Йывăрлăхсем умĕнче Раççей халăхĕ пĕр çыхха пухăнни историн кашни страницинчех куç умне пулать. Çарпа халăх пĕрле пулни темĕнле тăшмана та çапса аркатма пулăшнă. Çакна курса тăрса эпир хамăрăн вăй пĕрлĕхре пулнине те туятпăр. Ăна пирĕн халăх тăтăшах çăмăл мар ларура паттăрлăх кăтартса çирĕплетет. Ыррине ĕненсе-шанса вăл йывăрлăхсене хастар ĕçпе, пĕрлехи тăрăшулăхпа çĕнтерет.
Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Пирĕн арçынсем ку хирĕçтăрура та Раççей çĕнтерессе шанса вăрçă хирне йышлăн тухаççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнче хăйсем пĕччен пулманнине, вĕсене тыл тăтăш пулăшнине лайăх ăнланса тăшмана кунсерен çĕнтерсе пыраççĕ. Раççейре пурăнакансенчен кашниех унти лару-тăрупа тăтăш паллашса пыма тăрăшать. Мĕншĕн тесен нумайăшĕн мăшăрĕ, ывăлĕ-мăнукĕ çав вăрçă вут-çулăмĕнче нацизмпа кĕрешсе çутă малашлăхшăн çапăçать. Паллах, çухатусемсĕр те мар. Анчах Раççейре пурăнакансем çак йывăр вăхăтра пĕр йыша пухăнма пултарни çĕнтерÿ те пирĕн енче пуласса шантарать. Украинăри вăрçă вут-çулăмĕ кăларса тăратнă йывăрлăх умĕнче пирĕн халăх пĕр йыша пĕрлешме пултарчĕ. Çĕнтерÿ хамăр енче пуласса тылра пурăнакансем ятарлă çар операцине тухса кайнă салтаксене паян пĕр çын пек пулса пулăшма тăрăшнинчен аван куратпăр. Ятарлă çар операцине Муркаш муниципалитет округĕнчен тухса кайнисене пирĕн тăрăхра пурăнакан мирлĕ граждансем те тĕрлĕ енлĕ гуманитари пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Çапла вара инçет çула мобилизаципе тухса кайнă ентешсене те, хăйсен ирĕкĕпе çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнисене те вăхăтра ытлăçитлĕ пулăшу парассипе тылра тулли ĕç пырать.
– Пирĕн çĕршыв интересĕсене тăван килтен инçетре хÿтĕлекенсем фронтра хăйсене шанчăклă туйччăр тесе вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Çак пулăшу тулли пултăр тесе пĕр пек шухăшлакансене хамăр йыша пухассине йĕркелерĕмĕр. Нумаях пулмасть округри ветерансен организацийĕ тата агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен пĕрлĕхĕ пĕр шухăшлă пулнипе фронтовиксем валли сетка çыхассине йĕркелесе ятăмăр. Хăнăхма йывăр пулчĕ, анчах çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илтĕмĕр те ĕç вырăнтан хускалчĕ. Хамăр çыхнă кашни сетка пирĕн çар çыннин пурнăçне сыхласа хăварассипе тата çĕнтерÿ çывхартассипе пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса ĕçлетпĕр, – каласа парать АПК ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Нина Петрова. Сăмах май, Нина Пантелеевна çак ырă ĕçе хутшăнакансен ячĕсене те палăртрĕ. Вĕсем кашниех – хăйсен тăрăшулăхĕпе вăхăтра муниципалитет округĕн пурнăçĕнче ырăпа палăрнă ĕçченсем. Ĕçлекенсен пĕр ушкăнне паянхи сăн ÿкерчĕкре куратăр. Ветерансене пысăк пулăшу парса çак ĕçе йĕркелесе яма пулăшаканĕ – ятарлă çар операцийĕнчен аманса килнĕ Николай Илларионов (Муркаш сали). Çар çыннисене пулăшас ĕçе кÿлĕннисем ăна пĕр çын пек пулса тав тăваççĕ, унăн пулăшăвĕпе туллин усă курма сăмах параççĕ. Муркашри «Ветеран» участок округ центрĕнчи перекет банкĕн çуртĕнче (кунта паянхи куна пĕтĕмĕшле Светлана Терехина индивидуаллă предприниматель хăй ĕçне пуçарса янă) вырнаçнă. «Паян фронтри каччăсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем, асламăшсемпе кукамăшсем сетка çыхас ĕçе активлă хутшăннине куратăп та хамăр тĕрĕс тунишĕн савăнатăп. Çывăх вăхăтра сетка çыхакансен йышĕ татах хушăнасса та шанатăп. Тылрисен çак ĕçĕ фронтовиксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине сетка çыхас ĕçе хутшăнакан кашни ветеран ăнланать, – терĕ ветерансемпе куллен тачă çыхăну тытса ĕçлекен предприниматель. – Çак йышри аслăрах ăру çыннисем Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи хăрушă вăрçине те астăваççĕ-тăр. Çавăнпа вĕсем паян кар тăрса çĕршыв хÿтлĕхне тăчĕç пулас. Кун пек маттурсене пулăшмасăр епле юлас-ха? Хамăр Тăван çĕршыва юратакансемшĕн ман енчен хирĕçле хурав пулаймасть те». Ветерансен ĕçне пулас çĕнтерÿ тĕрĕс хак парасси пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук. Çакна шанса ветерансем кулленех – чун туртнă ĕçре.
Август 2026 |
