Çак кунсенче Чăваш Ен халăх академикĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата ытти ят-сума тивĕçнĕ Евгений Ерагин сумлă 70 çул тултарчĕ.
Хисеплĕ çын чылай çул Калайкасси шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхи, тăван тăрăх культури вĕрентнĕ, чăвашлăха упрама, чăваш пулнипе хăпартланма хавхалантарнă. 1976 çултанпа тавралăха тĕпчессипе анлăн ĕçлеме пуçланă. Чăвашлăхшăн çунаканскер тĕп ĕçпе кăна çырлахман, хăйне пур енлĕ аталантарнă, несĕлсемпе кăсăкланнă, тĕпченĕ, ăслăлăх ĕçĕсем çырнă.
Вăл – чăваш халăх йăли-йĕрки, культури, ялсен историйĕ пирки кăларнă чылай кĕнекепе брошюра авторĕ. «История Моргаушского района» кĕнеке икĕ пайпа, «Моргаушский край» тата ытти кĕнеке кăларни аслă ăрушăн та, çамрăк ăрушăн та паха материал шутланать. Республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсенче унăн 50 яхăн статйи пичетленнĕ, чăваш этнокультурипе, йăли-йĕркипе программа хатĕрленĕ вăл. Çак ĕçсем чăвашлăхпа, тăван тăрăхпа çыхăннă. Паллă этнографпа историкăн ĕçĕсене республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, вĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Паха материалсем вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ăслăлăх енĕпе тăрăшакансене, вăл шутра студентсене те, усă курма питĕ вырăнлă. Унăн тăван тăрăх йăли-йĕркине, культурине тĕпчес, вĕрентес ăслăлăх ĕçĕсене Спиридон Михайлов, Василий Магницкий, Николай Никольский ĕçĕсемпе танлаштарма пулать. Паха информацин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çак тупра йăхран йăха куçĕ. Евгений Евстафьевич чăваш-пăлхар туризм таврапĕлĕвне аталантарассипе чылай ĕçленĕ, паллă вырăнсене çитсе курма экскурсисем йĕркеленĕ. Хăй кăна мар, ку енĕпе кăсăкланакансене пирĕн несĕлсем – пăлхарсем – пулнă тăрăхсене: Биляр, Сăвар, Пăлхар, Таяпа, Тигаш, Чалăм тата ытти хулана çитсе килме май туса панă, паллă вырăнсемпе паллаштарнă. Ĕçне кура – хисепĕ. Евгений Ерагина тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕпе, Хисеп грамотипе чылай чысланă. Вĕсенчен те пахи – унăн ĕçĕсем çынсене кирли.
Август 2026 |
