Активлă пурнăç тата сывă чĕре

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 11:09 Просмотров: 161

Çын пурнăçĕнче кашни организм хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Чĕре вара пуринчен те малта тăрать. Чĕрĕ организм ытлă-çитлĕ ĕçлетĕр тесе вăл кунсерен пирĕн организмăн тĕрлĕ кĕтесне кислородпа ытти апат-çимĕçе вăхăтра илсе çитерме вуншар пин хут тапать. Эпир çакна хăнăхнăран чĕре пирĕн пурнăçшăн епле йывăрлăхпа ĕçлени пирки вăл хăйĕн хăрушлăхĕ пирки хамăра асăрхаттариччен те шутламастпăр.

Хăвăр чĕрене вуншар çул хушши пĕр чарăнмасăр ĕçлекен сехет механизмĕпе танлаштарăр-ха. Эсир вăл нумай вăхăт хушши юсавлă ĕçлетĕр тесе ĕмĕтленетĕр-и? Апла пулсан сирĕн авалтан пыракан пĕр чăнлăха асра тытмалла: «Пурнăç вăл – самантлăха та пĕр вырăнта тăманни!». Чĕре тăтăшах активлă пулни сирĕн кĕлеткене çирĕп формăра тытма пулăшнипе пĕрлех сосудсене таса-сывă усрама пулăшакан эффективлă хатĕр те. Çакăн çине тимлĕх уйăрма кирлĕ хăш-пĕр сăлтавпа паллаштарни те ытлашши пулмĕ.

1) Чĕре мышцисем çирĕпленеççĕ. Пурнăçри активлăх чĕре вăйне, унăн чăтăмлăхне ÿстерет. Ăна кура чĕре организмăн тĕрлĕ вырăнне юна вăхăтра çитерме пултарать.

2) Юнри холестерин шайĕ пĕчĕкленет. Эсир пурнăçра тăтăшах активлă пулни «япăх» холестерин хисепне чакарса «лайăххин» виçине курăмлă пысăклатма пулăшнипе паллă.

3) Артерири юн пусăмĕ палăрмалла йĕркеленет. Кулленхи пурнăçра тăтăш тренировкăсем ирттерни артерири юн пусăмне нормăра тытма май парать. Ку вăл – чĕрепе сосуд чирĕсенчен сыхланмалли тĕп çул.

4) Хăвăр кĕлетке йывăрăшне виçере тытасси. Çĕнĕлĕх мар, кĕлетке йывăрăшне виçере тытни чĕре çине ырă витĕм кÿрет, нумай чиртен вăхăтра пăрăнса иртме пулăшать.

5) Юнри сахăр шайне лайăхлатни. Тăтăш активлă куçса çÿрени юнри сахăр виçишĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ку вăл диабетпа чирлекенсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Халĕ пирĕн ума ыйту тухса тăчĕ: мĕнле активлăха малти вырăна кăлармалла? Уçă сывлăшра уçăлса çÿреме кăмăллатăр-и? Питĕ аван. Кунне 30 минут васкавлă утни – сывă чĕре патне пымалли таса çул. Сывлăхшăн усăллă пулма ытларах тăрăшса пăхасшăн-и? Йывăрлăх çук. Çуран чупни, велосипедпа ярăнни, шывра ишни – сирĕн чĕрене сывă формăра тытмалли чи паха мелсем. Çак ĕçре эсир паян пĕччен пулманни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Хуласенче пур фитнес-классем, ташă студийĕсем татах та лайăхрах. Вĕсенче эсир хăвăр сывлăхшăн икĕ енлĕ пулăшу илейретĕр: чĕре вăйланать тата çĕнĕ юлташсем тупатăр. Хăвăр организм валли ытларах энерги илес тесен тренировкăсене вăйпа ĕçлемелли упражненисем кĕртĕр. Ку вăл сирĕн организма тĕрлĕ йывăрлăха вăхăтра çĕнме пулăшĕ. Кулленхи пурнăçра физкультура активлăхне ÿстермелли канашсене çырса хурса алă айĕнче тытни те сирĕншĕн ытлашши пулмĕ:

1. Вĕсене тăтăш ирттермелле. Кунсерен вăтам активлăхпа 150 минут пулни е эрнере пысăк активлăхпа 75 минут вăхăт ирттерме сĕнÿ пур.

2. Активлă çÿремелли вырăнсем шырăр. Тĕслĕхрен, пусмапа темиçе хутчен çÿлелле хăпарса анăр. Кăнтăр апатĕнче ытларах уçăлса çÿрĕр е кану кунĕсене уçă сывлăшра активлă ирттерĕр.

3. Хăвăра килĕшекен активлăха пăрахăçа ан кăларăр. Савăнăç кÿрекен тренировкăсемпе ытларах туслашăр, вĕсем сирĕншĕн чăрмав пулса ан тăччăр.

4. Ума çирĕп тĕллев лартăр та ун патне çитессишĕн çине тăрса ĕçлĕр. Ăна пурнăçласси ырă йăлана кĕтĕр. Физкультура активлăхне сывă пурнăç йĕркин ытти енĕсемпе пĕрлештерĕр. Вĕсен шутне сывă пурнăç йĕрки, баланслă апатлану, усал йăла-йĕркерен пăрăнни кĕччĕр. Çавăн чухне çеç эсир хăвăр чĕрен сывă çулне суйласа илме пултаратăр. Чĕре вăл кашни çынран пысăк тимлĕх тата юрату кĕтет. Ун патне пысăк тимлĕх уйăрса малтан хăвăр алăк уçăр: урама уçăлма тухăр, сывă та телейлĕ пурнăç патне пĕрремĕш утăм тăвăр.

Татьяна КАРАТАЕВА, медицина профилактикин врачĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6