Çăмăл машина Шомик ялĕ витĕр вăрман тăрăх Чăваш Республикин «Шомикри интернат-çурт» хысна учрежденине васкарĕ. Мана унта ĕçлекен Юлия Михайлова кĕтсе илчĕ. Картишĕнче учрежденире пурăнакан çынсем утатчĕç, хăшĕ уçăлма тухнă, хăшĕ апатланма каять. «Сирĕн ĕç питĕ йывăр», – терĕм эпĕ Юлия Александровнăна çынсем çине пăхса. «Пачах та йывăр мар, эпĕ кунта нумай çул ĕçлетĕп, килĕшет, ÿкĕнместĕп, урăхла ĕç шырамастăп», – хуравларĕ вăл.
Эпĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшĕ Надежда Парикова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) патне килнине пĕлтертĕм. «Эпир кунта пурте салтак амăшĕсем, мăшăрĕсем...», – терĕ те, администрацин тин кăна юсав вĕçленнĕ пÿлĕмне кĕчĕ. Хама ăнланакан çынсемпе тĕл пултăм тесе шухăшласа утрăм эпĕ, пĕрле лартăмăр, калаçрăмăр, хурланса та илтĕмĕр. Надежда Владимировна та кунта 1984 çултанпа ĕçлет, пĕр вăхăт ĕçлеме пăрахни те пулнă. Вăл – икĕ ача амăшĕ, Екатерина хĕрпе Эдуард (сăн ÿкерчĕкре) ывăл ÿстернĕ. Мăнуксем те пысăк ĕнтĕ халĕ унăн. Салтакăн икĕ ывăл, кĕçĕнни Шупашкарта А. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче вĕренет, гварди кĕçĕн сержантне çитнĕ вăл. «Эпĕ нимĕнле паттăрла ĕç те туман, ывăл...», – терĕ Надежда Владимировна. Эдуард Париков 2022 çулхи август уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма тухса кайнă, «Атăл» çыхăну батальонне тăнă. Çыхăну аппарачĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Эдуард малтан Херсон тăрăхĕнче пулнă, ун хыççăн Луганска, Донецка çитнĕ.
– «Атăлти» чăвашсен йышĕ хĕрĕхрен чакрĕ. Тепĕр чухне хамăр хушăра раципе калаçса илетпĕр. Бурятсем, тутарсем, пушкăртсем – пурте туссем, пурин те пĕр тĕллев, – терĕ вăл. Вăл каланă тăрăх, ăна çарти юлташсем Лямоля хушма ятпа пĕлеççĕ. Ахальтен мар çакă – музыка инструменчĕпе калас ăсталăх пысăк унăн. Баян, кларнет унăн аллинче кĕвĕçемĕ кăларать. Паллах, çапăçура юрă-кĕвĕ шухăшĕ мар, алăра – автомат. Эдуардăн хÿтĕлевçĕ- салтак опычĕ пур. Вăл çартан таврăнсан пĕр вăхăт Атăл хĕрринче шыв портĕнче милицин шыв çинчи подразделенийĕнче ĕçленĕ. Луганскри кăткăс пĕр операцинче вăл хастарлăх кăтартнă. Пĕрле çапăçнă салтаксем аманса сахалланнă вăл вăхăтра. «Каятăн-и?» – ыйтнă командир. Курск çывăхĕпе газ пăрăхĕ иртнĕ. «Пăрăх витĕр каятăп», – пулнă хурав. «Хăтланса пăх», – иккĕленнĕ командир.
– Эпир «Альвароспа» хунарпа çутатса пырса пăрăх тăрăх кайрăмăр. Пăрăхра вырăнăн-вырăнăн шыв та пурччĕ, сывлама вара йывăрччĕ. Пăрăх уй тăршшĕпех тăсăлать. Ун тăрăх хулана шыв килсе тăнă. Пăрăхра выртатпăр, хамăра тухма шăтăк чаватпăр. Эпир тухас çĕрте вара пăрăх пуçĕ пĕчĕк пулчĕ. Çÿлте тăшман «кайăкĕ» вĕçни курăнать. Тухма меллĕ вăхăта вара эпир икĕ сехет кĕтрĕмĕр. Тухма ан чăрмантартăр тесе автоматсăрах чупса тухрăм. 300 метр кайсан штурмовиксен рацийĕсем валли аккумуляторсем вырнаçтартăмăр. Пирĕн ума лартнă задачăна пурнăçларăмăр. Çыхăнăва йĕркелесе ямалла пулнă пирĕн – пурнăçларăмăр. Çав вырăнтан эпĕ каллĕ-маллĕ 9 хут хутларăм, – çапларах Эдуард Париковăн аса илĕвĕ.
Салтаксем шыв пăрăхĕ тăрăх 3,3 километр кайнă. Урăхла çул пулнă, çапах та кун пек кайни вăрттăн çул шутланнă. Таса уйра кайнă чухне вара тăшман персе тăрать. Çак задание тивĕçлĕ шайра пурнăçланăшăн вăл Георгий Жуков медальне тивĕçнĕ. Ухыççăн Эдуард аслă сержант пулса тăнă. Çавăн пекех ăна ытти медальпе те чысланă. Ял-йыш Эдуарда хисеплет, унăн ячĕпе гуманитари пулăшăвне хатĕрлесе парать тата вырăна çитерсе пама май тупать. Çарти юлташĕсем хушшинче те вăл хисепре. «Хисеплĕ ял-йыш, гуманитари пулăшăвĕ ĕнер çитнĕ, юлташсем пĕлтерчĕç, эпĕ хам боевой задачăра пулнă пирки кĕтсе илеймерĕм. Пурте йĕркеллĕ, ял-йыш парса яни пурте çитнĕ. Тавах сире. Çĕнтерÿ пирĕн пулать, ĕçлетпĕр, манăн задачăсем кăштах улшăнчĕç, малалла куçса пыратпăр», – çакăн пек хыпар пĕлтĕмĕр унран çак кунсенче. Кун пеккине илтме, паллах, кăмăллă.
– Эпир, амăшĕсем, мĕн кĕтетпĕр салтаксенчен? «Чĕрĕ-сывă, йĕркеллех» тесе пĕлтерни – пирĕншĕн чи пахи. Акă ĕнер Эдик çуралнă кунпа шăнкăравласа саламларĕ, – терĕ салтак амăшĕ. Ывăл пултарулăхĕшĕн амăшĕ те ырă ятлă. Эдуардăн хастарлăхне кура Надежда Парикова ячĕпе ывăлĕ тăракан çар пайĕнчен çулла «Матери участника СВО» медаль килчĕ. Ăна ял-йыш умĕнче чысларĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
