Çуркунне е çу пуçламăшĕнче пахчара акса-лартса çитĕнтернĕ çимĕçсене пухса кĕртнĕренпе вăхăчĕ самаях иртрĕ ĕнтĕ. Таврара хура кĕр кунĕсем хуçаланнă вăхăтра паян хамăр çу-каçа пурнăçланă ĕç-хĕл тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿ тума та меллĕ. Кăçал çакна палăртма кăмăллă: иртсе пыракан ял хуçалăх çулĕн хыçа юлнă çу кунĕсем пахча çимĕç акса-лартса ÿстерекенсемшĕн пур енĕпе те лайăхпа асра юлаççĕ. Ăшши те, çумăрĕ те вăхăтлă пулчĕç – ял çыннине сад-пахчара тухăçлă ĕçлеме май пачĕç. Çавăнпа та кĕр çитнĕ май тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ пахча çимĕç кил хуçине кăçал уйрăмах пысăк тухăçпа савăнтарчĕ.
Пурнăçа кĕртнĕ ÿсĕмсене пăхмасăрах пахчаçăсенчен нихăшĕ те тунă çитĕнÿпе лăпланма васкамасть. Вăл çитес çулхи тухăçшăн та паянах тăрăшать, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе тимлет. Çак сăмахсем мана та пырса тивеççĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ те пахча-çимĕç ытларах туса илес тĕллевпе кĕр кунĕсенчех хăш-пĕр сăнавпа усă курма пуçлатăп. Акă, сăмахран, хăш-пĕр пахча çимĕç культурине хатĕр йăрансем çине хĕл ларас умĕн чÿк уйăхĕнче акса хăварассипе ĕçлетĕп. Çулленхи ĕç опытне шута хурса çакăншăн нимĕн чухлĕ те пăшăрханмастăп. Хĕл умĕн акса хăварнă сивве тÿсĕмлĕ пахча çимĕç культурисем çуркунне тĕрĕс-тĕкел шăтса тухса кăмăла савăнтараççĕ, ырă малашлăха шанса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем иртерех çимĕç пама пуçланипе паллă, кĕр çитсен те кил хуçине пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Кĕрхи пахча çимĕç культурисем çитес çул ăнса ÿсчĕр те тухăçпа савăнтарччăр тесе хамăн ĕçĕме эпĕ йăрансене маларах хатĕрленинчен пуçăнатăп. Вĕсене çуллен пусă çаврăнăшне пăхăнса йĕркелетĕп. Тăпрана кăпкалатнă май минераллă удобренипе çĕрнĕ тислĕке çителĕклĕ чухлĕ хыватăп. Хыççăн тăпра сийне кĕреплепе тикĕслетĕп. Ун хыççăн хатĕрленĕ йăран çине пĕр-пĕринчен 15 сантиметр хушăпа 2-3 сантиметр тарăнăш касăсем тăватăп. Çав касăсене хĕл ларас умĕн вăрлăх акнă чух вĕсене, çуркуннехипе танлаштрасан, кăшт ытларах варăнтаратăп. Мĕншĕн тесен тĕрлĕрен сăлтава пула хĕл каçа унăн шăтаслăхĕ чакма пултарать. Паллах, акма усă куракан вăрлăха шÿтерместĕп. Вăрлăх акнă йĕрсем çине çÿхен çеç хăйăр хурса ун çине лайăх çĕрнĕ тислĕкпе тăпра хутăшĕ витсе хуратăп. Пахчана хĕле хатĕрленĕ май вулавçăсене çакна та аса илтерес килет. Ку вăхăтра çанталăк тĕрлĕрен пулать: ăшши те, сивви те, çумăрлă кунĕсем те, юр вĕлтĕртетни те. Çавăнпа та акнă вăрлăх шăтса ан тухтăр тесе (хăшĕсем 2 – 4 градус ăшăпа та шăтса тухайраççĕ) акас ĕçе çанталăк условийĕсене шута илсе пурнăçламалла. Сивве чăтăмлă пахча çимĕç вăррисене хатĕр йăрансем çине çĕр шăнтма пуçласан акса хăварни вырăнлăрах пулать. Хĕл умĕн акнă чух пахча çимĕç вăрлăхĕпе çуркунне акнинчен кăшт ытларах усă куратăп, мĕншĕн тесен тĕрлĕрен сăлтава пула, каларăм ĕнтĕ, хĕл каçа вĕсен пĕр пайĕн шăтаслăх пахалăхĕ чакма пултарать. Пахчаçă опычĕ мана çакна кăтартса парать: сивве чăтăмлă пахча çимĕç культурисене хĕле кĕриччен акса хăварнин усси пысăк. Çуркунне çитсен вĕсем тĕрĕс-тĕкел шăтаççĕ тата маларах вăй илеççĕ. Çурхи нÿрĕкпе çителĕклĕ усă курса тымарĕсем çирĕпленсе çитнĕ май ÿсен-тăран çуллахи шăрăх çанталăка та самай тÿсĕмлĕ пулать. Çавна май вĕсем иртерех çимĕç панинчен те тĕлĕнмелли çук. Çу каçа ытти агротехникăлла ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыни кĕр çитнĕ çĕре пысăк тухăçа çаврăнать. Çакă пахчаçăна савăнтармасăр тăраймастех. Кĕркунне акса кишĕрпе редис, укроппа пахча кĕпçи, пастернакпа шпинат тата ешĕл симĕс çулçăллă ытти пахча çимĕç культурисене ÿстерме пулать. Кунта тепĕр пĕчĕк вăрттăнлăх пирки асăрхаттарса хăварам. Хĕл умĕн акса хăварнă кишĕрĕн, çуркунне акнипе танлаштарсан, упранаслăхĕ пĕчĕкрех. Çавăнпа та ăна çитес çул иртерех усă курма пĕчĕкрех лаптăк çине çеç акса хăварма сĕнетĕп. Вăхăт иртсех кайман-ха, акса пăхăр! кĕнмĕр!
Ырă сунса Александр ШАРИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.
Август 2026 |
