕ купăстана шывпа çума юрамасть: кун пек тусан унăн пĕтĕм пахалăхĕ юхса тухать. Йÿçĕтнĕ купăстана клюква, кишĕр, брусника, пан улми хушни С витамина ытларах упрама пулăшать. Купăстана йÿçĕтсен унри С, В2, РР витаминсем тата ытти усăллă япаласем рассола тухаççĕ. Çавăнпа та халăх медицининче иммунна системи хавшанă çынсене, аппетита лайăхлатма, гиповитаминоз чухне т.ыт. те йÿçĕтнĕ купăста рассолне ĕçме сĕнеççĕ. Ăна ăшăлла, апатланас умĕн е апатланнă вăхăтра çуршар стакан ĕçмелле. Шăл тунисем ыратнă чух унпа çăвара чÿхени те пысăк усă парать. Маринадланă купăста вара йÿçĕтнинчен катара тăрать. Мĕншĕн тесен маринадланă чух хушнă уксус усăллă бактерисене нумай пĕтерет.

Пыл хушмалла

Кĕр тата хĕл кунĕсем çитсен кил хуçи арăмĕсем купăстаран темĕн тĕрлĕ салатпа çимĕç хатĕрлеççĕ. Кун пек чухне вĕсен – кашнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Паян хаçат вулакансене купăстана çĕнĕ мелпе хатĕрлесе сĕтел çине лартасси пирки каласа парас терĕм. Купăстана вĕттĕн турамалла та 3 литр кĕрекен банкăна тултармалла. Ун çине рассол ямалла. Рассола вара çапла хатĕрлемелле: 3 литр банка валли 0,5 литр шыв илмелле те ăна вĕретмелле. Сивĕннĕ хыççăн унта 2 кашăк пыл тата пĕр кашăк тăвар ярса ирĕлтермелле. Хатĕр рассола купăста çине ямалла та банкăна хупласа лартмалла. 3 – 4 талăк иртсен купăстана çиме пултаратăр. Анчах кунта та хăйне май вăрттăнлăх пур. Çиме кăларсан купăстана тутлă пăрăç тата кăштах ыхрапа сухан тураса хушмалла, техĕмлетмелле. Тутлă пăрăçне вара банкăна маларахах ярса лартма та юрать. Витаминпа пуян купăста сирĕн сĕтеле пуянлатĕ, илемлетĕ тата вăрттăнлăх кÿрĕ. Сывлăхшăн та пысăк усă пулĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6