Чăваш Республикинчи 21 шкул хăйĕн ĕçĕпе «Школа высокой культуры оценивания» пахалăх паллине тивĕçнĕ. Ăна Раççейăн 81 регионĕнчи 970 вĕренÿ заведенийĕ илме пултарнă. Асăннă ят çак шкулсенче пĕлĕвĕн тĕрĕс те объективлă тата витĕр курăнакан палли пулнине çирĕплетет. Çавăн пек шкулсенчен пĕри вăл – пирĕн муниципалитет округĕнчи «Муркашри вăтам шкул» бюджет вĕренÿ учрежденийĕ те. Малашне вĕренÿпе тата вĕрентÿ ĕçĕпе тивĕçнĕ çак паллă асăннă вăтам шкул сайчĕн илемĕ пулĕ.
Пирĕн республикăн вĕренÿ министрĕ Д. Захаров каланă тăрăх, шкулсем тăвакан ÿсĕмсен никĕсĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк тĕкĕ пани, педагогсем тăрăшуллă пулни, вĕренекенсем малалла пăхни тата ашшĕ-амăшĕ тăтăшах пулăшса пыни тăрать. «Школа высокой культуры оценивания» пахалăх паллине 2025 çултан пуçласа унчченхи вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе параççĕ. Ку вăл шкулшăн курăмлă та таса, туллин хак памалли система пулса тăрать. «Школа высокой культуры оценивания» пахалăх паллине çакăншăн параççĕ тата вăл шкула хăйне евĕр хак парать:
1. Хаклав процедурисен объективлăхне тивĕçтерсен.
2. Вĕренÿ программисене тăтăш ала илсе пынин пысăк кăтартăвĕсене çирĕплетсен.
3. Хаклав мероприятийĕсене ирттернин стандарчĕсене пăхăнсан.
4. Вĕрентĕвĕн тулашри тата шалти пахалăхĕ шанчăк çуратсан.
Муркашри вăтам шкул вĕрентÿ процесĕн системăллă тытăмĕ шутланать. Ăна кунта педагогсен коллективĕн аталанăвне тăтăш лайăхлатса пыма, вĕренÿ пахалăхне ÿстерме тивĕçлĕ условисем тума тата шкул аталанăвĕн инноваци енне эффективлă реализацилеме йĕркелеççĕ. #сĕм çулĕпе пынă шкул кăçал Раççейри
«Пысăк культура хакне тивĕçнисен» йышне кĕчĕ. Шкулăн педагогика коллективĕ паянхи вĕренÿ технологийĕпе, наставниксемпе ĕçлессипе, физикăпа математика профильне аталантарса ачасене иртерех инженерипе пысăк технологи пĕлĕвне парассипе активлă усă курать. Педагогсен коллективĕ хăйĕн пысăк активлăхĕпе професси ÿсĕмне уççăн кăтартса парать. Учительсем тĕрлĕ конкурса («Учитель года», «Самый классный-классный») активлă хутшăнса хăйсене ырă енчен кăтартаççĕ. Ăна кура педагогсем хăйсен опытне Раççей шайĕнче кăтартаççĕ, наукăпа методика журналĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Çакă вĕсем вĕренÿ практикине тÿпе хывни пулать. Шкул вĕренÿ тата ĕç коллективĕсемпе партнер хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырать. Уйрăмах талантлă ачасемпе ĕçлессине шкул ялан тĕп вырăнта тытать. Тĕпчев тата проект ĕçĕсенче ачасене пулăшасси – наставниксемшĕн тĕп ĕç. Ачасене шкул хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме килĕшÿсем йĕркелесси – паян асăннă шкулта тĕп вырăнта. Шкул ачисем хăйсем ăнланса малашлăха утăм тăвасси – шкулта çирĕп йĕркеленнĕ ĕç. Вĕренÿ заведенийĕнче нумай шайлă профориентаци системи ĕçлет. Кунпа пĕрлех вăтам шкулта çарпа патриотизм ĕçĕ çÿллĕ шайра. Юлашки çулсенче шкулти «Родина» ВПК – çарпа патриотика вăййисенче республикăра та тăтăшах малтисен ретĕнче. Муркашри вăтам шкулта хушма пĕлÿ системи эффективлă ĕçлет. Вĕренекенсен 89 проценчĕ кружоксемпе секцисене çÿрет.
Ачасем хушма пĕлÿ илессипе те урок тулашĕнчи занятисене çÿреме кăмăл туни вĕсем хăйсен вĕрентекенĕсене шаннине пĕлтерет. Вĕрентекенсен 69 проценчĕ – хушма пĕлÿ педагогĕсем. Маларах каланине пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: шкулта пĕрлехи инноваци экосистеми ĕçлет. Шкул – ачасемшĕн ресурс центрĕ. Шкулти педагогсем – вĕрентекен профессионалсен активлă пĕрлĕхĕ. Çÿлерех калани масштаблă проектсене пурнăçлама, Шупашкарти коопераци институчĕпе ĕçлеме, пуçаруллă ачасене наставниксем çирĕплетсе пама, цифра технологийĕсемпе тата искусствăлла интеллектпа активлă усă курма, регион тата федераци шайĕнчи малта пыракан опыта алла илме май парать.
Анатолий ПЕТРОВ.
Август 2026 |
