Çулсем иртнĕ май истори страницисене уçса пăхма уйрăмах кăсăклă. Унта хамăр ентешсен паттăрлăх çулĕсене шырани пирĕн ума тăтăшах çĕннине, вĕсем пурнăçа епле юратнине кăларать. Çутă малашлăха шанса хăйсен пурнăçĕсене çĕршыв аталанăвне, çамрăк ăрусен пуласлăхне халалланă ентешĕмĕрсен ячĕсене пирĕн манма юрамастех. Çакăн пек пĕр ĕçчен хĕрарăм пирки пирĕн паянхи калаçу.
Венера Шачкова Ильинка территори пайĕнчи Апчарта 8 ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Николай Николаев, ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне «Хлебороб» хуçалăхăн сысна ферминче лашапа ĕçленĕ, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçланă, пĕрле ĕçлекенсемшĕн тĕслĕх шутланнă. Асăннă хуçалăхри уй-хир бригадинче ĕçлесе 3 ывăлпа 5 хĕр çуратса ÿстернĕ амăшĕ, Ирина Ильинична, ялти ĕçчен хĕрарăм пулнă. Уй-хир бригадинчи пĕр ĕçрен те юлман, сад-пахчари ĕçе те ыранхи куна хăварман. Ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне ачаран ăша хывса ÿснĕ хĕр ача та ÿсерехпе ĕçрен катара юлман. Хăйсем нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕрен арçын ачасемпе хĕр ачасен мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслашма тивнĕ. Ял çыннисенчен юлмасăр пурăнма вĕсен ĕç тиркеме, ашшĕ-амăшĕ хушнинчен пăрăнма вăхăчĕ те пулман. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлассипе вĕсенех тăрăшма тиветчĕ. Çапла вара аслашшĕ-асламăшĕсем пулăшнипе вĕсем çум та çумланă, йăранне те хатĕрленĕ, пахча çимĕçне те лартнă, кĕр çитсен ÿстернĕ пурлăха пуçтарса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Ирина Ильинична аса илнĕ тăрăх вĕсем Тренккăри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Вĕренÿ программинчен юлмасăр ырăпа усала уйăрма, малашлăха пăхма, ĕçе юратма, ĕçлекен çынна хисеплеме вĕреннĕ. Пурин те пурнăç çулĕ пĕрешкел уçăлса пымасть çав. 1983 çулта вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илсен пĕрле вĕреннĕ 5 хĕр комсомол путевкипе «Сундырский» совхоза ĕне сума вырнаçаççĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсене суйламан хĕрсем хăйсен пурнăç çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтараççĕ. Çемье çавăрса аслă ывăлне çуратсан Венера Николаевна Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводне ĕçе вырнаçать. Сахал е нумай, анчах унтанпа 33 çул хыçа юлнă та ĕнтĕ. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ хĕрарăм çак тапхăрта çăкăр завочĕн, Мăн Сĕнтĕр райповĕн, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хучĕсене пĕрре мар илнĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
– Хамăра шаннине кура яваплăха туйса ĕçлеме тăрăшатăп. Эпир пĕрлехи вăйпа хура тата шурă çăкăр, тĕрлĕ булка, сухари т. ыт. те пĕçерсе кăларатпăр, сутлăха ăсататпăр. Ума лартнă тĕллевсене ялан пурнăçлатпăр. Ĕçе юратнипе ывăнни те сисĕнмест, – терĕ килте те кукăль-икерчĕ пĕçерме юратакан хĕрарăм. Ĕçлемесĕр пурăнман Венера Николаевнăн килти хушма хуçалăхĕ те пĕчĕк мар. Вăл паянхи куна 2 ĕне, 2 пăру, чăх-чĕп, кроликсем тытать. Кашнин патне алă çитет унăн. Юрать-ха ачисем, мăнукĕсем тăтăшах пулăшаççĕ. Çапла вара ĕçлемесĕр пурăнман хĕрарăмăн килти хушма хуçалăхĕ сад-пахчапа тата выльăх-чĕрлĕхпе пуян.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
