Чире асăрхаттарма çăмăлрах

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 11:03 Просмотров: 105

Халăхăн шухăш-кăмăлне тĕпчессипе ĕçлекен пĕтĕм Раççей центрĕн статистикин кăтартăвĕсенчен çакă паллă, нумай çын тухтăр патне хăйсен мĕн те пулин ыратма пуçласан кăна пырать. Респондентсен 32 проценчĕ вара больницăна хăйсене питех те япăх пулса кайсан кăна кайнине пĕлтернĕ. Ку ыйтупа ирттернĕ калаçусенчен çакă паллă пулнă, çынсенчен нумайăшĕ хăйсене лайăх туйнă вăхăтра тухтăр патне мĕншĕн каймаллине ăнланмасть.

Сывă çын сывлăхне сăнаса тăнипе тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сыхланасси тахçанах пуçланни паллă ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче Гиппократ ăсчах та тĕрлĕ чиртен сыхланасси сывалассинчен çăмăлрах пулнине палăртнă. «Чире асăрхаттарасси çынна унран сыватнинчен самай çăмăлрах», – тенĕ вăл чылай хушă халăх хушшинче тĕрлĕ сăнав ирттернĕ хыççăн. Чир аталанăвне пулăшакан пулăмсене тата чире хăйне, унăн хăрушлăхне маларах палăртни сывату ĕçĕнче тĕп вырăнта тăрать. Хăрушлăха вăхăтра тупса палăртни чирпе пуçламăш тапхăртах кĕрешме пуçлама май парать. Ку вăл чирпе кĕрешессипе, çын сывлăхне сыхлассипе, ĕмĕр тăршшĕне тăсассипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, нумай çыншăн инсульт кĕтмен чир шутланать. Çав вăхăтрах çак пулăмччен нумайăшĕн организмĕнче хăш-пĕр улшăну пулнă, анчах вĕсем ун çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрман. Асăннă улшăнусем шутне юнри холестерин шайĕпе артери пусăмĕ ÿсни кĕреççĕ, анчах нумай çын вĕсем çине вăхăтра çирĕп тимлĕх уйăрмасть. Çак лару-тăрура сисмесĕрех онкологи чирĕ те вăй илме пултарать. «Рак ыратмасть», – тесе ахальтен каламаççĕ. Сахăр диабечĕ те паян кашни çынран пысăк асăрханулăх ыйтать. Маларах каланине пĕтĕмлетсе, йывăр чирсем вăй илесрен сыхланса организмри хăш-пĕр улшăнуран вăхăтра асăрханма «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе вăхăтра диспансеризаци, профилактика медицинин тĕрĕслевĕсене ирттереççĕ. Кăçалтан пуçласа çак тĕрĕслев витĕр Раççейре пурăнакансен 70 проценчĕн çулталăкра пĕрре тухмалла. Диспансеризацирен хăйсен сывлăхне нимĕн те чăрмантарман, ыратман, пăшăрхантарман çынсен те пăрăнса юлмалла мар. Мĕншĕн тесен вăл хăрушă чире вăхăтра асăрхама тата унран çийĕнчех сипленме май парать. Çынсен пĕр пайĕ диспансеризаци ыйтăвĕ çине çиелтен пăхнипе килĕшес килмест. Пĕрлехи тĕрĕслев – диспансеризацин пĕрремĕш этапĕ. Çак вăхăтра сывлăх тĕлĕшĕнчен вăл е ку ыйту сиксе тухсан, çынна хушма тĕрĕслеве хутшăнтараççĕ, специалистсем патне консультацине яраççĕ. Мĕн кирлĕ-ха вăхăтра диспансеризаци тухма? Чи малтанах гражданинăн паспорчĕ тата ОМС полисĕ. Çак документсемпе хăвăра пăхса тăракан поликлиникăна пымалла. Тÿлевсĕр тĕрĕслеве 18 – 39 çулсенчи граждансен 3 çулта пĕр хутчен, 40 çултан аслăрах ÿсĕмрисен çулсерен тăмалла. Енчен те хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерес гражданинăн ÿсĕмне кура диспансеризаци тăмалла мар пулсан, вăл хăйĕн ирĕкĕпе кашни çул сывлăх хуралçисем патĕнче профилактика тĕрĕслевĕ ирттерме пултарать. Манса ан кайăр, профилактика мероприятийĕсем сирĕн сывлăх сыхлавĕн тата активлă пурнăçăн çирĕп никĕсĕ пулса тăччăр.

Е. ЕГОРОВА, «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, физкультурăпа спорт медицини» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6