Пахча çимĕç тата сывă пурнăç йĕрки

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 11:12 Просмотров: 79

Паян ялта пурăнакансем кашни кил хуçалăхрах улма-çырлапа пĕрлех тухăçлă пахча çимĕç акса-лартса ÿстереççĕ. Çакă сывă пурнăç йĕркишĕн пысăк пĕлтерĕшлине те вĕсем аван ăнланаççĕ. Уйрăм çыннăн хăйĕн харпăрлăхĕнче акса-лартса ÿстернĕ улма-çырлапа пахча çимĕç пĕлтерĕшĕ пирки паян пирĕн вулавçăсене Чăваш Республикин тата Атăл çи федераци округĕн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп диетологĕ, республикăри клиника больницин врач-диетологĕ Алина СТЕПАНОВА каласа парать. Кунта пирĕн вулавçăсемшĕн çĕнни тата усăлли чылай тесе шутлатпăр.

– Пирĕн кулленхи апатланура улма-çырлапа пахча çимĕç тĕп вырăн йышăннине палăртатăп. Вĕсем пирĕн организма кирлĕ витаминсемпе, минералсемпе, углеводсемпе тата антиоксидантсемпе ытлă-çитлĕ тивĕçтерессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Сывлăха сыхлакан пĕтĕм тĕнчери организаци граждансене куллен апатланура 400 грамран кая мар чĕрĕ пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа усă курма сĕнет. Мĕнре-ха вĕсен усси?

1. Ачасене çитĕнме тата аталанма пулăшни .

Ачасен аталанакан организмĕ пахча çимĕçпе улма-çырлара пур витаминсемпе минералсене уйрăмах ыйтать. Мĕншĕн тесен вĕсем шăмăсене, мышцăсене, пуç мимине аталанма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, С витамин организма юн хатĕрлеме кирлĕ питех те пĕлтерĕшлĕ элемента – тимĕре –йышăнма пулăшать. Çав вăхăтрах В ушкăнри витаминсем энерги синтезне активлă хутшăнаççĕ.

2. Пурнăçа тăсни .

Тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ, пахча çимĕçпе улма-çырлана тăтăш тата нумай çини çыннăн кун-çулне самай вăрăмлатаççĕ. Антиоксидантсем нумай пулнине кура маларах асăннă апат-çимĕç шăнса пăсăлнипе кĕрешме пулăшать тата организм клеткисене ирĕклĕ радикалсем сиенлессинчен хÿтĕлет.

3. Психика сывлăхĕ.

Чĕрĕ çимĕçсенче эмоци танлашăвне тата депресси профилактикине тытса пыма кирлĕ D витамин тата магнипе калин пысăк виçи пур. Магни нервсене лăплантарать тата ыйхăна лайăхлатать. Çырласенчи тата цитрус çимĕçĕсенчи антиоксидантсем кăмăла лайăхлатаççĕ тата стресс шайне пĕчĕклетеççĕ.

4. Чĕрепе сосудсен системин сывлăхĕ.

Апатланура клетчаткăпа нумай усă курни юнри холестерин виçине пĕчĕклетет. Ку вара атеросклеротика çыххисем пулассинчен хÿтĕлет, чĕре приступĕсемпе инсультсенчен асăрханма пулăшать. Фитохими хатĕрĕсем (каротиноидсемпе антоциансем) юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ.

5. Кĕлетке йывăрăшне тĕрĕслени .

Апат-çимĕçре шывпа клетчатка нумай пулни хырăм тутă пулнине ытларах туйтарать. Ку вăл аппетита контрольлеме, нумай çиессинчен асăрханма пулăшать. Салатсемпе пахча çимĕç нумайрах çини ытлашши апатлануран пăрăнма май парать.

6. Диабет профилактики .

Пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа пуян рацион иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ аталанас çула пÿлет. Çакă та паян нумай çыншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Пĕтĕмлетÿ: меню тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуян пулни çынсен сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавăнпа та сирĕн турилкке пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа ялан пуян пултăр. Ку сирĕн пурнăçа вăрăмрах та тулăхрах

тума май парĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6